Геннадий Юмарт: Ишлĕ хули


Тахçантан вара ĕнтĕ сĕкĕнеç
Кай енчен килсе пăлхарсем çине.
Анчĕ караппа пилĕк вырăс кнеç,
Тухрĕ йăтăнса çÿл çыран хĕрне.
Инçе мар кунтан Ишлĕне çитме,
Инçе мар унтан таврăнас тесен.
Ишлĕ тавралла çÿллĕех чикме,
Шал енче хÿме икĕ хут иккен.
Ĕнтĕ мĕн тери юхрĕ хĕрлĕ юн —
Хăрамасть хула, парăнмасть пăлхар.
Ĕнтĕ ик енчен пĕтрĕ миçе чун?
Йывăр Ишлĕне — халăх йышлă мар.
Пуртăсем тытса чикмене хирме
Пычĕç вырăссем хай хула патне.
Чĕртнĕ вут йăтса хÿмене чĕртме
Çитрĕç те вĕсем тĕртрĕçĕ вутне.
Малтисем вутпа уçнă çулпала
Утпала килет хумлă-хумлă рет —
Керменпе хула йĕри-тавралла
Ухă-сăнăпа йышлă çар кĕрет.
Хÿмерен иртсен çуллĕ ур та пур —
Ишрĕç тĕппипе темиçе тĕлтен.
Çапăçсассăн та темен пек сатур
Шав тивет чакма йăшнă Ишлĕсен.
Ертÿçи вĕсен пĕчĕкçĕ йышпах
Елкĕрчĕ тарма вут-хĕм витĕрех.
Парăнасшăн мар ыттисем çапах:
«Мăшкăл куриччен — чунăм пĕттĕрех!»
Арăм, ачапча лекрĕ тыткăна,
Миçе чун тата çунчĕ çулăмра?!
Тăвăл евĕр вут хыпрĕ хулана —
Юлчĕ кăмрăк çеç сарлака уйра.
Пилĕк вырăс кнеç янă хурахсем
Тухрĕç Ишлĕне тустарса-тусса.
Илчĕç тыткăна сахал мар вĕсем,
Ĕлкĕрчĕç тухма пысăк мул пухса.
Ыткăнчĕç вара карапсем çине,
Кайрĕç хускалса тăвалла часрах.
Пăлхар ен хăпса тепĕр çыранне
Çитрĕ тăчĕ акă самантрах.
Çук пÿлсе хума ĕнтĕ вырăса —
Атăл варрине ухă çитес çук.
Юлчĕç пăлхарсем хыттăн макăрса,
Вырăс çарĕсем ишрĕç питĕ шух.
Мĕкĕрет кĕпçи, çухăрать сăрнай,
Ĕсĕклет-йĕрет тыткăнри этем…
Карапсем çинче пурлăх-мул нумай,
Савăнĕç пайтах вырăс кнеçĕсем.
Святославĕ ав каçăртнă пуçне:
«Атăлăн çулне илĕп хам алла,
Аçтăрхан патне çÿрĕп ун чухне…»
Сĕмсĕр Святослав, питĕ ан мухтан
Таврăнăп тесе ылтăн-кĕмĕлпе:
Карапу тулли ылтăн мар — ылхан,
Тулнă вăл йăлтах çын куççулĕпе.
Пĕтĕм таврана çилпеле вĕçсе
Кĕлĕ çак хулан кайĕ тетĕн-им?
Сан ятна-сумна ĕмĕр питлесе
Курăнĕ куçа Ишлĕ тĕтĕмĕ.
Ишлĕех хули ишĕлчĕ вутра,
Тыткăнри çынсем юлчĕç пуль ютра.
Тарнă Ишлĕсем тĕнчере пĕтмен,
Тĕнчере пĕтмен, ячĕ те çĕтмен.
Вăрă-хурахсем хăртнă пуль хытах,
Ишлĕ ялĕсем шăтнă-мĕн татах.
Ункă еннелле пурăнать Ишлей,
Чăнлăпа Пăла еннелле, пĕлей,
Ишлĕ ялĕсем ÿснĕ йышланса,
Авалхи ята юлнă упраса.
Эй, чăваш, чăваш! Мĕн тери куççуль
Эсĕ çăтнă пуль, эсĕ тăкнă пуль.
Çиттĕрччĕ татах тÿсĕмлĕх сана
Упрама ятна, упрама йăхна.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.