Çунатлă çын ][ Михаил Смирнов / Mihhaill Smirnof


ТАМĂКРАН ТАРНИ


Мăкшă каччи – Девятаев,
Чăвашла вăл – Тăхăркка.
Кунта çуках нимле айăп,
Хуть те чĕнсе хур «кăркка».
Чăн сăмахăн суйи çук,
Суявçийĕн – чăнни çук.
Чăн сăмах çынна вĕтет,
Патшалăха сĕвĕртет.
Мĕнех вара хушамат?
(Кунтан килмĕ хăямат).
Хуть те ăвăс шалчи ларт –
Пурпĕр чаплă ырă ят.
Ăна выçлăх килтен хăвнă
Пирĕн шĕкĕр Хусана –
Ал парса Хусанĕ хывнă
Мăшăр çунат – «Пил сана!»
Юрĕ пирĕн Тăхăрккамăр
(Сăмахăм ман ун çинчен),
Паттăр-çке вăл: пăхăр, кам?
Тĕнчере пулман хальччен!
Тăхăркканăн пики пулнă
Пирĕшти пек Фейзиэ.
Мăшăрне кĕтсе вăл юлнă
Чун хăвалĕпе – килте.
Эсрел пире тапăнсан
Хурçă кайăк çине ларнă –
Инкек килсе вăрансан,
Çапла савнине хăварнă.
Вутлă çумăрсем çутарнă
Тӳперен аçтахасем,
Ялĕ-хулине çунтарнă
Чунсăр тимĕр кайăксем.
Тăхăрккана вăй пилленĕ
Çил çунат хывма Хусан,
Атăлçи хумпе сийленĕ
Килме, тăшмана Хусан.
Хурçă кайăк Тăхăрккан
Пайтах вĕтнĕ ютсене,
Анчах вилĕм, ав, хыткан,
Этем халĕ пĕтсенех
Çитет çивчĕ çавипе,
Çав тер паттăр çынсене
Илсе кайма çăвине
Пĕр айăпсăр чунсене.
… Чĕр юнпа кĕвĕлсе тулнă
Хăрах унтти Тăхăрккан.
Васкать Вилĕм: «Çитет, пулнă,
Эс, этемми, вырт та кан!»
Шăп та лăп: канмашкăн тĕл-мĕн,
Суранланнă Тăхăрккан.
Тăнне шав çухатнăçемĕн
Çывхарса килет хыткан.
Çӳлти Пӳлĕхçĕ Архангел
(Михаил çакна курать):
«Çын тăшманĕ, хушша ан кĕр!» –
Вилĕмне хуса ярать:
«Эп сана пиллетĕп хытă
Тӳрленмешкĕн, сывалма,
ӳлĕмрен тивеймĕ йытă:
Хатĕрлен герой пулма», –
Çапла çеç калани пулчĕ –
Тăхăркка пĕчченех юлчĕ,
Кайрĕ шăппăн çывăрса,
Тутлă тĕлĕксем курса.
Темле, хăвăрт вăрансан,
Курать: эсрелĕ тăрать,
(Тĕлĕк йăнăш пулчĕ ман:
Çумра пăшалăм пулсан!).

ПЕНЕМЮДЕ


Пенемюде – пĕр утрав
Балти тинĕс варринче,
Çĕлен пекех вăл – удав:
Летчик-тăшман хурринче.
Ак тухать те пĕр капрал
Хулне тăсса халланать:
«Час куратпăр пĕр камит –
Пĕр тăсланкă «авланать!»
Пысăк пралук картана
Кĕртсе ячĕç пĕр çынна:
«Çакна кӳртĕр-ха тăна!», –
Хушрĕ тавăрса çанна.
Ик салтакĕ ертсе тухрĕç
Пăру пек овчаркăсем.
«Мĕн тума-ши пире пухрĕç,
Мĕн тăваççĕ-ши мурсем?»
Йытсем харăс пырса тытрĕç
Çак мăнтарăн сыв чуна –
Талпăнса, пĕр харăс, тăкрĕç
Алли-урине çурса.
Пĕри, ав, çыртса тулать
Хăрлатса чĕрĕ çынна.
Тепĕрри татса ярать
Хырăмне, пырне çурса.
Туллашса-урса лӳкеççĕ
Ирсĕрсем этем юнне,
Хăрлатса туртса çиеççĕ
Ырлăх шăмă-какайне.
«Куртăр-и? – тет, мур капралĕ, –
Ку кăсăклă камите?
Тасатса пуçтарăр халĕ
Юлнă юнлă тир-ӳтне!»

АÇТАХА


Çĕр кисретсе-çке кĕрлеççĕ
Утраври аçтахасем.
Вутне-хĕмне сирпĕтеççĕ
Тăтăш ăçта-ха вĕсем?
Хайхи пирĕн Тăхăрккамăр
Тытнă шухăш «вĕçтерме»:
«Пурпĕрех вĕçесчĕ хамăр,
Атту – йытта кӳптерме».
Пĕр сӳренкĕ тĕксĕм кунĕ
Хыпарларĕç пĕр-пĕрне
(Пирĕшти-мĕн хыпар кӳнĕ):
«Вăхăт часрах вĕçтерме».
Сыхлавçисем сас памарĕç
Кайсан лешĕ тĕнчене.
Тăхăркки пăхса тăмарĕ –
Хăвăрт чупрĕ тĕпчеке.
Аçтаханăн пуш варне
Кĕчĕç йăпăрт хăпарса –
Тăххăрăшне вĕсене
Тăчĕ Ангел вăй парса.
Пĕр саманчĕ çав хутра
Пĕр ĕмĕр пек тăсăлать –
Пĕтĕм ӳт-тир шыв вутра
Хыпса шӳнĕн туйăнать.
Çак хутрах çĕр кисренет –
Аçтахи чĕрре кĕрет:
Малалла вăл сирпĕнет,
Анчах мĕнле-ха кĕсмен?
Калле вăрса чăхăмлать –
Ют йĕвене пăхăнмасть!
Самант – Тăхăркка чухлать
(Тарăхмашкăн пухăнмасть).
Аçтаханăн май-шывне:
Хăвăрт калле çавăрать,
Итлемесĕр ун шавне –
Çӳлелле тытса вăрать.
Вут-çунатăн сăмсине
Аçтахи шалт пăхăнать.
Этем пухнă вăйсене –
Пĕлĕтелле чыхăнать.
«Çыхланмасть тек ал-ура –
Аçтахаçăм, ан хăра,
Хывнă çулупа пырах –
Йĕвен – çирĕп алăра».
Тăхăркка та – тăххăрăн
Вĕçсе тухнă паттăрсем –
Вĕсем халь те хамăрăн
Тĕнчери пĕр маттурсем.
Пенемюде утравне –
Аçтахасен йăвине –
Пăр салатрĕç бомбăпа,
Тусса кайрĕ çăвине.
Аçтахи çав хупнă пулнă
Чĕрлĕх шывĕн пуссине –
Чĕрĕ шывĕ тапса тухнă –
Курччăр пурте уссине.
Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s