Сăлпăран ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj


*
Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.

Хăçанччен хур курĕ нурĕк,
Килсĕр-çуртсăр пуçăм ман?
Хăçанччен кастарăп-çӳрĕп
Е утпа эп, е çуран?

Пăх-ха, лавăç: курăнмасть-и
Хăй çути тавраш малта?
Пур-и, лавăç, улăм ластăк
Ĕшенсе килен ута?

Пур-и санăн пĕлĕш-тантăш
Çак çĕршыв тăрăхĕнче?
Ăшăнасчĕ те халь ман кăшт,
Хырăм та хыр тăрринче.

Кĕл çине — шултра паранкă,
Ума — çутă сăмавар…
Кӳр-ха, лавăç, юрттарам-ха,
Тилхепе мана тыттар.

Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.

Мĕн хыпар-ши, мĕн хăмар-ши, —
Телефон юпи улать:
Ĕмĕтри телейĕм мар-ши
Е инкек картлать çула?

Ăçтарах эс, пуçăм выртăн:
Аташса çĕтнипеле,
Чĕмере лексе е ыррăн —
Сарăмлах-ши вилмелле?

Е çӳлти вăрă-хурахăн
Çĕççине тăрнасси пур?
Е тӳсме хал çук юратăн,
Ху çине илсе хĕн-хур?

Е талант пекки тухсассăн,
Хам сиссессĕн ун çинчен,
Йăнĕ ман пăрахăç сассăм
Ватăлмалăх кунсенче?

Е кĕтмен çĕртен — ак кулă! —
Тишкерӳçĕ перине
Тӳсеймесĕрех салхуллăн
Хăвна ху пĕтерĕн-е?..

Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.
1928, Сиктĕрме

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s