Николай Ишентей: Вутлă самана паттăрĕ


Пĕчĕк Петюкпа ватă аслашшĕ Çĕнтерÿ уявне каяççĕ. Утти-чуппи иккĕшĕн икĕ тĕрлĕ: пĕри – чипер ача чуппипе, тепри вăрăм ĕмĕр уттипе пыраççĕ.
– Пĕрре – Петюк, иккĕ – иук, виççĕ-тăваттă – марш! – салтак вăййи выляса, утăм сăвви каласа командир пек малта пырать Петюк.
– Пĕрре – кăштăрт, иккĕ – кăштăрт, хăштик-хаштик – ах! – ватлăх нушине сиресле, чун хавалне ĕненсе хыçалта лăкăштатать старик.
Çапах та аптăрамасть-ха вăл, мĕн пур вăй-халне пухса тикĕс утăмсем тума тăрăшать. Мăнукĕ хыççăн чиперех таплаттарать. Ватă салтакăн кăкăр тулли орден-медалĕ чăнкăртатса çемĕллĕ сасă кăларать: тĕнкĕлтик, тĕнкĕлтик, хыçа ан юл, хăшăлтик. Çÿреме хаваслă та, ах, анчах, çăмăл ача сиккине утса-çитсе пулмасть-çке!
Акă икĕ салтак – пĕчĕккипе ватти – чул палăк тĕлне çитрĕç.
– Асатте, кам ку? – ыйтать Петюк.
– Çĕнтерÿçĕ салтак вăл, – ăнлантарать аслашшĕ.
– Чулран тунăскер çирĕп ĕнтĕ, çавăнпа тăшмана çĕнтернĕ пулинех, – хăй шухăшне пĕлтерет ача.
– Çук, мăнукăм, вутлă самана салтакĕ тата çирĕпрех пулнă.
– Чул палăк ăçтан çынран çирĕпрех пултăр? – ĕненмест ача.
– Эх, Петюк! Пирĕн ăрăвăн шăпи çапла килчĕ – çирĕп пулма, чăтма тиврĕ. Çапăçура пуç хуни чылай пулчĕ, çапах Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме пултартăмăр.
Петюк ватă аслашшĕнчен тата тем те пĕр çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ, анчах старике тантăшĕсем – хăй пекех шурă çÿçлĕ кăштăр-кăштăр ватăсем – сырса илчĕç. Шавлă калаçу пуçланчĕ. Тертлĕ те асаплă йывăрлăх витĕр тухнăскерсен кашниннех мĕн те пулин каламалли пур.
Вăрçă ветеранĕсен аса илĕвне итлесен Петюк йăлтах ăнланчĕ: çĕнтерÿçĕ салтаксем чулран та, тимĕртен те çирĕпрех пулнă. Вĕсем çĕр çинче те, шывра та, сывлăшра та паттăрлăх кăтартнă. Çавăнпа хаяр тăшмана çĕнтернĕ.
Паттăрлăх – вилĕмсĕр. Вăл çынсен асĕнче пурăнать, чул палăк пулса хăй чăнах та çут тĕнчере пуррине аса илтерет. Вутлă самана алăкĕ тек нихăçан та ан уçăлтăр тесе ĕмĕрлĕх хуралта тăрать вăл.
Митинг вĕçленчĕ. Çынсем саланма пуçларĕç. Петюкпа аслашшĕ те киле таврăнаççĕ.
– Пĕрре – паттăр, иккĕ – паттăр, нумай паттăр пур! – пÿрне хуçса шутлать Петюк ватă салтаксене.
– Ĕмĕр вăрăм, кун кĕскелчĕ. Йыш чакать çав. Ах! – хуравлать аслашшĕ.

*

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.