Ÿкĕнÿ ][ Августа Степанова / Avkustă Steppanăvă


Верăна усал хыпар пĕлтерчĕç. Хулана ĕçпе кайнă ашшĕпе амăшĕ аварие çакланнă. Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă…
Кăшкăрса макăрчĕ хĕр ача. “Çук, ĕненместĕп! Ирхине мана юратса хăварчĕç. “Кĕçех таврăнăпăр”, – терĕç. Апла пулсан паян атте-аннене куратăпах”, – терĕ хĕр ача хăйне лăплантарса.
…Халĕ Верăна урăх çемье усрава илнĕ. Пĕчĕкскере хисеплемеççĕ кунта. Гриша пиччĕшĕпе Анук инкĕшĕ, паллах, хăйсен тĕпренчĕкне ытларах юратаççĕ. Çĕнĕ тум-юм та Вальăна çеç илсе параççĕ. Вĕсемшĕн Вера те пур, те çук. Çак тарана çитсе те: “Ачам, ларса апат çи-ха”, – тенине илтмен хĕр ача.
Çулсем иртрĕç. Верăпа Валя хĕр шутне кĕчĕç. Григорьевсен тĕпренчĕкĕ клубра киленнĕ вăхăтра Вера килте кăштăртатрĕ. Ара, ăна пиччĕшĕпе инкĕшĕ урама кăлармаççĕ-çке. “Йытă хăваласа çÿриччен хăть чăлха çых хĕлле валли”, – теççĕ. Валя вара: “Тĕрĕс. Тепĕр тесен Верăпа пĕрле çÿресе ята та ямастăп”, – терĕ пĕррехинче.
Куççулĕ шăпăр! юхрĕ Верăн. “Аттепе анне çумĕнче пурăннă тăк çак сăмахсене илтессĕм çукчĕ те çав”, – ĕсĕклерĕ вăл. Вара ашшĕпе амăшĕн вил тăпри çине кайса килме шутларĕ. Инкĕшĕ самантрах хирĕçллерĕ. “Аçупа-аннÿне чĕртсе лартас тетĕн-им? Ахалех хăпартланатăн. Эпир юмах тĕнчинче пурăнмастпăр, çакна нихăçан та манса ан кай”, – терĕ кăшкăрашса.
Вальăн çеç пурнăçĕ лайăх. Киле ир енне çеç таврăнать. Ăна никам та асăрхаттаракан çук. Кăнтăрла вара тăраниччен хуп турттарать.
Пĕррехинче инкĕшĕ Верăна пĕр пÿлĕме чĕнсе кĕртрĕ. “Ачам, итле-ха. Пирĕн Валя йывăр çын. Пепкине пăрахма тесе больницăна кайрăмăр та: “Кая юлнă”, – терĕç. Халĕ иксĕре хулана аппасем патне яратăп. Валя çăмăллансан тĕпренчĕкне эсĕ пăхма тытăнăн. Урăхла каласан, пĕчĕкскерĕн амăшĕ пулатăн. Ас ту: кун пирки Гриша пиччÿне ан шарла. Пурне те леш тĕнчене ăсатĕ. Кÿршĕ-аршăпа та асăрхануллă пул. Унсăрăн…”, – терĕ хĕрарăм пÿрнипе юнаса.
Вера инкĕшĕпе килĕшсе пуçне сĕлтрĕ. Тунти кун вара çамрăксем çула пуçтарăнчĕç.
…Валя пĕр кунхине аптăраса ÿкрĕ та васкавлă пулăшу машинипе больницăна ăсатрĕç. Тепĕр кунне вăл хĕр çуратрĕ. Йĕрĕнсе пăхрĕ тĕпренчĕкĕ çине çамрăк амăшĕ. “Питĕ кирлĕччĕ эсĕ мана”, – терĕ тарăхса.
Уйăх иртсен Вера алăри ачапа тăван тăрăха таврăнчĕ. Пиччĕшĕ мĕн кăна каласа пĕтермерĕ пулĕ ăна! Инкĕшĕ хута кĕрсен çеç лăпланчĕ ар çын. “Çын ачишĕн мĕн-ма тарăхса сывлăхна пĕтермелле? Ара, пирĕн Валя пирки ялта усал калаçмаççĕ. Çакă чи кирли”, – терĕ тенкел çине ларнă май.
Пĕррехинче, Вера ним айăпсăр тĕпренчĕкпе урама уçăлма тухсан, Вера çумне пĕр чипер каччă пырса ларчĕ. “Сана тахçанах килĕштеретĕп. Пĕрле пурăнсан мĕнле-ши?“ – терĕ яш ÿсĕрес килменрен кĕххĕмлетсе. Ку сăмахсене илтсен хĕр шартах сикрĕ. “Манăн пепке пур. Пултараймастăп”, – терĕ ура çине ялтах сиксе тăрса. “Пултăрах. Эпĕ унăн ашшĕ пулăп. Ăна хам ача пекех юратăп”, – ÿкĕтлерĕ Ваня пикене.
Тарăн шухăша путрĕ Вера. Ют килте пурăнма, чăн та, йывăрланса çитрĕ. “Килĕшетĕп”, – терĕ вара йĕкĕте ирĕксĕртен.
Халĕ телейлĕ мăшăрăн виçĕ ача. Аслине, паллах, уйăрмарĕç вĕсем. Пурне те пĕр пек юратрĕç.
Акă пĕр кунхине ирех картише тухрĕ Вера. Хапха умĕнче Вальăна курсан шартах сикрĕ. Пĕр-пĕрне тахçантанпах курман-çке вĕсем. Халĕ Валя унчченхи пек шукăль мар, çÿçĕ те вăхăтсăр шуралнă.
“Вера, эпĕ тĕпренчĕкĕме илме килтĕм. Санăн унсăрăнах икĕ ача пур. Юратнă мăшăру та çумрах. Манăн вара никам та çук. Çак çĕр çинче эпĕ пĕр-пĕччен”, – терĕ сак çине ларнă май.
“Эпĕ сан пек чунсăр мар. Хамăн тĕпренчĕкĕме никама та памастăп. Анютăна эпĕ мĕн пĕчĕкрен ÿстертĕм”, – терĕ те Вера алăка хыттăн хупса пÿрте кĕрсе кайрĕ.
“Эх, çамрăк чух мĕн туса хутăм-ха эпĕ? Мĕншĕн тĕпренчĕкĕме çын аллине патăм!” – тесе хĕрарăм пĕтĕм чунтан ÿкĕнсе макăрчĕ.

(c)*

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s