Аслă масар-хăямат… (Тилли юррисем) ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Аслă масар-хăямат,
Утçăм кĕме хăяймасть.
Туй пуç лаши тур лаша
Кукалесе çĕр чавать:
Шăнкăрав шăнкăр тăвать,
Тенкисем чăнкăр тăвать.
Хĕр тантăша, ял-йыша
Кÿме çине çĕклерĕм,
Пĕркенчĕкне сирмерĕм,
Ватсен пилне куклетрĕм.

— Асаттеçĕм, асатте,
Манăн ырă асатте!
Ют çын ачи туйĕнче
Юс тир камсул тăхăнтăн,
Юр юрласа савăнтăн,
Таш ташласа ывăнтăн.
Ачун ачин туйĕччен
Тĕнĕсĕр пÿрт туянтăн,
Хура çĕрпе хуплантăн,
Юман юпа йăтайрăн.

Асаннеçĕм, асанне,
Манăн ырă асанне!
Ют çын ачин туйĕнче
Юр пек сурпан сырăнтăн,
Кĕмĕл хушпу тăхăнтăн.
Хĕвеле вăтантартăн.
Ачун ачин туйĕччен
Питне пирпе витейрĕн,
Çине çерем пĕркейрĕн,
Çăка юпа çĕклейрĕн.

Асаттеçĕм, асатте!
Асаннеçĕм, асанне!
Аркăр çинчи ачăра
Ара çитерейнĕ чух
Иксĕр харăс пултăр çук,
Хурланать-çке манăн чун…
Çăмăл пултăр нÿр тăпра!
Асăнатăп, тайлатăп,
Тулли курка тăкатăп,
Пехилĕре ыйтатăп.

Ман тĕмеске тăпри типсе çитсен… (Тилли юррисем) ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Ман тĕмескен тăпри типсе çитсен,
Кăкшăмпалан, савниçĕм, кукленсем:
Куç пек тулли тултар ик сар курка,
Пĕрне ĕçсе пĕрне ÿпĕнтерсем.

Юпа сăри туса ĕлкĕрмесен —
Çăл шывĕпе, савниçĕм, пĕрĕхсем:
Хăрма ан парччĕ шăтнă курăка,
Çăвĕпелех вăл вырттăр ешерсе.

Сăра та, шыв та витĕр витмесен —
Куççулĕпе, савниçĕм, витерсем:
Епле, сана савса, эп урăха
Пулам-ха парăмлă çĕре кĕрсен?

Нимене! Нимене! ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

“Нимене! Нимене!” —
Ян янранă ир-ир.
Пулăшса пĕр-пĕрне,
Йӳнеçтернĕ эпир.

Тăкăнать сар ыраш, —
Ан ислен ыйхăра.
— Ĕлкĕрес! — тет чăваш,
Ял-йышне йыхăрать.

Тыр вырма, ут çулма,
Капансем тăрлама,
Пураран пӳрт тума —
Тиветех йыхăрма.

Мĕн тăвайăн пĕччен?
Ĕмĕрсен тăршшĕне
Илтĕнет пур енчен:
“Нимене” Нимене!”

Çут тĕнче сарлака,
Сан — çĕр çеç тĕрĕс мул.
Анаран аякка
Ярса пуснă ан пул!

Хĕсĕнет пурнăçу
Пӳрт тавра, лаç тавра.
Арăм çук — парăм çук…
Пур пулсассăн вара?

Сак тулли сар ача,
Хĕр арлать çиччĕре:
Пир, тăла, улача —
Пурте кирлĕ пире.

Сӳс тӳме, çăм чавма
Шӳтлесех хĕрсене
Хĕтĕртет çав сăмах:
“Нимене” Нимене!”

Ал-ура ĕçĕпех
Хăйранать ăс-хавал.
Çӳç касан хачă пек
Халь вăл çивчĕ, йăл-ял.

Çĕр çинче, пĕлĕтре
Çук эпир туманни.
Пархатарлă, хитре
Чĕрĕлӳ самани.

Ăспала ĕçлекен
Хамăр ывăл-хĕре
Çăмăл мар та-и, тен,
Тепĕр чух хăш ĕçре.

Хĕнтерех килнĕçем
Пур çĕртен пĕр-пĕрне
Сас парар, тăвансем:
“Нимене” Нимене!”

Çулсем-йĕрсем ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Иеллĕ те йĕрĕхлĕ сулăнкă-лакăм,
Учук çырмисем, сакăлта вар-васан…
Эп мар сире саврăм, эп мар халапларăм,
Ача-пăчана сирĕнпе хăратса.

Хĕлле çил-тăманлă, çулла сĕм тусанлă,
Ялан арçуриллĕ çулсем те йĕрсем!
Эп мар сирĕнпе хуйхă-суйхă пусарнă,
Сăвва-юррăма сире май ĕнерсе:

Кĕрпе кĕрен-сарă, çулла йăлтăр ешĕл,
Ялан ӳхĕлле çӳçенен сĕм вăрман!
Эп мар кайăку сан, эс мар чĕрене шел,
Эп мар канлĕх суннă сана çывăрма.

Анчах çав тĕлленчĕк çĕршывăн сăн-пичĕ
Пĕртемлĕ çанталăк вăййи-тĕррисем —
Суранăм мана паян кун аса килчĕ,
Чĕре варрине çĕçĕлле тирĕнсе.

Мĕн чухлĕ тискерлĕх, мĕн чухлĕ суялăх,
Мĕн чухлĕ айванлăх! /Ан ил йывăра/.
Паян тата манăн сана, чăтăм-халăх,
Ыйху тутлă пултăр”, — теес-ши вара?

Эп мар сан пуçелĕк, эп мар сан вителĕк,
Çемçе тӳшекне те эс ан кĕт манран.
Сана эпĕ сиплĕ вĕлтрен пек вĕтелĕп:
Ĕçчен ал-уру сан сахал хăпарман.

Вĕтелĕп те — хам та эп канăç пĕлеймĕп,
Ыратнă чунпа лăпланаймăп минут.
Кӳп-кӳп çупăрлан пек, чее шăлйĕрен пек
Юптармăп эп çăмăллăн: хам сан çынну.

Эп мар ĕмĕтӳ сан, эп мар мухтаву сан,
Анчах мана пӳрнĕ — санпа юнашар —
Пур кив-кирĕке çунтармашкăн навусăн
Хăртса чи малтан хамăрти йăнăша.

Эп мар автану сан, анчах эс вăрантăн,
Хĕвел хĕпĕртевлĕ. Çанталăк таса.
Çитет сĕнккеме ерипен те вăраххăн,
Кӳлсе-тăварса, чĕлĕме паккаса.

Эп мар вăратуçу, анчах шуçăм куçлăн
Вăрантăм санпа эп пĕрлех — уяртсан.
Хура пӳртсенчен кермене алăк уçнăн
Пуян та хаваслă малашлăху сан.
1934

Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен… ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен…
Паллах, кунпала каппайни килĕшмест.
Анчах ку таран эс манран юлман шит те,
Пĕр çавăншăнах çак сăвва тивĕç эс.

Ăçта эп пырсан та — çĕршыв ал тымарĕ
Тапатчĕ ман сисĕмсĕр мар ӳтĕмре.
Анчах никам майлă та чунăм выртмарĕ:
Сан хыççăн пурне те тиркет пек чĕре.

Кĕслен эп пуçларăм, сăрнайăн ĕнертĕм,
Эп пултăм трибун халăх ушкăнĕнче.
Анчах сан çинчен калаймарăм пĕрне те,
Эс шав ман ăшра пурăнаттăн пĕччен.

Пуçтах тĕнчекасмăш, хастар çул çӳревçĕ,
Сăрлавсăр артист, ывăнми çăмăлттай —
Эп куртăм йăлтах: çил ман витĕр вĕретчĕ,
Лӳшкетнĕ сив çумăр мана хăмăлта.

Эп аслă çулсен хĕрринче çĕр каçаттăм
Сурат çумнелле йăпшăнса сăввăмпа.
Мĕскер эп тĕнчешĕн? Тусан пĕрчи, атом.
Анчах эс хистеттĕн: шыра çĕн шăпа!

Эп пулăçăсен киммипе Атăл урлă
Вашлатнă, çунан вутсене виртлесе.
Эп пулнă хаваслă, салхуллă та пулнă,
Сана, ăшăмри пĕр сана итлесе.

Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен,
Ма тин пытарас: эп сăпайлă пулман.
Анчах ку таран эс манран юлман шит те.
Санпа, пĕр санпа çĕкленет кăмăл ман.
1931

Кĕрхи йĕпе-сапаллă каç ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

Кĕрхи йĕпе-сапаллă каç
Çилсем лăкаççĕ алăка,
Чӳречене… Лăкаччĕрех!
Симпыл вĕрет кĕрекере.
Тăхтавлă сыпкăмсемпеле
Ăна, кичемлĕхпе пĕрле,
Ĕçетĕп эп. Ĕçеп пĕччен,
Инçе хам тенĕ çынсенчен:
Инçе ачалăх туссенчен,
Яш тантăшăмсенчен инçе,
Инçе хам çамрăклăхăмран,
Хавасăмран, шухлăхăмран;
Инçе çитмен ĕмĕтсенчен,
Телей пек илĕртен чечен
Юратуран, сив мухтавран —
Инçе, инçе, эп… катара!
1932, Сиктĕрме

Каллех палланă евĕрсем ][ Петĕр Хусанкай / Petĕr Husankaj

*
Каллех палланă евĕрсем —
Ĕлĕкхиллех, чĕп-чĕррĕнех
Асилĕнче — кĕвве кĕрсе
Ыраттараççĕ чĕрене.

Каллех, çак кантăкран пăхса,
Апрель тумлавĕпе пĕрле
Юхтар — ăшра — куççуль: тасан.
Ачан, кĕл тунă евĕрлех.

Каллех — йĕпе тротуара
Вăл халь тиркемĕ тесе,
Сăна, итле те тух, вара —
Йăван тирпейсĕр кĕтесе!
1931