Борис Чиндыков: Хура чĕкеç


Хура Чĕкеçĕме

Драмăра пĕртен-пĕр вылякан – ЧĔКЕÇ

Пĕр енчен пăхсан, йывăç пÿртри пек; пÿрчĕ чаплă та мар, начар та марскер пек. Тепĕр енчен пăхсан вара, пачах та таçти темле хупăлăхра, шалта мар пек, пачах та урăхла – тулта пек, уçлăхра пек, çутçанталăкăн вĕçсĕр-хĕрсĕр талккăшĕсенче. Çавăн пек вырăн – хупăлăхпа уçăлăх, вĕçсĕрлĕхпе чикĕсемпе хупланнă хĕсĕклĕх тĕл пулса пĕрлешнĕ вырăн – тен, масар-тăр, çăва-тăр.

Çĕрле, тĕттĕм.

Тулта тÿлек каç.

Масар çинчи пĕчĕк çăва пÿрчĕ. Шăп.

Сĕмлĕхре пĕр-икĕ чÿрече палăрать.

Пĕрин умĕнче, сĕтел çине ÿпĕнсе-тăр, çын тĕлĕрсе ларни тĕшмĕрĕлет.

Такам, сехрене хăпартса, чÿрече кантăкне сăрмалать – е сăрмаланăн туйăнать кăна-ши.

Шăплăх.

Каллех сăрмалать такам кантăка.

Çын илтмест, çывăрнипех.

Кантăк хыçĕнчи такам, сăрмаланипе çырлахмасăр, чÿрече кантăкне пĕр-икĕ хут хуллен шаккаса, е, тĕрĕсрех, таккаса илет.

Такканине илтсе, сĕтел çине ÿпĕнсе çывăраканскер сасартăках туртăнса вăранса каять. Вăл вăраннипеле пĕрле сценăн çак кĕтесĕ те темле асамлăрах, кĕтрет çути евĕр çутăпа çуталать. Сценăн ытти кĕтесĕсем тĕттĕмлĕхе путнипех.

Çын тăрса тÿрленет, чÿрече кантăкне ик еннелле яри уçса ярать.

ЧĔКЕÇ (тулалла тинкерет, савăнса). Эсĕ-и?.. Килтĕн-и?.. Ну, килех, кил… (Пытарăнчăк шанăçпа çуталса.) Ăнсăртран ывăлăма курмарăн пулĕ те çулта-йĕрте?..

Тинех куратпăр драма геройне – çÿллĕ, çирĕп карчăк ку. Хыткан питлĕ, типшĕмскер. Майĕпен, уçăмсăррăн мăкăртата-мăкăртата, çиелти шупăрне хывса çакать; яра куна ĕшеннĕскер, шупăрĕпех тĕлĕрсе кайнă пулнă иккен вăл; тутăрне салтать – çÿçĕсем карчăкăн шап-шурă. Каллех тепĕр хушă чÿрече витĕр тулалла, тĕттĕмлĕхе чĕмсĕррĕн, шухăшлăн тинкерет.

ЧĔКЕÇ (тулти такама). Килтĕн пулсан, ирт ĕнтĕ… Куртăн-и, курмарăн-и, ирт… Эпĕ ахаль кăна ыйтрăм, курас килнĕрен… Калаçăпăр санпа чуна уçса… Çулу вăрăм, тен, курăн та-и пĕр-пĕр кун… (Ăшшăн кулса.) Юрĕ ара, юрĕ-çке, кĕрессÿ килмест пулсассăн, кĕмесен те ара… (Тулалла.) Хăвăн яланхи пилеш туратти çине ларăн-и ĕнтĕ?.. Эй чĕкеç, чĕкеç!.. Пĕчĕкçеç хура чĕкеç!.. Пĕчĕкçĕ чун!.. (Асилсе.) Эп хам та, сан пекех, пĕчĕкçĕ хура чĕкеçчĕ тахçан. (Малалла асилет, çуталса.) Хули те пĕчĕкскер кăначчĕ пирĕн. Атте-аннен кил-çурчĕ те пĕчĕкçеç кăначчĕ, анчах калама çук хăтлăччĕ. Ĕнтĕ миçе ĕмĕр иртрĕ унтанпа, анчах темшĕн эсĕ килмессерен кашнинчех çав тахçанхи ачалăхăма аса илетĕп. (Сценăн тепĕр кĕтесĕнче çутă çуталать. Ку – урăх çутă, кĕтрет çути тĕслĕскер. Чĕкеç-карчăк тăнă çĕрти çутă сÿнет. Телейлĕ ачалăх, телейлĕ иртнĕлĕх кĕвви шăрана пуçлать. Тен, ку шăхлич сасси? Е, тен, хăмпă? Е сĕрмекупăс? Тепĕр самантран Чĕкеç сарă çутта тухать. Ак тĕлĕнтермĕш: пирĕн умра карчăк мар, пиçсе çитнĕ çырла евĕр илемлĕ хĕр-пике! Вăл, ялтилле, шурă пир кĕпепе, анчах та кирлĕ-кирлĕ мар йышши пустуй илемлетсе пĕтернĕ этнографилле кĕпе мар ку, тап-таса та пач пĕр эрешсĕр-мĕнсĕрскер. Тахçанхи авалхи кĕпе-тумран ытларах паянхи хăйнеевĕр оригиналлă вăрăм шурă пир кĕпе. Чÿрече патне пырса, кантăкне ик еннелле уçса ярать. Аллинче – тухъя. Тухъи – чăнскер.) Юмахри пек ÿсрĕм, хуйхă мĕнне пĕлмерĕм. Ачарах пулнипе, çывхарса килекен ахăрсамана таппине сисеймерĕм пулас. Ахăлтатса кулаттăм, вĕçĕ-хĕррисĕр савăнаттăм, тавралăха янраттарса, юрă хыççăн юрă шăрантараттăм. Хама хирти сар чечекĕн, кăвак чечекĕн туяттăм. Тÿпери кайăкăн, çунатсăр-мĕнсĕр тĕнче хĕрне çитиччен вĕçеттĕм. Ăçта кăна çитместтĕм-ши шухăшăмра? (Аллинчи тухъине пуçне тăхăнать, чиперленет.) Ятăм манăн Чĕкеçчĕ, анчах никам та Чĕкеç теместчĕ мана, пурте Хура Чĕкеç тесе чĕнетчĕç. Хури хураччĕ çав ĕнтĕ, тем чуль сар çу çисе те сарă пулаймарăм. (Пауза хыççăн, шухăшлăн.) Эпĕ вара сар ачана юрататтăм. (Куляннăн.) Сарă ачан чунĕ сарă хĕр еннеллех туртăнать çав тесе вăрттăн-вăрттăн куççуль тăкаттăм. Йывăçсем кăна илтетчĕç манăн ĕсĕклевĕме, вĕсен черченкĕ çулçисем кăна лăплантарасшăн тăрăшатчĕç мана шăпăл-шăпăл шăпăлтатса. Пахча хыçĕнче, вăрманта, никам курман çĕрте кăна уçăлатчĕ чунăм. Никам, никам çук çĕрте кăна тухатчĕ куççулĕм. Вара, чăтса-чăтса çÿренĕскер, ирĕке яраттăм чунăма. Чунăм вара, ирĕке хăнăхманскер, часрах каялла тарса пытанма талпăнатчĕ. (Ассăн.) Хурăм хура хĕрсенĕн ăсĕ вăрăм тетчĕç те, ăсăмăртан ытларах хура хурлăхăмăр пысăк пулчĕ пулмалла… (Хурлăхлăн пĕр-икĕ çавра юрласа илет.)

Хурăн вутти вут мар-им?

Хура та хĕрсем хĕр мар-им?

(Патварланса.)

Ой-я-ра, ра-я, рай-я-ра,

Ой-я-ра, ра-я, рай-я-ра!.. (Чунне пусарса, куççульне тытса чарса. Куракансене.) Калăр-ха вăт эсир мана: сарă хĕрсем ытларах-и пирĕн халăх хушшинче, хурисем-и? (Залтан хуравлакансене итленĕ хыççăн.) Апла пулсан, калăр-ха мана татах: хăшĕсене ытларах юратаççĕ пирĕн каччăсем – саррисене-и, хурисене-и? (Ассăн, хăйĕнчен хăй кулнăн.) Çапла çав, сарă хĕр вăл сарах çав. Сар ача та сар ача çав. Ытлашши пултăм эпĕ вĕсем хушшинче. Ман пек хура чĕкеçе хура курак пÿрнĕ ĕнтĕ. (Чун хавалĕпе, кăшкăрса.) Анчах та çав тери сар чечек пулас килетчĕ манăн!.. Пĕр кунлăх та пулин, пĕр каçлăх та пулин, самантлăх та пулин – анчах та сар пике пулас килетчĕ! Сарă Чĕкеç тесе чĕннĕ пулĕччĕç вара мана! Вара, тен, юратнă сар ача та асăрханă пулĕччĕ мана, епле чиперленсе кайнă пирĕн Чĕкеç, тейĕччĕ те вара мана вăйăран ăсатса янă пулĕччĕ вăл! Вара, пирĕн кил хапхи патне çитсен, ним калама пĕлмесĕр, пĕр хушă аптраса тăнă пулăттăмăр эпир унпа – çума-çумăн, юнашар, çывăх-çывăх, пĕр-пĕрин çумне тата çывăхрах, çывăхрах туртăнса! Сарă каччă сарă хĕвел пек вĕри; эпĕ те, сарăскер, сасартăках, хам та сисмесĕр, унăн хĕрÿлĕхĕнче сар çу пек ирĕле пуçлатăп, вара ирĕлетпĕр, ирĕлетпĕр эпир унпа иксĕмĕр те сарă çу пек, вара пĕрле ирĕлсе пĕтĕçетпĕр хĕрÿ-хĕрÿ, вĕри-вĕри тутасен ытамĕнче!.. (Ĕмĕчĕ татăлнăн.) Анчах çĕр варринче кĕç-вĕç хыпса илес пек вĕри минтере ыталаса вăранса каятăн та _ тутасем уйрăлаççĕ, чуптăву вĕçленет. Тĕлĕк вăл яланах çапла шелсĕр-ши, мăнтарăн – чи телейлĕ, чи хавас самантра татăлать! Çав саманта таврăнас тесе, сехечĕ-сехечĕпе, тул çутăличчен хупса выртатăн кайран куçусене, текех таврăнаймастăн тĕлĕкĕн асамлă тĕнчине таврăнас пулсассăн та, пачах та урăх çулсемпе таçти тахăш авăралла туртса кĕрсе каять вăл сана – анчах та çав чи илемлĕ, чи рехетлĕ, чи çепĕç туйăмсене кăна темшĕн нихăçан та тепĕр хут вăратмасть тĕлĕкĕн тăсăмĕ пирĕн чунра. (Йывăррăн.) Тĕлĕкре кăна юратса куртăм сар ачана, сарă тĕлĕкре. (Çутă улшăнать. Чĕкеç çийĕнчи прожектор сÿнет. Чĕкеç сцена тăрăх пĕр хушă тĕттĕмлĕхре унталла-кунталла чупкалать, унăн кĕпи, шурăскер, тĕттĕмлĕхре тÿпенелле вĕçсе хăпарма кармашакан, анчах та, вĕçме пултараймасăр, çĕр çийĕн, аяллă-аяллă, пĕтĕм вăйран çунаттисемпе сулкалашакан пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк сĕмĕ пулса йăлтăртатса çуталать. Çутă, урăхрах тĕслĕскер, сценăн тепĕр кĕтесĕнче çуталать. .Çутă çуталнă самантра Чĕкеçе çунаттисене сарнă кайăк евĕр аллисене сарса хытса тăнине куратпăр. Монолог çапла тăнă çĕртен тăсăлать. Чĕкеç майĕпен, çынна таврăнса, каллех хĕрарăм пулса тĕрать.) Хĕр ĕмĕрĕ хăть те хăçан та çуллахи каç евĕр кĕске пуль çав кăкăрусем хытса пиçсе çите пуçларĕç пулсан икĕ чипер улма пек, пĕвÿ-сийÿ тăртăнса, мăкăрăлса стайне кĕчĕ пулсан, аçу-аннÿ килĕнчен каймашкăн вăхăт çитрĕ, эппин. Вара каятăн уйрăлса çичĕ ютăн килне – çичĕ çырма урлă, çичĕ уй урлă, çичĕ вăрман урлă, çичĕ ютри ют вучахăн вутти пулса çунмашкăн, çичĕ ютăн килне чунун ăшшипе ăшăтмашкăн, ютлăхра ирĕлсе пĕтĕçсе, тăванлăхра çуралмашкăн. (Вăрăм пауза. Чĕкеç, паузăна пăсса, хуллен юрă ĕнерле пуçлать.)

Чĕкеçсем вĕçсе, ай, кайсассăн,

Чĕвĕлтетсе юрлаç, ай, чĕпписем.

Тантăш “сыв пул” тесе ал тытнă чух

Шăпăртатса юхаç, ай, куççульсем…

(Юррăн малтанхи çаврине юрланç май, Чĕкеçĕн сасси хытăрах та хытăрах, уççăнрах та уççăнрах янăрать. Вăл, юрла-юрла, куçа курăнман хăнасене куркапа сăра ĕçтерсе çаврăнать.)

Хура вăрман хыçне, ай, ан кайăр –

Хура чĕкеç йăва çавăрать, тет.

Ют ял ачи хыççăн, ай, ан кайăр –

Ют ял ачи пуçа çавăрать, тет…

(Чĕкеç куçĕсенчен шăпăртатса куççуль тумлать. Вăл, сăра куркипе çаврăнса тухнă хыççăн, куракансене – ял-йыш вырăнне – çĕре çити пуç таять. Унтан пĕр хушă тÿрленсе хытса тăрать, шухăшлать, пуçĕнчи тухъине хывать. Ик аллипе питне хупласа тăрать. Самантран вăранать, вара пуçне сурпан çыхать. Сурпанпала пĕрле вăл темле сасартăках хăй те улшăнать – чĕмсĕр, анчах та çав вăхăтрах ырă, ăшă чун-чĕреллĕ, куçĕсем – çирĕп, анчах тату. Вăл ĕнтĕ – арăм. Тĕнчери ытти нумай-нумай арăмсем пекех, Чĕкеç те хăйĕн шăпине хурлăх витĕр, анчах та тÿррĕн те чыслăн пăхăнать, лашана хăмăт тăхăнтартнă чухне вăл ним турткалашмасăр пуçне пĕкнĕ евĕр. Хурлăхлăн.) Пиçсе çитсе юратса кураймарăм, качча кайрăм. Арăм пулса тăтăм. (Асилсе.) Арăм тенĕрен… Арăм пуличчен, пуçа сурпан çыхиччен… (Ăшшăн.) Эх, тĕнче!.. Сурпанне çыхасса çыхрăмăр та… (Куларах.) Калама та намăс та, виçĕ каç куç хупмасăр тĕрмешрĕ вĕт ман старик манран арăм тăвас тесе… (Асилсе, упăшкипе калаçнăн, лешĕ умра тăрать пек.) Астăватăн-и: “Эй, Чĕкеç, Чĕкеç, хурçăран шăратнă пуль сана унта, туршăн та,” – терĕн эсĕ, ĕшенсе вăйран кайса, мана хăв çумна хыттăн-хыттăн пăчăртаса. Эпĕ чĕнмерĕм, турткалашрăм, тапкалашрĕм кĕна. Тĕрĕсрех, турткалашнăн, тапкалашнăн хусканкаларăм, апăрша… Ара, малтанах турткалашмалла теççĕ те… Хирĕç калас сăмахăм вара… Калас сăмахăм та çукчĕ-ши ĕнтĕ ăшра?.. Е, тен, ытла нумайччĕ-ши вĕсем, ниме юрăхсăр тесе шутланă сăмахсем?.. Пĕр кала пуçласан, каласа та пĕтереймĕп терĕм-ши?.. Чĕмсĕррĕн, сывлама хăранăн тĕршĕнтĕм сан çумна… Упăшкам вĕт… Çу-ук, каласа пĕтереймĕп тени те мар-ха, аслă та илемлĕ япаласем пирки аслă та илемлĕ сăмахсемпе калаçмалла тесе шутлаттăм… Пĕлмен эпĕ вăл вăхăтра чи аслă сăмахсем – чи тÿрĕ сăмахсем, чи илемлĕ сăмахсем – чи ансат сăмахсем пулнине… Вунсаккăрти мĕнле хĕрĕн тÿпери çăлтăрсен чĕлхипелен калаçас килмест, ара?.. Вунсаккăрти епле хĕр хăраса та савăнса кĕтмест-ши пĕрремĕш савăшу каçне?.. (Шухăшлăн. Пуçне хушпу тăхăнать.) Эй тата, савăшу-аташу качки… Тарама-ха унăн мыскари… Пурнăç вĕт вăл савăшуран пуçланать те кайран пачах та урăх япаласенче тăсăлать. Хура-шурĕ унăн каярах килет, кÿршĕри вăрă евĕр, туслăн, кăмăллăн кулкаласа, ăшра вара сан телейÿнтен тата хăть мĕскер те пулин пĕçертсе тарас тесе… Упăшкам ман лайăх çынччĕ. Ырăскерччĕ, ĕç тĕлне пĕлекенскерччĕ. Ара, кăштах усалĕ пулнă пулсассăн та, усал темешкĕн епле чĕлхем çаврăнтăр – упăшка вĕт вăл, упăшка! Пĕр çитменлĕхĕ пурччĕ те çав ĕнтĕ, анчах та те çитменлĕхех вăл, тен, çитменлĕх те мар-тăр, ырă енĕсенчен пĕри-тĕр? Амăшне итлекенскерччĕ, нихăçан та амăш сăмахĕнчен иртместчĕ. Амăшĕ… Амăшĕ вара çирĕп карчăкчĕ!.. Хăй йăлт типсе хытса ларнăскер, анчах та ăшĕнче вут-çулăм çунать, пăрлă шыв шарласа юхать! Сăмахĕ те хăй пекех çирĕпскерччĕ вара. Чĕмсĕр çÿрет-çÿрет те, пĕр кун, ик кун, виç кун çÿрет, унтан мĕнле касса татать пĕрре – хăть çĕр тĕпне анса кай çавăнтах! Ара, хам та-ши ĕнтĕ алăкăн-тĕпелĕн кускаласа çÿрекен пĕчĕкçеççĕ кинĕ пулаймарăм пулĕ, ман хамăн та кăштах хуçа пулса курас килчĕ-ши? Сăмаха урлă-пирлĕ вылятассах çитмен те, анчах хуняма çăвара шыв сыпнăн çÿренисем те пулман мар малтанласа. Тепĕр тесен, йăпăлтатса-юраса çÿрекен кинсене савакан йышши карчăк марччĕ ман хуняма. Енчен те чăнласах хисеплесе, юратса калаçатăн пулсассăн, тархасшăн, вăл та хисеплесе хурав паратчĕ. Анчах та юри, пустуйланса чакăлтатса, ĕçлĕ пулса çÿренине чăтма пултараймастчĕ вăл. Çук-çук, хунямана та япăх тесе каламашкăн ниепле те чĕлхем çаврăнас çук. Лайăх карчăкчĕ, чăтăмлăскер, çирĕпскер. Ыратсан ыратнине каламастчĕ, вилсе выртсан вилсе выртрăм тесе сăмах хушас çукскерчĕ. Ĕçченскер, лаша пек ывăнма пĕлменскер. Шав малалла пăхаканскер, ыранхи кун пирки шутлаканскер. Алри çăкăр чĕллине, каçхи апат валли юлтăр тесе, тăраннă-тăранман сĕтел çинчен пуçтарса илетчĕ хушăран, тăраннă çийĕнчен пули-пулми кÿпсе ларнисене юратмастчĕ. Е, тен, мана çапла туйăнатчĕ-ши? Анчах каçхи апата нихçан та çăкăрсăр, тăварсăр ларман вара. (Куларах.) Ара, тамаша, ватăлнăçемĕн хам та чăн-чăн хуняма пулса пыра пуçларăм вĕт! Ячĕ те вĕт Чĕкеçчĕ унăн та. Мана “Пĕчĕк Хура Чĕкеç кин” тесе чĕне пуçларĕç качча пырсан, хунямана “Мăн Хура Чĕкеç” тетчĕç. Хутлă-хутлă, калама та кансĕр пекчĕ ятăмăрсем, анчах нихăçан та никамăн та, хунямана е мана ятран чĕннĕ чух, чĕлхи çыхланнине астумастăп, шыв юхнă пек шăнкăртаттарса калатчĕç ятăмăрсене пурте. Пĕр килте икĕ Хура Чĕкеç пулса тăтăмăр çапла. (Шухăшлăн.) Хунямана хурласа, хама хурлас-и ĕнтĕ манăн халь? Ахальтен каламан-тăр ваттисем: “Хунямăш тăпри çине кинĕ пусать,” – тесе. Пусрăм çав, пусрăм, хам та сиссе юлаймарăм мĕнле ярса пуснине! (Асилсе.) Эй тата, пĕр асилме тытăнсан, йăлт куç умне йăтăнса килет, пурăнса ирттернĕ пурнăç пачах та иртсе кайнăн туйăнмасть вара, йăлтах малашлăх çутинче курăнма тытăнать. (Çамрăкланса.) Кĕç-вĕç çеçкене ларассăн, шурăмпуç çуталса килессĕн… Кайăксем юрласа ярассăн… (Тарăннăн.) Кайăксем… Вĕçеннисем… Вĕçейменнисем… Хĕвел тухать, кун пуçланать… Янкăр тÿпере юрă янăрать… (Хурлăхлăн.) Анчах та санăн юрру мар ку… Санăн юррун сасси урăхла…. Чĕкеç юрри сăпай та вăтанчăк. Чуну хурлăхпа тулса килсен, кÿтсе çитсен чăтмалла мар, никама пĕр сăмах хушса калама çук чух хуллен-хуллен, шăппăн-шăппăн ĕнерле пуçлатăн та вара ăшунта, чунун чи вăрттăн кĕтесĕнче, кăшкăрса-кăшкăрса, анчах никам илтмелле мар – хурлăху та сĕврĕлсе çухалать таçта. Манатăн самантлăха пурнăç йывăрне. (Çутă улшăнать. Чĕкеç çийĕнчи прожектор сÿнет. Тепĕр тĕлти çуталиччен, Чĕкеç тĕттĕмлĕхре пĕр çавра юрă, авалхи халăх юрри юрлать. Хальхинче те тĕттĕмлĕхре Чĕкеçĕн кĕпи куракана вĕçен кайăкăн сĕмĕ пулса йăлтăртатса çуталса курăнать. Юрă çаври вĕçленнĕ тĕлелле çутă çутăлать, хальхинче тата урăх кĕтесре. Чĕкеç, монолог тăсăмне тĕттĕмре пуçласа, шухăшлăн, кулянса, çутта тухать.) Качча кайни нумай та пулмарĕ, вăрçă тухрĕ. Ытти арсемпеле пĕрле, ман упăшкана та çара илсе кайрĕç. Килтен тухса утиччен, пĕчĕк ывăлăмăра алă çине илчĕ те кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ — вара темччен тăчĕ çапла пĕр хускалми. Макăрса ярас мар тесе, чунне хытарать хăй, кулкаласа, шÿтлесе калаçма тăрăшать. “Сана валли упа тытса килес-и вăрçăран, пысăк хăмăр упа, е аçтаха тытса килес-и, çунат вырăнне вут çулăмĕпеле сулкалашса вĕçекеннине?” – тет ывăлăмăра. “Çулăм çунатлине мар, упа тытса кил, атте, – тет ывăлăмăр чăнласа. – Анчах та пысăк упине мар, çурине тыт, вара эпир унпа пытанмалла выльăпăр”. Чăтаймарĕ упăшкам, шывланчĕç-шывланчĕçех куçĕсем. Мана кăштах та пулин те ыталамарĕ килтен тухса утнă чух, куçран пăхса илчĕ кăна çапла чĕмсĕррĕн, эпĕ те чĕмсĕррĕн, пĕр сăмах каламасăр, хирĕç пăхрăм – куçсен çав чĕмсĕр уйрăлăвĕнче пĕр-пĕрне мĕн калас тенине йăлтах, йăлтах каларăмăр…

Эй турăсем!.. Апла пулсан, калăрсамччĕ тархасшăн! мĕнле каçарăнми çылăхăмăр пур пирĕн халăхăн, мĕншĕн пĕтересшĕн эсир пире?!.

Ыталашу та, юрату та, шанăç та, хурлăх та – йăлтах, йăлтах пулчĕ çав чĕмсĕрлĕхре… Умĕнхи каç иксĕмĕр те чăлкăм куç хупмарăмăр… Хупаймарăмăр… Урамра шавлани, нумай саслăн калаçни, йĕни хытăрах та хытăрах илтĕнчĕ. Акă, пирĕн тĕле кĕпĕрленсе çитрĕç вăрçа тухса каян арсем. Çак йывăр самантра тĕреклĕх шыраса, пĕр-пĕрне хулпуççинчен ытамласа, чунри хурлăха пусарас тесе, хыттăн-хыттăн кăшкăрса юрласа, саркаланса утаççĕ арсем урам тăрăх. Ачи-пăчи, ашшĕ-амăшĕ, арăмĕсем хыçран лашисене çавăтса пыраççĕ. Пирĕн тĕле çитсен: “Эй, йĕкĕт, çитет сана маткуна чăмăртаса, хĕç аврине чăмăртамашкăн вăхăт çитрĕ! Атя, тух, кайрăмăр!..” – тесе кăшкăрчĕç арсем. Хуняма пÿрт хыçĕнчен çапăçу хирне тухса каяс хура лашамăра çавăтса килчĕ. Упăшкам аллинчи ывăла мана парасшăн пулчĕ, анчах та ывăлăмăр, ашшĕне мăйĕнчен ыталаса илнĕскер, аллисене вĕçертесшĕн пулмасăр, ăна тата çирĕпреххĕн, хытăраххăн, мĕнпур вăйран ыталаса илчĕ. Вара çапла тухса утрăмăр килтен: хуняма – лаша çавăтса, эпĕ çенĕкрен малтанах хатĕрлесе хунă çутă хĕçе йăтса тухрăм, ывăлăмăр – ашшĕ çинче, ашшĕне ыталаса… Сисрĕ пулĕ, мăнтарăн пĕчĕк чун, ашшĕне текех нихăçан та курас çуккине!.. (Пауза. Куççуль.) Чылайччен утрăмăр çапла, пĕтĕм ял-йыш, пĕтĕм халăх пĕрле. Вăрман хĕрне çитсессĕн, чарăнса тăтăмăр. Ваттисем арсене пил пачĕç, тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕлеме, тăшмана çĕнтерсе тăван йăвана чĕрĕ-сывă таврăнмашкăн пехиллерĕç. Арсенчен чи асли пурин ячĕпелен ашшĕ-амăшĕсене, шăллĕ-йăмăкĕсене, ачи-пăчине, мăшăрĕсене тав сăмахĕ каларĕ, тăшмана çĕнтермешкĕн шантарса тупа турĕ, пурте пĕрле харăссăн: “Ант!.. Ант!.. Ант!..” – тесе кăшкăрчĕç. Вара учĕсем çине утланчĕç те, хĕçĕсене çĕклесе, ансăр çулпала вăрман ăшнелле кĕрсе çухалчĕç. Çапла ăсатса ячĕ хула хăйĕн арĕсене инçет, паллă мар, каялла таврăни-таврăнми çула. (Пауза хыççăн.) Арсем те юлмарĕç хулара, лашасем те. Килсем-çуртсем те, çынсем те, пуç урлă хура пĕркенчĕкпе витĕннĕн, чĕмсĕрлĕхĕн хура хурлă чаршавĕпе хупланчĕç. Малтанласа шанăçăмăр тапатчĕ чĕрере, чăтăм, вăй-хăват кÿретчĕ, анчах часах аслă Пÿлер хули тĕпĕ-йĕрĕпе, ним юлмиччен вутра çунса кайнă, тăшман эшкерĕсем Сăварпала Пăлхара çул тытнă текен хыпар çитрĕ. Пÿлер çунса кайни çинчен илтнĕ-илтмен манăн чун-чĕре темле тăруках лăштăр кайрĕ. Таçти тахăш сисĕмĕмпе сисрĕм эпĕ манăн мăшăрăм çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнине, Пÿлер вутĕнче çунса кĕл пулнине, текех ăна нихăçан та курассăм çуккине. (Пауза. Халсăррăн, шанăçсăррăн.) Эй аслă Вут Ама!.. Ма чармарăн сăвапсăр вутна?!. Ма çунтартăн пирĕн тĕп хуламăра?!. Е тĕрĕсех калаççĕ-ши пĕлевçĕсем тухăçран талпăнса килекен йышлă тăшмана турăсем юри, мĕнпур халăха çылăхĕсемшĕн асаплантармашкăн çуратса янă тесе?.. (Чĕркуçленсе, аллисемпе тÿпенелле кармашса.) Эй турăсем!.. Апла пулсан, калăрсамччĕ тархасшăн! мĕнле каçарăнми çылăхăмăр пур пирĕн халăхăн, мĕншĕн пĕтересшĕн эсир пире?!. Мĕн туса айăпа кĕчĕ кăмăллă, сăпай, ĕçчен халăх çĕрпе тÿпе умĕнче?!. (Çамкипеле çĕре перĕнет, чылайччен çапла хуçланса ларать. Шăплăх. Унтан майĕпен ура çине çĕкленет, пурнăç çулĕ çинче аташса кайнăн, сцена тăрăх тĕлли-паллисĕр уткаласа çÿрет. Унтан тăруках, пуçне ик аллипе хупласа, ытларах хăйпе хăй калаçнăн.) Çылăхлă пуль çав, çылăхлă пуль!.. Юратмасăр качча кайса, юратман çынран ача çуратни çылăх мар-и вара?.. Упăшка ытамĕнче, упăшкам çумне тĕршĕнсе выртнă чухне шухăшăмра сар ачапа айкашни çылăх мар-и тата?.. Элле мăшăру вилнине туйса илнĕ самантра çĕр чăтайми хурлăхпа хурланманни, пăтрашăна-пăтрашăна пуçу çинчи çÿçÿсене кăкламанни, лăштăрпала, вăйсăрлăхпала пĕрле темле ăнланмалла мар лăпкăлăхпа канăçлăх, пушăлăхпа ирĕклĕх туйăмĕ пусса килни те çылăх мар-им?!. (Пауза хыççăн, лăпкăнраххăн.) Çапла, кусем уйрăм пĕр çыннăн, уйрăм пĕр хĕрарăмăн, манăн, путсĕрскерĕн, вăрттăн çылăхăмсем пулччăр, анчах кам, кам çирĕплетсе калама пултарĕ ытти хĕрарăмсем урăхла, ыттисем тасарах, сăваплăрах, ыттисем, пуçĕсене унашкал шухăш пырса кĕрсессĕн те, вĕсене тÿрех хăвалама, вĕсенчен яланлăхах хăтăлма тăрăшаççĕ тесе?! Çу-ук, ун пек шухăшсем кăшт хăваланипех каяс çук, вĕсенчен хăтăлмашкăн ĕмĕр пурăнса ирттерес пулать, вара тин ăнланса илетĕн – мĕн вăл чăн, мĕн вăл суя этем пурнăçĕнче, халăх пурнăçĕнче. Çамрăк чух вĕт йăлтах – çамрăкла, шарт-парт, паянхи кунпа пурăнатăн. Каярахпа тин, нумай-нумай çултан, аллу-уруна та, чун-чĕрÿне те тумхахлă пурнăç çулĕ çинче самай шăйăрса пĕтернĕ хыççăн, вăранатăн та çапла пĕр ирхине уруна, яланхилле çăмăллăн, вăш-ваш сиксе тăрас тесе, çĕрелле тăсатăн, анчах та тăруках, кĕтмен-туман çĕртен уру сана итлеменнине, ниепле те тăсăлманнине, вилнĕ пек, хытса чулланса ларнине туйса илетĕн. Уруна, çемçете-çемçете, хуçлата-хуçлата, тăсатăн-тăсатăнах, ярса пусатăн-пусатăнах урайне, анчах та ĕнтĕ çак иртен тытăнса ватлăху йăпшăнса киле пуçланине яр-уççăн ăнланса илетĕн. Ватлăхпала пĕрле унăн уйрăлми çулташĕсем – ăс-хавалпала вилĕм таплаттарса килеççĕ аякран. (Çутă сÿнет. Хăйне хăй, тĕлĕнерех, тĕттĕмлĕхре.) Вилĕм умĕнче кăна тăна кĕрет-ши этем?.. (Пауза. Хальхинче, тĕттĕмлĕхри пĕр кĕтесре çутă çуталса пынă май, Чĕкеç куракана пуçне чиксе тăнă пĕр юпа пек курăнать. Тата хальхинче ун çинче шурă пир кĕпе мар, хуп-хура вăрăм пир кĕпе. Çав малтанхи кĕпех тейĕн, шурă вырăнне хура кăна тата кăштах хĕрарăм манахсен пĕркенчĕкне асилтерет. Чĕкеç хăйĕн монологне хура юпа пулса пуçлать те ерипен хĕрарăм сĕмне таврăнать.) Пĕрре çапла çĕр варринче урамра чуна çÿçентерсе кăшкăрнипеле вăранса кайрăмăр. Пÿртрен чупса тухма та ĕлкĕреймерĕмĕр – пирĕн картишне ик-виçĕ юланут килсе те тăнă. Кукрашка хĕçĕсемпе хăртисене хатĕр тытнă – аяккалла пĕр утăм тусанах пуçа касма хатĕр. Куçĕсем хăйсенĕн хĕсĕкрех, хытса чулланса ларнă евĕр. Ăнланмалла мар чăрсăр чĕлхипелен темскер кăшкăрашаççĕ. Пире хунямапа иксĕмĕре, сăнă вĕçĕсемпе тĕрте-тĕрте, хула хĕрринчи уçланкăна хăваласа кайрĕç. Ывăлăма кăкăр çумне ыталаса тытрăм та, кăшкăрашнипеле вăраннăскер, каллех мăшăлтата-мăшăлтата çывăрса кайрĕ. Хулипелех уçланкăна хăваласа пуçтарнă иккен пурне те. Пĕр ар та çук: арсем инçете, Атăл леш енне, кайнăранпа пĕри те киле таврăнман. Тата, ахăртнех, – ахальтен мар сăйлать, касса ыратать чун – таврăнас та çук. Нихăçан та. Ватă-вĕтĕпеле уксах-чăлах, хĕрупраçпала инке-арăм кăна хулара. Пурте чĕмсĕр, шăп тăратпăр. Çĕр варринче темрен те тутлă ыйхăран тăратнă ача-пăча та хăранипеле, куçĕ-пуçĕсене чарса, хытса-шăпланчĕ. Пусăрăнчăк чăтмалла мар. Пĕр хуланăн, пĕр халăхăн мĕскĕн чунĕсем, пĕр-пĕрине чура куçĕпеле куçран пăхма намăсланса, куçсене айкинелле тартатпăр. Юланлă тăшмансем çаплах тем калаççĕ, калаççĕ, калаççĕ, анчах та хăлхара пачах та урăх сасă, урăх кĕвĕ янăрать – темле ăнланмалла мар хурлă та çĕкленÿллĕ, вутлă-çулăмлă, хĕлхемлĕ кĕвĕ. Тăвăл евĕр, сарăлса, кĕрлесе килет пек çав кĕвĕ таçтан инçетрен, аслă Атăл леш енчен, вутра çунса кĕлленнĕ сăваплă Пÿлер хулинчен. Ăна путарма хăтланса, хытăрах та хытăрах кăшкăрать, кĕрлет тăшман, çав аслă вут кĕвве путарасшăн тапăçланать, анчах та кĕвĕ аслăн, хăватлăн, никам çĕнтерес çукла янăрать! (Ывăнчăклăн, пауза хыççăн.) Ах анчах!.. Пирĕн хуламăра вут тĕртнĕ иккен тăшман!.. Хуламĕр çунать иккен çапла кĕрлесе, хăватланса, каç тĕттĕмлĕхне сирсе! Эй Вут-Ама!.. Йăлтах-им çунтарса ярас терĕн хăвăн халăхун çĕрне-шывне?!. Çитмерĕ-им сана Пÿлер, тĕпĕ-йĕррипех çĕрпе танлаштарса тухас терĕн-им асаплă Пăлхар çĕрне?!. Эй эсĕ, Вут-Аçа, ма чармастăн Амуна?!. Ма çунтарса ярас тетĕр пире?!. Тен, пире пĕтернĕ хыççăн пиртен лайăхрах, вăйлăрах, илемлĕрех халăх килсе чечеклентерĕ тетĕр-им ку çĕрсене?!. (Пауза.) Хуламăр ялтлатса, шартлатса çунать – пăхмашкăн вăй çитейрес çук! Хăпартланса, урса кайнă тăшман, кăшкăра-кăшкăра, юна-юна, икĕ ушкăна уйăрма тытăнчĕ пире. Пĕр енче – ватă-вĕтĕ, уксах-чăлах, вĕт-шакăр. Тепĕр енче – хĕрсемпеле арăмсем: тин çеç çеçкене ларма пикеннĕ хĕр пĕрчисенчен пуçласа тĕсне çухатма ĕлкĕреймен инке-арăм таранчченех. Хĕрарăмсем, çухраша-çухраша, ачисене хăйсенчен уйăрасшăн мар тапăçланаççĕ, темиçешер-темиçешерĕн хăйсен çумне пăчăртаççĕ. Тăшмансем ачасене шелсĕррĕн турта-турта илеççĕ, уксах-чăлахсемпе ватăсен еннелле тĕрте-тĕрте яраççĕ. Ачасем, хытса ларнă куçĕсемпеле амăшĕсене тилмĕрсе, йăлăнса пăхаççĕ, анчах та, амăшĕсем вĕсене текех нимĕнле те пулăшаяс çуккине ăнланса, пĕтĕм вăйран асламăшĕсемпе аслашшĕсен халсăр аллисенчен çавтăнаççĕ, хÿтлĕх шыраççĕ. Кусем – хăйсем тĕллĕн утакан, чупакан, алăран çавтăнма пултаракан шăпăрлансем. Унтан сасартăках, кĕтмен çĕртен, тăшман уксах-чăлаха, ватта-вĕтте каялла хуланалла, вут ăшнелле хăвалама пуçларĕ! Çынсем, хĕвĕше-хĕвĕше, пĕр-пĕринчен такăна-такăна, айккинелле чăл-пар саланма хăтланчĕç, анчах та ăçта çити, нумай-и тарса ÿкĕ ватă-вĕтĕпеле алăсăр-урасăр уксах-чăлах? Вĕсене, хĕç вĕçĕсемпе тĕке-тĕке, урасемпе тапа-тапа, лашисемпе таптаттара-таптаттара, ялкăшса çунакан тăван хуланалла хăвалаççĕ!.. Темиçе шурсухал тăшмана хирĕç алă çĕклеме тăчĕç кăна, вĕсене çийĕнчех тăшман хĕçĕ касса-чиксе пăрахрĕ. Манăн хуняма та, пĕвне-сийне хытарса, хурăн вулли пек тÿрĕ тытса, çынсем хушшинче хуланалла утрĕ. Хăй пуçне каялла пăрнă, куçĕ – ман çинче, тĕрĕсрех, кăкăрăм çумне ыталаса тытнă ывăлăм çинче, пĕчĕкçĕ мăнукĕ çинче хуняман куçĕсем. Вăраххăн утать, васкамасăр, ярăнса та пек кăштах темле, çын пек те мар, темле ăнланмалла мар çурма-çын, çурма-чĕрчун, çурма-кайăк тейĕн. Кун пеккине эпĕ ăна çак тарана çитсе нихăçан та курман – темле тарăхсан та, темле хаярлăхпа тулсан та, хуняма çын сăнне çухатни пулман. Халĕ вара, акă, çынсем хушшинче, çынсемпеле пĕрле утать вăл, анчах та – сисетĕп, туятăп – ахаль мар утать вăл, темскер тĕллевлесе, шухăшласа хунă. Пĕрисем ватта-вĕтте хуланалла хăваланă хушăра теприсем пĕчĕк ачасене, кăкăр пепкисене амăшĕсен аллисенчен турта-турта илме тытăнчĕç, туртса илеççĕ те утсен айккисене çакса янă кунтăксене икшерĕн-виçшерĕн тултараççĕ. Акă, юланутçăсенчен пĕри ман пата çывхарчĕ те, юланучĕ çинчен анмасăрах, кăнттаммăн алăри пĕчĕкçĕ ывăлăма туртса илме хăтланчĕ. Эпĕ, ачама çума хытăрах пăчăртаса, çурăмпала çаврăнса тăтăм. Тăшман мана çÿçрен ярса илчĕ те хыттăн хăй еннелле туртрĕ. Пуç тирĕ витĕр пĕтĕм çан-çурăм тирсе ыратса кайрĕ. Эпĕ пĕтĕм вăйран малалла туртăнтăм та сасартăках çĕрелле ывтăнса кайрăм. Ачана ыраттарас мар тесе, эпĕ айккинелле çаврăнса ÿкесшĕн пултăм, анчах та темле майсăррăн лапах çурăм çине персе антăм, ачана алăран вĕçертмерĕм; çурăмра темскер, хыттăн-хыттăн ыраттарса, тирсе-пĕçерсе кайрĕ… Малаллине çакна çеç астăватăп: вăйсăррăн, тĕлĕкри пек, пуçа çĕклеме хăтланатăп – çук, çĕкленесшĕн мар хура пуçăм… Кăшкăрма хăтланатăп – çук, кăшкăрасшăн мар юнпа хытса-типсе ларнă çăвар… Тавралăха итлеме хăтланатăп – çук, илтмеççĕ хăлхамсем нимĕскер те: илтесшĕн мар вĕсем хула халăхĕн чарăнми, татти-сыпписĕр, чуна çурса яракан йынăшĕвĕпе макăрăвне… Куçăмсем кăна – хаярлăхпа, чĕмсĕрлĕхпе, курайманлăхпа, юратупа, шанăçсăрлăхпа, шанăçпа тулса сарăлнă хура куçсем! – йăлтах, йăлтах – куçа курăнманнине те! – кураççĕ, çăл куçĕ евĕр, çĕрлехи аякри сивĕ çăлтăр евĕр, тÿпе сенкерлĕхĕ евĕр, йăлтах курса, йăлтах астуса юлма тăрăшаççĕ – малашлăх валли, пулас кунсем валли астуса юлса, кайран тахçан килес ăрăвăмăрсене халăхăмăрăн телейсĕр кунĕсем, хура элчелĕ çинчен каласа парас тесе… Акă, учĕ çинчен персе аннă хура тăшман ура çине çĕкленет те ман паталла пĕр утăм ярса пусать, унтан – тепĕр утăм… Акă, вăл ман паталла пĕшкĕнет… Манăн шелсĕр, туйăмсăр, çурма вилĕ куçăмсем сăнă евĕр ун куçĕсене тăрăнаççĕ… Акă, аллисене тăсать – ман кăкăр çинчи ывăлăма туртса илесшĕн… Арсăр хăварнăскерне, халĕ тата ывăлсăр хăварасшăн мана тăшман… Акă, пирĕн хушăра тытăçу пуçланать… Акă, çÿлтен пирĕн çинелле сарлака хура çунатлă темле кайăк вĕçсе килет… Кайăкăн сăмси вырăнĕнче – çап-çутă çивчĕ хĕç… Кайăк çап-çутă çивчĕ хĕçĕпе пĕрех сулласа ярать те – ман умри тăшманăн çаврака пуçĕ çарăк евĕр çĕре персе анать, пуçсăр кÿлепи, ман вар-хырăм çине лаплаттарса пусăрăнса ÿкет… Тăшман юнĕ, çурхи шыв евĕр, ман пĕçĕ хушшипе юхса анать…. Уйăх хушши килнĕ пек, ăшă та йăлмакаллă пулса каять мана… Кайăк ман паталла пĕшкĕнет, мана çамкаран ачашласа илет хăйĕн сарлака çуначĕсемпе, вара эпĕ тăруках кусем çунатсем мар, кăтрашкаллă, ватă çын аллисем пулнине туйса илетĕп… Тем калать мана хунямам, тем пăшăлтатать, те лăплантарать мана, те ÿкĕтлет, те пехиллет – нимĕскер те ăнланаймастăп, туятăп кăна – текех мана хăрушă мар, нимĕн те хăрушă мар, текех эпĕ пĕчĕк ывăлăмшăн та кулянмастăп, ăна эпĕ хуняман шанчăклă аллине шанса паратăп, хуняма ăна хăйĕн çуначĕсем çинче инçете-инçете, тăшман çук çĕре, тăшман нихăçан та çитес çук çĕре илсе кайĕ!.. Унта ман ывăлăм ÿсĕ, пысăкланĕ, хурлăха çĕнтерсе, вылĕ, кулĕ, савăнĕ, юратĕ!.. Эй Çÿлти Турă, телей пÿрсемччĕ ывăлăма, ашшĕпе амăшне курма тÿр килнĕ хурлăхран хăтарсамччĕ ăна!.. (Çĕре кукленсе, чĕркуçленсе, питне аллисемпе хуплать, савăнса – ывăлне çăлăнăç килессе сиссе – макăрать.) Акă, чăнах та, хуняма ывăлăма ман кăкăр çинчен илет – васкамасăр, хуллен, çупăрласа; унтан куштăрканă хыткан çуначĕсемпе пĕрре сулса илет, тепре, вара майĕпен-майĕпен çĕр çийĕн, аяллă-аяллă, вутра çунан тăван хуламăралла вĕçсе каять… Тăшман кĕлеткине хырăм çинчен илсе пăрахас тесе, пĕтĕм вăйран кăштах та пулин çĕкленме хăтланатăп, кĕлеткене тĕртетĕп, анчах та йывăр кĕлетке пĕр шит те хускалмасть. Тата тепĕр хут çĕкленме талпăнатăп, тĕкетĕп, тĕкетĕп пуçсăр, татăк кĕлеткене, пĕтĕм вăйран, юлашки вăйран – çук, çитеймест манăн вăйăм тăшмана сирсе пăрахма… Вара, ним тăвайман енне, куçа хупатăп… Куçа хупатăп та – юнлă, йăмăх-хĕрлĕ тÿпере кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе хура пăнчăсем, хура кайăксем, ывăлăмăрсемпе хунямăрсем инçете-инçете çунат вырăнне аллисемпе сулкалашса вĕçсе кайнине куратăп… Вара сасартăках илтме тытăнатăп… Куçа шартса, темскер ялтлатса-çиçсе илет те çичĕ тÿпе тăрринчи Аслати тавралăха кĕмсĕртеттерсе янраса каять… Унччен те пулмасть, çÿлтен, алтăртан тăкнăн, шалкăм çумăр çăва пуçлать… Тепĕртакран вутри хуламăр темле чашкăрса тĕтĕмлене пуçлать, тавралăха йÿçĕ тĕтĕм хупăрласа илет… (Пауза. Шăплăх. Тен, шалкăм çумăр сасси пĕр хушă. Тĕттĕмлĕх. Прожектор сÿнет. Тепĕртакран çутă тепĕр кĕтесре çуталать, ку – урăх çутă. Паçăрхи сценăранпа самай вăхăт иртнĕ: тен, çич-сакăр çул, тен, вуннă-вунпиллĕк, тен, çирĕм те-и иртме пултарнă. Чĕкеç пусăрăннă, анчах çаплах хитрелĕхне çухатман-ха. Кантăк умне пырса тăрать. Тулалла пăхать, сăмахлать.) Нумай вăхăт иртрĕ унтанпа, анчах çав каç, е, тĕрĕсрех, çав çумăрлă ир мĕн пулса-иртнине эпĕ халĕ те тĕппи-йĕррипе ăнкараймастăп. (Асилме хăтланса.) Ахăртнех, эпĕ шалкăм çумăр айĕнче çавăнтах, çĕр çинчех выртса юлнă-тăр. Шалкăм çумăр сиввине те, хуламăрăн йÿçĕ тĕтĕмне те – нимĕскер те, нимĕскер те астумастăп. Вилнĕ тесе шутланă-ши мана, юнлă ар айĕнче выртаканскерне – пĕлместĕп. (Шухăшлăн.) Е, тен, мана вĕсем ытти хĕрарăмсемпе хăйсемпе пĕрле таçта инçете илсе кайнă? Анчах ăçта?.. Мĕн тума?.. Мĕне кирлĕ тăшман арĕсене парăнтарнă халăх хĕрарăмĕсем? (Асилеймесĕр.) Ахăртнех, эпĕ чылайлăхах тăн çухатнă-тăр ун чухне. (Пауза хыççăн, асилсе, йывăррăн, сÿрĕккĕн.) Темиçе çу иртнĕ, темиçе хĕл – эпĕ çаплах çăвар уçса калаçайман, çынсем мĕн каланине тăнкарайман. Мана пурте чĕлхесĕр тата ĕмĕрлĕхех ăсран тайăлнă тесе шутланă. Тепĕр тесен, çав темиçе çу тата темиçе хĕл кунĕсене эпĕ пачах та астумастăп. Тен, пулман та вĕсем, енчен те эпĕ вĕсене астумастăп пулсан? Эпĕ алăра пĕрехмай тăм пукане йăтса çÿренĕ иккен. Тата кашни кунах, хĕвелпеле пĕрле тăрса, хула варринчи масар çинчи чул юпасем патне çул тытнă та çав чĕмсĕр çиллес юпасене ачашласа тасатса çÿренĕ-мĕн. Ачашласа-тасатса çÿренисене астумастăп, анчах та – çине тăрса асилме хăтлансан – чул юпасен катăркас вулли евĕр темле йĕплĕ, тикĕс мар, касăк шăйрăкĕсем аса килнĕ пек тăруках. Çав яка мар шăйрăксем мана темскер каланă пек – çук, сăмахпа мар, сăмахсăр, вăрттăнăн, пытарăнчăккăн, хăйсен тикĕсмарлăхĕпе, темле ăспа ăнланмалла мар чуна çывăх та тарăн кăштăркалăлăхĕпе вĕсем мана атте-аннесен, асатте-асаннесен, тахçанхи авалхи-авалхи несĕлĕмĕрсен шăпине тата пиртен нумай-нумай çул каярах тĕнчене килес ăрăвăмăрсен пуласлăхне каланă пек. Çапла-çапла, астăватăп – акă, пĕррехинче эпĕ тăр-пĕччен чул юпасем хушшинче тĕлĕрсе лараттăм, тĕлĕкĕмре, яланхилле, йĕри-тавра вут çунатчĕ, çуртсем çунатчĕç, йывăçсем çунатчĕç, вăрман çунатчĕ, çĕр çунатчĕ, юханшывăн шывĕ те çунатчĕ, пĕлĕт çунатчĕ, сывлăш çунатчĕ… Анчах та унччен нихăçан та, нихăçан та, пĕтĕм тĕнче çунсассăн та… (Йывăррăн, халне çухатса.) тÿпери… тÿпери кайăксем çунмастчĕç!.. чĕкеçсем!.. хура чĕкеçсем çунмастчĕç!.. ывăлăма çунаттисем çинче илсе каян Хура Чĕкеç çунмастчĕ!.. çунакан тÿпе тăрăх ирĕклĕн те сыввăн вĕçетчĕ!.. (Пауза.) Элле… (Йывăррăн, асилме хăтланса, иртнĕлĕхе талпăнса.) элле…элле пурте вутра çунса кайнă?.. Пĕр эпĕ çеç юлнă?.. Эпĕ, тăр-пĕччен?.. Никамсăр?.. Ы-вă-лăм-сăр?!. (Вăйсăррăн пĕкĕрĕлсе-хутланса ларать. Шăплăх. Унтан тăруках хаяррăн, пĕтĕм тĕнчене хирĕç кĕрешме хатĕррĕн сиксе тăрать.) Çу-ук, суятăр, тĕлĕкĕмсем! Суятăр, шухăшăмсем! Хура Чĕкеç вутран вăйлăрах!.. Унăн çунаттисене нихăçан та вут илейрес çук!.. Чăн-чăн вут вăл пÿрт-çурт, вăрман-йывăç, çĕрпе пĕлĕт çунни мар. Чăн-чăн вут вăл ак кунта, ак çакăнта, ăшра çунать. Ытти вут вăл çунать те сÿнет, çунать те сÿнет, ак ку вара нихăçан та çунма пăрахас çук. Пĕр чĕререн тепĕр чĕрене сиксе хыпса илекенскер, халăхăн тĕксĕм çулне çутатса пырать вăл – куçа курăнми хăватлă хĕрÿ вут-çулăм. Çав çулăм халăхăмăра тĕппипех пĕтесрен çăлса, сыхласа, аталантарса пырать. Ăнланаймасть айван тăшман: халăха пĕтерес тесе, халăхăн йĕри-тавралли тĕнчине вутра çунтарса яма хăтланать. Халăха пĕтерес тесен, унăн тĕнчине çунтармалла мар, унăн ăшĕнче ялкăшса хĕмленекен вут-çулăма сÿнтермелле. Акă хăçан тĕп пулĕ халăх – ăшри вут сÿнсе ларсан, пурнăç хевти пĕтсе килсен. (Пауза.) Тÿпери кайăксем çунаттисем çинчен вут тăкса вĕçнине курсан, эпĕ темле тăруках çÿçенсе кайрăм, чарăнайми чĕтре пуçларăм. Манпа пĕрле масар çинчи пĕтĕм чул юпа сиксе чĕтре пуçларĕ. Йывăçсем-курăксем асар-писеррĕн силлене пуçларĕç. Тÿпе те, çĕр те манпа пĕрле чĕтрене ерчĕç. Вара тăруках манăн асăм янкăр уçăлса килчĕ – эпĕ иртнĕ шар кунĕсене йăлтах тин çеç куç умĕнче пулса иртнĕн асилсе кайрăм. Пăхрăм та йĕри-тавралла – пахча, пахчара – йывăçсем, курăксем, чечексем, вĕсен хушшинче – юпасем, юпасем çинче – касса-чутласа çырнă сăмахсем. Вулама хăтлантăм, анчах та вулаймарăм – эпир хĕр чух тĕрлесе çырнă йышши сăмахсем мар-мĕн кусем, урăхла, кукрашкаллă çавăрса, эрешлесе çырнă. Каярахпа пĕлтĕм вара – ку çĕнĕ çырулăх иккен. Тăна кĕнĕ самантра, юпасем çинче мĕн çырнине ăнланма хăтланнă май, йĕри-тавра тĕлĕнмелле шăплăх шăраннине асăрхарăм: ниçта пĕр сас-чÿ те çук. Анраса каймалла шăплăх. Унччен яланах вĕçĕмсĕр шав, анлă кĕрлев янăратчĕ пуçра. Мана хĕрхÿ асаилÿсенчен хупланă пулĕ ĕнтĕ çав шав. Халĕ вара эпĕ тăруках асаилĕвĕмпе куçа-куçăн юлтăм. Çав асра юлнă юлашки самантран – хуняма, хура чĕкеç пулса, ывăлăма çунаттисем çинче йăтса вĕçсе кайнă хыççăн – малалла мĕн пулнине асилме хăтлантăм. (Аран-аран, йывăррăн асилсе.) Мĕн чухлĕ выртнă-ши эпĕ çапла куçа хупса – пĕлместĕп. Икĕ-виçĕ сехет-ши?.. Е, тен, пĕр кун?.. Е пĕр эрне?.. Тен, пĕртен-пĕр пĕчĕкçĕ самант кăна?.. Пĕлместĕп. Кăштах тăна кĕнĕ пек эпĕ. Сасăсем илтĕнеççĕ. Çын сассисем. Палласа илес тесе, тимлесе итлеме тăрăшатăп. Çук, палламастăп. Палланă сасăсем мар. Анчах та – хамăрăн сасăсем, мĕншĕн тесессĕн хамăрăн чĕлхепе калаçаççĕ. Мĕн калаçнине ăнкарма хăтланатăп. Çук, ăнкараймастăп, ăнланса илмешкĕн вăй çитеймест. Сасартăках сасăсем мана асăрхамасăр аякран иртсе каяççĕ тесе пăлханма тытăнатăп. Хама асăрхаттарас тесе, сăмах хушас тесе, çăвар уçма хăтланатăп, тем калатăп, кăшкăратăп: ”Ан кайăр, ан кайăр, мана пăрахса ан хăварăр!” – тетĕп, анчах çăвар уçăласшăн мар, чĕнейместĕп. Вара, пĕтĕм вăя пухса, куçа уçма хăтланатăп. Куçсем сасартăках уçăлнăн туйăнса каяççĕ, çутă сенкер тÿпе çуталса каять тăруках куçра, анчах та пĕлетĕп – уçăлмарĕç куçăмсем, тÿпе сенкерлĕхĕ туйăнчĕ кăна. Пуçа пăрма хăтланатăп. Çук, пăрăнмасть, хытса чулланса ларнă. Çĕкленме хăтланатăп, çĕкленейместĕп, çĕр çумне çыпăçса ларнă. Сасартăк хырăм çинчи йывăрлăха туйса илетĕп, чăтма çук йывăр. Апла, тăшман арĕ çаплах ман çинче выртать?.. Алăсене хырăм патнелле тăсма хăтланатăп, алăсем, çывăрса хытса ларнăскерсем, туртса ыратса каяççĕ, шалтан тем тирнĕн. Тăсатăп-тăсатăп алăсене, анчах та тăшман арне тупаймастăп хырăм çинче. Вара урасене хускатма хăтланатăп. Пĕтĕм кĕлетке сăрăлтатса ыратса каять. Тата, тата кăштах… Акă, тинех, тинех хускалчĕ хăрах урам. Халĕ акă теприне, теприне хускататăп-ах… Урасем хускалчĕç. Халĕ вĕсем çине тăрас пулать. Хырăм çинче йывăр, чăтмалла мар йывăр. Тата тепре хыпашлатăп аллăмсемпе. Çук нимĕскер те, никам та. Ма йывăр-ха апла пулсан, никам та çук пулсан?.. Чăтаймастăп, куç хупăнать. Сассем çывăх-çывăх, куçсене калла уçма хăтланатăп, уçăлмаççĕ. Акă, сасăсем ман патах çывхарчĕç, ахăртнех, мана сăнаса пăхаççĕ-тĕр, эпĕ вара сасартăках çурăм айĕнчи йĕпене туйса илетĕп. Шалкăм çумăр нÿрри-ши ку е тар тапса килет çапла?.. Сасăсенчен пĕри ман хырăма, хырăмран аяларах перĕнет – мана темле сивĕ пулса каять. Кĕпесĕр-им, çарамас-им эпĕ элле?.. Сивĕ алă, хăрах айккинчен йăтса, мана тепĕр аяк çинелле çавăрма хăтланать – эпĕ каялла çурăм çине çаврăнса ÿкетĕп. Суран таврашĕ курăнмасть, тет мана çавăрса хума хăтланакан алă, хырăмĕ çинче те, çурăмĕ çинче те нимĕскер те çук пулас, тĕлĕнмелле. Мĕн тĕлĕнмелли, хуравлать ăна хирĕç тепĕр сасă, суранран кăна вилет тетĕн-им çын? Вара мана ал-ураран тытаççĕ те таçта йăтса каяççĕ. Ал-ура ыратать, кĕлеткем çĕр çинчи курăка сĕртĕнет. Кăштах кайсан, мана каллех çĕр çине хучĕç – типтерлĕн, çемçен, шеллесе. Вара каллех каялла çаврăнса утрĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, сасăсем татах илтĕнчĕç. Каллех тем йăтса килчĕç, манпа юнашарах, çуммăн хучĕç те пăрăнса утрĕç. Сăмсана кÿ-ÿ!.. йывăр шăршă килсе çапрĕ, çĕре пуçланă виле шăрши. Тинех пуçа пырса çапрĕ манне – виле пуçтарса çÿреççĕ! Эппин, эпĕ те вилĕ?.. Мана та ытти вилесемпе пытарĕç, эппин? Анчах та эпĕ шухăшлатăп, туятăп – ăçтан-ха вилĕ пулам? Е, тен, ытти вилесем те çапла – туяççĕ, шухăшлаççĕ, кăштах çĕкленме, пуçа пăрма, куçа уçма тăрăшаççĕ? Ăçтан пĕлес-ха ытти вилесене, эпĕ нихăçан та вилсе курман? Вилсе курнă пулсассăн, пĕлнĕ пулăттăм, пĕлнĕ пулăттăм та пурне те пуçа çĕклеме, куçа уçма вĕрентнĕ пулăттăм! Акă, каллех йăтса килсе хучĕç. Унтан каллех. Татах, татах. Çук-çук, мĕнле те пулин уçасах пулать куçăма. Мĕнле ту пулин çĕклесех пулать пуçăма. Мĕнле те пулин пурăнмаллах. (Виле йăтса килекенсене.) Чимĕр-ха, чим!.. (Хăйне хăй.) Çук, илтмеççĕ. (Хăйне хăй хавхалантарса.) Хытăрах, хытăрах каламалла! (Хытăраххăн калама тăрăшса.) Чимĕр-ха, чим!.. (Кăштах хускалса илнĕ пек.) Эпĕ вил… (Каласа пĕтерме вăйĕ çитеймест. Тепĕр хут сывлăш çавăрса, çине тăрса.) …мен… (Пауза. Вăраххăн, ерипен, аран-аран, кăшт çеç илтмелле.) Вил-мен… (Тата тепĕр хут.) Эпĕ… вил-мен… (Шăплăх пĕр хушă.) Вара вĕсем мана илтрĕç. Ман пата кукленчĕç, юн тымарне тытса пăхрĕç. Аллине чылай хушă ман юн тымарри çинчен илмесĕр: ”Эпĕ нимĕн те туймастăп, тапманпа пĕрех,- терĕ ар .- Тен, илтĕнчĕ пире?” “Хам хăлхампа хам илтрĕм икĕ хутчен “эпĕ вилмен” тесе каланине, – терĕ юлташĕ. – Çак хĕрарăмăн сасси пулчĕ вăл. Каларăм эпĕ сана паçăрах, тĕлĕнмелле, пĕр суран та çук. Вăйран кайса, халне çухатса тĕлĕрсе выртнă вăл эпир çакăнта йăтса килсе хуричченех. Эпир хускатнипе тĕлĕрĕвĕнчен вăранчĕ-тĕр, ахăртнех, анчах çийĕнчех каллех вăйне çухатрĕ пулас. Чим, халĕ ăна мĕнле те пулин калаçтармалла.” Вара пуçне ман кăкăр çумне çывăх-çывăх тытрĕ, анчах ним те илтеймерĕ пулас, вара ман кĕпене кăкăр тĕлĕнче ик еннелле туртса çурчĕ те хăлхипе ман сулахай кăкăр çумне сĕртĕнчĕ. “Тапать, тапать!..” – кăшкăрса ячĕ вăл самантран, мана темшĕн ытла та хавассăн кăшкăрнăн туйăнса кайрĕ. Вара мана куçран, хупă куçăмран тинкерчĕ те – пĕлместĕп, мĕнле курайрăм, мĕнле туяйрăм эпĕ çакна, анчах та куртăм, анчах та туйрăм!.. – манпа калаçа пуçларĕ. ”Тепре каласамччĕ мана çав паçăрхи сăмахна, тепĕр хут, васкамасăр, ерипен, вăраххăн-вăраххăн. Эпĕ вилмен, тесе каласамччĕ мана, тархасшăн. Пĕлетĕп, йывăр халĕ сана, йывăр сăмах хушмашкăн. Эппин, хăть йынăшса илсемччĕ кăштах та пулин. Каласамччĕ пĕр сасă та пулин.” Калас тесе каллех пĕтĕм вăя пуçтарма хăтланатăп, акă, пуçтартăм, акă, хатĕр, акă, калатăп: а… а… а… а… Йынăшăттăм та йынăшăттăм çапла чарăнмасăр: а-а-а-а-а-а… (Пауза.) Кайран вара… (Каллех пауза. Йывăррăн, асилме хăтланса.) Кайранхине каллех астумастăп. Темле тăрăшсан та, нимĕскер те аса илейместĕп. Куç умĕнче пĕрмай – вут, вут, вут… Ăшра тĕлкĕшекен вут-çулăм курăннă-ши мана çапла пĕрехмай?.. (Татах темсер асилнĕн.) Çапла, вут. Анчах кайăксем çунмастчĕç, вĕсене витерейместчĕ вут. Арсем хамăрла, тăван чĕлхепе калаçатчĕç. Çирĕп те хăюллă, уçă та хурлăхлăччĕ вĕсен сассисем. (Асилме хăтланса.) Çапла, çапла, уçă кăкăрăм çумне сĕртĕнен ар мана аллисемпе ытамласа илчĕ те вилесем хушшинчен таçта урăх çĕре йăтса илсе кайрĕ… (Тăруках хăраса, асаилĕвĕнчен хăтăлма хăтланса.) Çитет, çитет… Таврăнма вăхăт. Тата тепре шăлса тухам та çак эрешлĕ чул юпасене… (Тĕттĕмлĕхе кĕрсе çухалать. Прожектор сÿнет, унтан урăх çĕрте çуталать. Чĕкеç эрешлĕ шурă кĕпепе, пуç урлă йăм-хура пĕркенчĕк. Салхуллăн, пĕчченнĕн.) Çапла вара çак инçет хулана йăтса килнĕ мана вăл. Ахаль çын пулман иккен вăл, пирĕн патша ывăлĕ пулнă. Çапăçăва кĕрес умĕн патша хăйĕн чи шанчăклă тусне чĕнсе илнĕ те ÿссе çитеймен ывăлне вăрттăнăн çĕршывăн кай енне илсе кайса пытарса усрама хушнă – тăшман аллине лекес-тăвас пулсассăн та никам та ан пĕлтĕр вăл патша ачи пулнине. Çунакан вăрман витĕр, çырма-çатра тăрăх утнă чух пырса тухнă та вĕсем пирĕн хула тĕлне. Хула вырăнне вĕсен куçĕ умне çунса кĕлленнĕ пушă вырăн тухса тăнă. Кĕлпе шăмă хутăшăвĕ, унта-кунта чул кермен ишĕлчĕкĕсем. Тата инçех те мар, вутра пĕтнĕ хула тулашĕнче, тăшман вĕлернĕ çын кĕлеткисем йăванса выртнă. Тĕлĕнмелле, анчах та вилесене пĕр тискер кайăк та тĕкĕнмен пулнă. Ахăртнех, хула çуна пуçласан, тискер кайăксем, çĕнĕ вырăн шыраса, ку тăрăхсене пăрахса кайнă. Вĕсем иккĕшĕ, ваттисен йăлипе, вилесене çĕр чавса пытарнă. Пурне те пĕрле, пĕр шăтăка. Урăх никама та, пĕр чĕрĕ чуна та тĕл пулман вĕсем пирĕн хула вырăнĕнче. Пĕтĕм хуларан пĕртен-пĕр эпĕ чĕрĕ юлнă. Çавăн чухне сăмах хушма, йынăшма вăй çитереймен пулсассăн, эпĕ те тахçанах пĕрлехи шăтăкра çĕрсе выртнă пулăттăм халĕ. (Пауза хыççăн.) Çапла вара, масар çинчи юпасем хушшинче туйăмсăррăн тĕлленсе ларнă май, эпĕ сасартăках темиçе çул хушши тĕлĕрсе çÿренĕ ыйхăмран вăранса кайрăм, чылай япалана асилтĕм. Вара, асăмпала пĕрле, сăмахсем те таврăнчĕ, эпĕ калаçа пуçларăм. Ы-вă-лăм! – пулчĕ манăн пĕрремĕш сăмахăм. Ăçта эсĕ, ывăлăм?!. Чылайччен çÿрерĕм вара çапла тĕлсĕррĕн юпасем хушшинче. Манăн ниçта та каяс килмерĕ. Каç пулчĕ, тĕттĕмленсе килчĕ. Эпĕ пĕр юпа çумне сĕвентĕм те чылайччен куç илмесĕр çĕрлехи тÿпене пăхса лартăм. Унăн вăрттăнлăхĕсенче эпĕ хамăн шăпама, иртнĕлĕхĕмпе пуласлăхăма вулама хăтлантăм. Анчах маларах асилнинчен ытла тÿпе мана нимĕн те пĕлтересшĕн пулмарĕ. (Пауза.) Манăн юпасем хушшинчен ниçта та каяс килмерĕ. Манăн та, çĕрлехи тÿпепе пĕрлешсе, пĕр чул юпа пулса хытса тăрас килчĕ çакăнта, ĕмĕрхи лаштра йывăçсем айĕнче. Антив, тĕпĕ-йĕррипе ан пултăр, анчах та тăруках чылай япалана асилнĕскер, халĕ эпĕ хама вилнĕ хыççăн тепĕр темиçе çултан сасартăках çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнăн туйрăм. Леш тĕнчепе ку тĕнче хушшинче тăраканскер, эпĕ ниепле те мана ытларах ăçта туртнине, ытларах хăш тĕнчере юлас килнине татса параймастăп пек. Астуман чухне пĕр хурлăхчĕ, халĕ, астăва пуçласан, шухăшла пуçласан, шухăшăмран пуçăм çаврăна пуçларĕ, пĕр хурлăх вырăнне çĕр хурлăх пусса килчĕ. Астуман чухне шав вут-çулăм витĕр хура чĕкеç ывăлăма çунаттисем çинче аякка-аякка илсе кайнине тĕлленеттĕм, малалли пирки шутламасттăм, халĕ вара ман ума тăруках ыйту хыççăн ыйту хĕвĕшсе киле пуçларĕ. Ăçталла выртайнă-ши хура чĕкеçĕн çулĕ? Вĕçсе çитейнĕ-ши çитес тенĕ çĕре? Ывăлăма тĕрĕс-тĕкел илсе çитерейнĕ-ши шанчăклă вырăна? Тата шанчăклах-ши пулнă çав шанчăклă тенĕ вырăнĕ? Кайран, кайран мĕн пулнă вĕсене? (Пауза.) Вăхăт иртрĕ, эпĕ вара çаплах, масартан тухса, кил еннелле ура ярса пусаймарăм. Темскер тухатларĕ мана çавăнта, темскер тыткăнларĕ. Манăн тати-сыпписĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр калаçас килчĕ – никамсăр, хампа хам. Ирхи çутă киличчен лартăм çапла юпа çумĕнче хампа хам сăмахласа. Тен, сăмахласа тени тĕрĕсех те мар-и, мĕншĕн тесессĕн эпĕ çыпăçуллă сăмах çаврăнăшĕсем калас вырăнне уйрăм сăмахсем çеç калама пултартăм, малтанласа вĕсене ниепле те пĕр-пĕрин çумне сыпăнтараймарăм. Йăлтах, йăлтах куратăп, илтетĕп, ăнланатăп, мĕн калас килнине те йăлтах пĕлетĕп – анчах çавăрса калаймастăп. Çапла çĕнĕрен калаçма вĕрентĕм çав каç. Ир енне, шурăмпуç пайăркисемпеле пĕрле, сасартăках аякран шупăр евĕр шурă вăрăм тумлă пĕр çын утса килнине асăрхарăм. Васкамасăр, кашни юпа умĕнче чарăна-чарăна, хăйпе хăй калаçа-калаçа, суллана-суллана утать. Тарăн шухăша путнăскер, йĕри-тавралла пач пăхмасăр, ним асăрхамасăр, пĕр юпа патĕнчен тепĕр юпа патне куçса пырать. Акă, ман паталла çывхарчĕ. Эпĕ сĕвенсе ларнă юпа умне пырса тăчĕ. Чылайччен чĕмсĕррĕн пăхса тăчĕ çапла. Анчах шав юпа çине пăхать, мана асăрхамасть те тейĕн, куç хÿрипе те пулин пăхмасть ман çине. Мăкăртата-мăкăртата, кăшт çеç илтмелле, темле халиччен илтмен ăнланмалла мар сăмахсем калать, эпĕ вĕсене пĕрне те ăнланаймастăп, анчах ăнкаратăп, сисетĕп – кусем ахаль сăмахсем мар, кĕлĕ сăмахĕсем пулнине… Вара эпĕ тăруках, хам та сисмесĕр, çапла тума юраманнине пĕлсех, халиччен пĕксе ларнă пуçăма çĕклетĕп, питĕм çинчи чаршавăма сирсе, кĕлĕ сăмахĕсем калаканăн куçĕсенчен тинкеретĕп. Эй тĕнче!.. Ман умра сар ача тăра парать! Тахçан хĕр чух юратнă сар ача… Ватăлнă, чылай улшăннă пулин та, эпĕ ăна тÿрех палласа илтĕм. Пирвайхи самантра, мĕншĕнне хам та ăнланаймасăр, темле намăсланса, вăтанса кайрăм, çĕр тĕпне анса каяссăм килчĕ манăн… Ах, пăхминччĕ ман çине, палласа илейминччĕ мана!.. Каласа пĕтеринччĕ те часрах хăйĕн кĕллине пăрăнса утинччĕ!.. Анчах та, çу-ук, пăрăнса утмарĕ… Те эпĕ пăхнине сиссе, сасартăках куçĕсене юпа тăрринчен ман çине куçарчĕ те мана куçран тинкерчĕ. Унăн куçĕсенчен тарасшăн пулса, пуçа васкаварлăн çĕрелле пĕкрĕм, пит çинчи чаршавăма хупларăм. Вăл ман ума чĕркуçленсе тăчĕ те, мана ик хулпуççинчен тытса, шăппăн, кăшт çеç илтмелле: «Эсĕ ку, Чĕкеç!.. Эсĕ, Чĕкеç!..» – терĕ. Эпĕ, ним чĕнмесĕр, хирĕç пăхрăм. Унăн куçĕсем куççульпеле тулнăччĕ… Сăмахсем каллех таçта кайса çухалчĕç… Часах хĕвел туха пуçларĕ, йăмăх-хĕрлĕ хĕвел… Унăн çутинче сарă ачан кĕмĕлленнĕ сарă çÿç пайăркисем темле ытла та хĕрлĕн, юнпа пĕвеннĕн йăлтăртатнине асăрхатăп. Çÿçĕ çинчи юна шăлса илес тесе, пÿрнемсемпе перĕнтĕм унăн çÿç пайăркисене, анчах пайăркасем тĕсне улăштарасшăн пулмарĕç, пÿрнемсем перĕнмессерен вĕсем тата ытларах хĕрелсе пычĕç! Вара эпĕ сасартăках унăн куçĕсен тĕпĕнче хура пĕркенчĕклĕ пĕр хĕрарăма асăрхарăм… Акă, такамăн икĕ алли çав хĕрарăмăн пичĕ çинчи чаршава сирет те хĕрарăмăн çÿçĕсене ачашлама тытăнать… Хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм, хытă тата… шурă-шурă, кăн-кăвак!.. Çуталса килекен кун çути-ши çутатать çапла хĕрарăмăн çÿçне?.. «Кăн-кăвак-çке эсĕ, Чĕкеç!..» – тет хĕрлĕ çÿçлĕ сар ача, йывăрран сывласа. Вара тинех ăнкарса илетĕп унăн куçĕсен авăрĕнчи хĕрарăм эпĕ хам пулнине… Вара часрах аллăмсене илетĕп унăн хĕрлĕ çÿç пайăркисем çинчен, унăн аллисене кăвак çÿçсенчен уйăратăп, хулпуççи çине шуса аннă пĕркенчĕке калла пуç урлă витетĕп… Вара, сиксе вĕрекен юна тăпах пусарса, кĕске те татăклă сăмахсем килеççĕ чĕлхе вĕçне: «Кай, сар ача, кай!.. Кай!..» Вара çÿлте, пуç тăрринче, чĕкеçсем вĕçме тытăнаççĕ… Ирĕклĕн те сыввăн, васкамасăр, ярăнса вĕçеççĕ чĕкеçсем тÿпере… Вара йăмăх-хĕрлĕ çÿçлĕ сар ача ура çине çĕкленет те шурă вăрăм шупăрне тÿрлетет, ман çине юлашки хут пăхса илет… Эпĕ те юлашки хут ăна хирĕç пăхатăп… Хальхинче унăн куçĕсен тÿпинче чĕкеçсем вĕçнине куратăп… Вара, каллех темле ăнланмалла мар сăмахсем мăкăртата-мăкăртата, мана хуллен пуç таять те, мĕлке евĕр, ерипен, васкамасăр, хĕвеле хирĕç сĕтĕрĕнсе утса каять шурă шупăр… Пĕсмелле, пĕсмелле!.. Сывă пул, тахçан юратнă сар ача!.. Сывă пул, çамрăклăхăм!.. Пĕсмелле, пĕсмелле, сывă пул!.. (Пауза.) Хĕвел тухрĕ, кун килчĕ. Эпĕ масартан тухрăм та унччен çÿренĕ çулпалан хуланалла утрăм. Каçсерен ĕнтрĕк çутинче хуланалла таврăннă май шав куç умне тухнă ÿкерчĕксем аса килчĕç: Тарăн вар хĕрринчи утма çул… Вар урлă çÿллĕ сăрт… Сăрт çамкинче хула… Сăрт хыçĕнче, инçетре, пысăк шыв… Хула варринче чул çурт… Чул çуртра патша ывăлĕ… Мана аппа тесе чĕнекенскер… (Тăруках асăрхаса, хăраса, çари çухăрса.) Анчах мĕскер ку?!. Мĕн пулса иртнĕ кунта?!. (Хăраса, тĕлĕнсе.) Йывăçсем тÿне-тÿне кайнă… Вар тăпрапа хупланнă… Сăрт çурăлса, ирĕлсе кайнă… Хула вырăнĕнче пысăк çавра шăтăк… Шăтăк тулли пăтранчăк шыв… Шыв айĕнче кăпăкланса йынăшакан хула ишĕлчĕкĕсем… (Тарăннăн.) Хулана çĕр çăтнă… Лăштăр-р кайрĕç урасем, эпĕ халсăррăн çĕре тĕшĕрĕлсе антăм. Хĕвел çути ытла та çуттăн, тÿпе сенкерĕ ытла та кăваккăн курăнса кайрĕ мана. Çĕр çумне тăсăлса, çĕре ыталаса выртрăм вăйсăррăн. Те çĕр, те чĕрем хыттăн-хыттăн тапрĕ. Те манăн ÿт-пĕвĕм, те çĕрĕн шăмми-шакки вĕттĕн-вĕттĕн чĕтрерĕ. Вĕри, чăтмалла мар вĕри пĕçерсе килчĕ çĕр кăкри. Вара эпĕ, пиçсе каяс мар тесе, ура çине тăма хăтлантăм, йĕри-тавралла тинкертĕм. Тавралăх ним пулман пек лăпкăн, сÿрĕккĕн сĕнксе выртнине курсан, манăн чун хавалĕ тăруках тарăхупа тулса килчĕ. Ик аллăма тÿпенелле çĕклесе, мĕнпур вăйран: «Ылхан!.. Ылхан!.. Ылхан сана, тÿпе!.. Ылхан сана, çĕр!.. Ылхан сире, турăсем!..» – тесе кăшкăра пуçларăм… Те ман сăмахсене илтсе, çĕр тытса пăрахнă евĕр хыттăн чĕтре пуçларĕ… Эпĕ каллех ураран ÿкрĕм, анчах, парăнасшăн пулмасăр, шав малалла кăшкăртăм… Никам та, нимĕскер те, нимле турă та чараяс çукла антăхса, чыхăнса кăшкăртăм эпĕ тăвăнса, тулса килнĕ ылхан сăмахĕсене!.. Эпĕ – ахаль кăна çын, хĕрарăм! – эпĕ аслă турăсене ылхантăм, айван!.. (Пауза.) Кăшкăрсан-кăшкăрсан, чунăм пусăрăнса лăпланчĕ, ик куçăмри куççуль кăна çаплах чарăна пĕлмерĕ. Çĕр те темиçе хутчен туртăнкаласа илчĕ те лăпланчĕ. Эпĕ, ним тума пĕлмесĕр, каялла масаралла уттартăм. Лаштра йывăçсем пекех, масар çинчи юпасем те чылайăшĕ кая-кая ÿкнĕ, суранланнăн, тăлăххăн пăхса выртаççĕ çĕр питĕнче чечек-курăк хушшинче.. Каç асамĕнче мăнаçлăн тÿпенелле кармашакан юпасем хĕвеллĕ кун çутинче мĕн тери вăйсăр та хавшак иккен!.. Пĕчĕк ачасене ачашланă евĕр, эпĕ вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн куççулĕмпе çуса тасатса тухрăм. (Пауза.) Унтан, ывăнса çитнĕскер, эпĕ юпасем хушшинче, юпасене ыталаса, тĕлĕрсе кайнă… (Пауза хыççăн, таçта инçетре-инçетре юрă сасси çуралать.) Малалли те тĕлĕк, те чăн: эпĕ сасартăках юрă сассипелен вăранса каятăп… Пысăк йышлă сасăпа юрлакан юрă… Пĕтĕм ял, пĕтĕм хула, пĕтĕм халăх юрлать пек… (Чăнах та, таçта инçетре, аякра пысăк хор юрлани илтĕнет.) Вилнисем те, чĕррисем те – пурте пĕрле юрлаççĕ пек… Хам та сисместĕп, эпĕ те вĕсемпе пĕрле юрла пуçлатăп… Вара юрлатпăр çапла чылайччен… Юрлас та юрлас килет чарăнми… (Çутă сÿнет. Хăватлă хор юрри сĕм-тĕттĕмре янăрать, тĕттĕмлĕхе çутатса… Юрă вĕçленнĕ тĕлелле пĕр кĕтесре шурă çутă çутăлать, çутă айĕнче – шап-шурă Чĕкеç-карчăк.) Вара пурне те куртăм харăсах – палланисене те, палламансене те… Çынсене те, турăсене те… Пĕтĕм ял-йыша, пĕтĕм халăха куртăм… Хунямана та, упăшкама та тĕл пултăм… Ывăлăма кăна кураймарăм… Каллех тĕнче касса çÿреме тухса кайнă иккен, шăпăрлан… И-и, тепĕр тесен, çÿретĕрех, кастартăрах ара тĕнчине… Ара. ывăл тени килте ларни пулать-и вăл хăçан та пулин?.. (Каллех çутă ылмашăвĕ. Çурма тĕттĕм, çурма çутăра шурă Чĕкеç-карчăк аллисене сарса сцена тăрăх ярăнса утать – чĕкеç вĕçнĕ евĕр çĕр çийĕн. Утнă майăн.) Хир-хир урлă, хир урлă, уй-уй урлă, уй урлă, ял-ял урлă, ял урлă, пĕчĕкçеççĕ пит-куçлă, эреветлĕ-теветлĕ, чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеллĕ – пĕтĕр сăт!.. (Чĕкеç-карчăк çунаттисене сарнă чĕкеç евĕр хытса тăрать, çапла тăнă çĕртен монологне малалла тăсать.) Чĕкеç ятпа çуралнăскер, чĕкеç пулса кĕтĕм çапла вĕçсĕрлĕхе. Чĕкеç пулса вĕçрĕм тăван çĕр-шывăн уйĕ-хирĕ, улăхĕ-çаранĕ, вăрманĕ-кати, çырми-çатри, ялĕ-хули, масарĕ-çăви çийĕн. Тăван халăхăн телейĕ манăн телейĕм пулчĕ, тăван халăхăн хуйхи манăн хуйхăм пулчĕ. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул, ĕмĕр хыççăн ĕмĕр иртрĕ çапла. Нумай шыв юхса кайрĕ унтанпа, нумай чул купаланса юлчĕ анлă Атăлтан та анлăрах пурнăç юхăмĕн çыранĕсенче. (Монолог тăсăлнă май сцена çинчи çутă ерипен малтанхи, драма пуçламăшĕнчи асамлă кĕтрет çутине таврăнать. Чĕкеç те майĕпен каллех вăрăм шупăрне тăхăнать, тутăрне çыхать.) Аслă шывсем типе-типе ларчĕç, пĕчĕк шывсем сарăлса юха пуçларĕç. Пĕтĕм тĕнчене шыва ярас йĕпе вăхăтсем вутлă-çулăмлă типĕ выçлăх çулĕсемпе ылмашăнчĕç. Мĕнле кăна самана килсе çапмарĕ пуль, мĕнле кăна юпа, мĕнле кăна хĕрес килсе лармарĕ пуль çак çĕр çине! Мĕнле кăна юпа, мĕнле кăна хĕрес çĕрсе ишĕлмерĕ пуль çак çĕр çинче! Анчах та çĕр хăй вырăнĕнчен хускалмарĕ, хăй сассинчен ютшăнмарĕ, хăй халăхне пăрахмарĕ. (Пауза хыççăн.) Пĕчĕкçĕ хура чĕкеçсем те, тем пек инçете вĕçе-вĕçе кайсан та, кашни çулах, çу кунĕ çитнĕ-çитмен, тăван çĕре килме пăрахмарĕç. (Чÿрече патне пырса, чÿречене яри уçса ярса. Куракансене.) Чĕвĕл чĕлхеллĕ тăванăмсем!.. Чĕкеçĕмсем!.. Эреветлĕ-теветлĕ – пăчăн-тăрр!..

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.