Борис Чиндыков: Хура чĕкеç

Борис Чиндыков

Борис Чиндыков —  çыравçă, драматург. Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хаçат-журналсенче тата тĕрлĕ организацисенче консультант пулса ĕçленĕ.  Мĕнпур литература ĕçĕн тĕп шухăшĕ — чăваш нацийĕн çĕнĕрен чĕрĕлĕхĕ, çавна тумашкăн ĕлĕкхи тапхăрсене тишкерет. Синкерлĕ шухăша, этемĕн хăй пурри пирки шухăшĕсене тĕпчет… Тĕплĕнрех→


Хура Чĕкеçĕме

Хура чĕкеç

Драмăра пĕртен-пĕр вылякан – ЧĔКЕÇ

Пĕр енчен пăхсан, йывăç пÿртри пек; пÿрчĕ чаплă та мар, начар та марскер пек. Тепĕр енчен пăхсан вара, пачах та таçти темле хупăлăхра, шалта мар пек, пачах та урăхла – тулта пек, уçлăхра пек, çутçанталăкăн вĕçсĕр-хĕрсĕр талккăшĕсенче. Çавăн пек вырăн – хупăлăхпа уçăлăх, вĕçсĕрлĕхпе чикĕсемпе хупланнă хĕсĕклĕх тĕл пулса пĕрлешнĕ вырăн – тен, масар-тăр, çăва-тăр.

Çĕрле, тĕттĕм.

Тулта тÿлек каç.

Масар çинчи пĕчĕк çăва пÿрчĕ. Шăп.

Сĕмлĕхре пĕр-икĕ чÿрече палăрать.

Пĕрин умĕнче, сĕтел çине ÿпĕнсе-тăр, çын тĕлĕрсе ларни тĕшмĕрĕлет.

Такам, сехрене хăпартса, чÿрече кантăкне сăрмалать – е сăрмаланăн туйăнать кăна-ши.

Малаллине вулас

Поэт хăвачĕ ][ Леонид Лялькин / Leonitt L’al’kkĭnn

Айхине

Санра тапса тăратчĕ пултарулăх,
Ÿнер хăвачĕ — чи ăста талант.
Сана таптаймĕ шелсĕр вилĕм-хурлăх,
Мĕн пур тавралăх, эс ан йĕр, шăплан.

Эс ху ятна тĕнче шайне çĕклерĕн,
Тĕнче умне кăлартăн халăхна.
Поэзи пахчинче куллен ĕçлерĕн,
Шăратрăн кĕмĕл пек таса ăсталăхна.

Çиçет хĕвел пек çутă ăс вучахĕ,
Эс чĕртнĕ ăс-тăна хĕрсе çунать.
Сăмахлăх хирĕнчи сар тул пучахĕ
Куç виçейми уйра пиçсе тулать.

Тĕвĕленет чĕр шухăш ик çунатлăн,
Вĕçет пин-пин чĕре хĕлхемĕн уçлăхне.
Асамлă шăплăхра сассу янрать хăватлăн,
Тĕнче тăнлать ăстаçă сăмахне.

Аваллăх çӳпçинче эс пĕрчĕн-пĕрчĕн
Тĕпчерĕн халăхăн сӳнми ăсне.
Эс тăрăшни пур вăхăта çĕнтерчĕ,
Эс çирĕп тытрăн кимĕ парăсне.

Чун-чĕрене, ăса чĕртсе вĕçмелĕх
Поэзи сывлăшне кĕртен чăвашлăха,
Çав çăл куçран куллен выртса ĕçмелĕх
Хăват паратăн эс çуратнă халăха.

(*)

Çеçпĕл Мишши: Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути

Çeçпĕл Мишши – поэт, коммунист партийĕн агитаторĕ, революци трибуналĕсен Чăвашри ертÿçи, Украинăра çакăнса вилет. Чăваш поэтикинче унăн вырăнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ жанрпа традици хывать… Тĕплĕнрех →


Sijen2• Ят варалани
• Идеологи пропаганди

Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути —
Эй эс, Ирĕклĕх, хĕрлĕ ялавçăм!

Пухура, чиркÿре халь сана пур йытти
Вăрçăпа пĕтерме шав-шавлаççĕ.
Ак çĕкленчĕ, çĕлен-калта пек чашкăрса,
Ылтăн тумлă эшкер сана хирĕç;
Урса кайрĕ, ылханчĕ, шăлне хăйраса,
Пуп таврашĕ, мĕнпур харампырĕ.
Чухăнсем вăй илнишĕн вĕсем халь хаяр,—
Кăмăл çук-çке влаçа вĕçертмешкĕн.
Халăх юнĕ юхать çĕр çинче тин çеç мар
Çав тискер кайăк пек ирсĕрсемшĕн.
Урччĕрех! Халăх тусĕ нумай пирĕнпе,
Витмен мар вĕсене те куççулĕ.
Аслă ĕçшĕн вĕсем шав тăрсан пĕр çын пек,—
Пирĕн хĕрлĕ ялав çÿлте пулĕ!
Таса Ирĕк юрри чĕререн янрама,
Вĕсем сывă пулсассăн, пăрахмĕ;
Тĕрлĕ вупăр тавраш хăйсене пуйтарма
Чухăна-мĕскĕне тек пăваймĕ.
Тăвансен çапăçса пуç хумашкăн тивсен,
Вĕсем Ирĕклĕх, тĕрĕслĕх, ыр ĕç
Пур хура хаяра çĕнтерсе килессе
Ĕненсе те шанса çĕре кĕрĕç.


Вырăсларан Петĕр Хусанкай куçарнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ