Ял гороскопĕ ][ Е. Брускова / J. Pruskovă

Çурхи кун уйра-мĕн СУРĂХ,
шăтса тухнă симĕс курăк…
Мĕкĕрет хăватлăн ВĂКĂР:
Мĕн тери эп вăйлă – пăхăр!
ЙĔКĔРЕШСЕМ çуммăн ларнă,
Çиме кашăк та кăларнă.
Сăрапа РАК питĕ тутлă,
Кӳлĕре, шел, юлнă шутлă…
Артельпе хуçа-мĕн АРĂСЛАН:
Ун валли пĕр выльăх та юлман…
Куçне хывнă ХĔР çине вĕл,
Тулĕ-ха унпа та кăмăл!
ТАРАСА çине хĕр тăнă —
Хăш самантра мăнтăрланнă?
СКОРПИОН — кăтра Антун,
Кампа пултăн-ха? Ан тун…
УХĂÇĂ эп, тет, хăюллăн:
Пулас килчĕ ашшĕ манăн.
ТУ КАЧАКИ ун савнийĕ,
Мăйрака лартать варлийĕ…
Çуттине куллен çăтатăн:
ШЫВ ТĂКАН вăл – мĕн ыйтатăн?..
Урăх нимĕн те пĕлместĕп —
ПУЛĂ евĕрех чĕнместĕп…

Икĕ хĕвел ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Йышăнсам манран парне —
Сар чечексен çыххине.
Вăл пĕлтерĕ — çак килте
Ик хĕвел çутатнине.

Сарпике, чечексем.
Чечексем, сарпике.

Пĕри пулĕ кун валли,
Тепри пулĕ каç валли.
Çутă тăрĕ пӳлĕмре,
Кулă çунĕ сăн-питре.

Саннинче, маннинче.
Маннинче, саннинче.

Йышăнсан манран парне,
Манăн чунăм хĕлхемне,
Эпĕ пĕлĕп малашне,
Ăçта тĕттĕм çуккине.

Сан пирки, ман пирки.
Ман пирки, сан пирки.

Ялан вĕçĕп лĕпĕш пек
Çăлăнмашкăн сĕмлĕхрен
Чурече çути çине,
Юрлама ун айĕнче.

Илемпе киленсе, Хĕвелпи шевлинче.
Хĕвелпи шевлинче, илемпе киленсе.

Такăнса ÿкрĕм ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Такăнса ӳкрĕм.
Мĕн пулчĕ-ши?
Ӳкекен марччĕ.
Ывăнтăм-ши?
Мĕншĕн? Мĕншĕн
Вăй пĕтрĕ-ши?

Ĕмĕтленеттĕм
Эпĕ çитме
Сирĕлекен
Тĕнче вĕçне.
Мĕн-ши? Мĕн-ши
Сăрт хыçĕнче?

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Асăрхаймарăм
Пĕлес килнĕрен
Тăвалла çеç
Утма тивнине.
Кам-ши? Кам-ши
Хистет çитме?

Пĕлĕтпе çĕр
Пĕрлешнĕ ен
Каять аякка
Çывхарнăçемĕн.
Темшĕн? Темшĕн
Канас килмест.

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Такăнса укрĕм.
Тăрайăп-ши?
Каç пуличчен
Чăтайăп-ши?
Манăн, манăн
Кĕрен тĕнче.

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Çавра уйăх çинчи пике ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Çавра уйăх çинчи пике
Йăтса тăрать ик витре.
Ĕмĕр-ĕмĕр хул пуççине
Касса тăрать кĕвенте.

Çĕр çинчи ялти пике те
Унран уйрăлса тăмасть:
Икĕ витре хушшинче ун
Пĕвĕ час-час авăнать.

Хĕрарăм — çĕр тĕвви,
Пӳрт ăшши, кил хуçи.

Çавра уйăх çинчи пике
Пĕр пĕччен тăрать ялан.
Тĕл пулайĕ-ши вăл кĕтнине
Инçетри сарă кун тĕнчине?

Пурнăçра та хăш чух юмахри пек
Илĕртет сив илем инçетри:
Савнă çын юнашар пулин те
Çав-çавах тус — пĕчченлĕх чури.

Хĕрарăм — чун уççи,
Тĕпсĕр çăл, кун çути.

Çавра уйăх çинчи пике —
Çĕр çинчен илнĕ тĕп сăнар.
Тен çынсем асăрхаччăр тесе,
Туса панă пăхма аякран?

Тем куçа курăнни — сĕнни çеç
Икĕ тулли витре телей?
Яланах санпала киленесчĕ
Çавра уйăх çинчи пике.

Хĕрарăм – пирĕшти,
Илемпи, чун савни.

Турхансем ][ Иван Егоров / Ivan Jekorăf

Шăллăмсем хурласшăн пиччене
чĕлхи çепĕç маршăн тиркесе.
Ют çынсем сăхасшăн пĕччене
хутне кĕрекенĕ çук тесе.

Пурăнăçăн тути-масине
ас тиврĕмĕр эпĕр маларах.
Чи йывăрри лекет аслине,
ÿсрĕмĕр, тен, кăштах кăрарах.

Характерĕпеле вăл крутта,
вăрттăнлăхне пĕр Турă пĕлет.
“Нарспи” çыраканĕ те, Пăртта,
пиччерен те крутта пулнă тет.

Кăра çилĕ килет-мĕн йăхран,
турхансене хывнă-мĕн пичче.
Кăтрат хан тăхăмĕ вăл, Турхан.
Лешĕнчен чĕтренĕ пур тĕнче.

Çерушпа Кĕркури, шăллăмсем,
туймастăр-им, хăвăр та кăра?
Çерушĕн, ав, малти шăлĕсем
Турхан-кукка шăлĕ пек сайра.

Ĕçкĕ-çикĕ тума, ташлама
пухăнаççĕ кÿршĕсем-мĕнсем.
Хуйхă килсен ăша пусарма
пурĕпĕрех кирлĕ тăвансем.

Пулмалла ун хивре, вăл асли,
çăхансен хушшмнче – пĕр-пĕччен.
Вĕçевре – чи çÿлти, чи ăсли:
вăл – лоэт, чăн поэт. Вăл – пичче…
* * *
Пурах аманнă чуншăн çăлнăç:
çÿлтен-çÿле ун вĕçмелле!
Çĕр çумĕпе шăвать ман пурнăç,
шуса пырать çул вĕçнелле.

Часах унта çитсе те тăрĕ,
сиссе те юлаймăпăр ак.
Пире кам пĕтесрен хăтарĕ?
Вĕçекен чун! Вăл хăтарать!

Чун вĕçевне туяс тесессĕн
мĕн-ма кĕтес аманасса?
Чăнла пурнассăмăр килсессĕн
чуна пурнас-мĕн çунтарса…

Кĕçĕн шăллăма ][ Иван Егоров / Ivan Jekorăf

Анне пек çын, шăллăм, çук вăл тесшĕн
эп сана, çуках кунта тупма.
Тĕнчипе ун пеккисем миçен-ши
çурăлан чуна кăшт пусарма?

Хуйхă-суйхă пуснă çын пырать-и
хуйхи-суйхине чăтайманран,
хайĕнчен хăй хăш-пĕри тарать-и,
пил парать анне, шеллет чунран.

Вĕсемпе пĕрлех туять хăйне те
хăтăлнăн асаплă инкекрен.
Аннене кашнийĕ ĕненет-тĕр,
тав тăвать чунран та чĕререн.

Çын, тĕнче хуйхи чунне тулсассăн,
калаçма пĕр чун та юлмасан,
çурăлса чĕри каяс пулсассăн —
никама та, шăллăм, ан вăрçсам.

Эпĕр пулмасан, çитеймесессĕн
е килсе тухсассăн пĕтмелле,
тирпейле те, макăр, макăр эсĕ.
Йĕр, хӳхле эс эпĕр илтмелле…

Йăмăк ][ Иван Егоров / Ivan Jekorăf

Виçĕ вăрман урлă вĕçсе кайрăн,
телей пекки курăнчĕ куçна,
анчах та эс ăна тупаймарăн.
Ах тур йывăр килчĕ-тер пуçна.

Телей кайăкне эс кураймарăн.
Килнĕ-ши вăл, çук-ши тĕнчене?
Хăш çĕрте-ши, мĕнле çырăн-варăн
илĕртсе çӳрет вăл çынсене?

Тăванусемшĕн эс тунсăхлатăн
чунна пусарма никам çукран.
Тĕл пулсан таттисĕр калаçатăн.
Каяс чух ларан пăхса куçран.

Хальхинче те куçăмран чăр! пăхрăн,
Ярассу килмест пĕртăванна.
Ăсатма эс тухрăн, эс каларăн:
“Черетпе, ак, пуçлăпăр кайма…”

Черетпе-и е черет пĕтсен-и,
Тур çырнинчен пурпĕр иртес мар.
Йывар шухăш килĕ — пире кĕт эс,
вăрман хĕрринелле тухса лар.

Утмăла çитсен те эс пахатăн
çав кайăка курмăп-ши тесе.
Курсан-курмасан та шухăшлатăн:
“Май пулсан — антарăттăм персе…”