Çунатлă çын ][ Михаил Смирнов / Mihhaill Smirnof

ТАМĂКРАН ТАРНИ


Мăкшă каччи – Девятаев,
Чăвашла вăл – Тăхăркка.
Кунта çуках нимле айăп,
Хуть те чĕнсе хур «кăркка».
Чăн сăмахăн суйи çук,
Суявçийĕн – чăнни çук.
Чăн сăмах çынна вĕтет,
Патшалăха сĕвĕртет.
Мĕнех вара хушамат?
(Кунтан килмĕ хăямат).
Хуть те ăвăс шалчи ларт –
Пурпĕр чаплă ырă ят.
Ăна выçлăх килтен хăвнă
Пирĕн шĕкĕр Хусана –
Ал парса Хусанĕ хывнă
Мăшăр çунат – «Пил сана!»
Юрĕ пирĕн Тăхăрккамăр
(Сăмахăм ман ун çинчен),
Паттăр-çке вăл: пăхăр, кам?
Тĕнчере пулман хальччен!
Тăхăркканăн пики пулнă
Пирĕшти пек Фейзиэ.
Мăшăрне кĕтсе вăл юлнă
Чун хăвалĕпе – килте.
Эсрел пире тапăнсан
Хурçă кайăк çине ларнă –
Инкек килсе вăрансан,
Çапла савнине хăварнă.
Вутлă çумăрсем çутарнă
Тӳперен аçтахасем,
Ялĕ-хулине çунтарнă
Чунсăр тимĕр кайăксем.
Тăхăрккана вăй пилленĕ
Çил çунат хывма Хусан,
Атăлçи хумпе сийленĕ
Килме, тăшмана Хусан.
Хурçă кайăк Тăхăрккан
Пайтах вĕтнĕ ютсене,
Анчах вилĕм, ав, хыткан,
Этем халĕ пĕтсенех
Çитет çивчĕ çавипе,
Çав тер паттăр çынсене
Илсе кайма çăвине
Пĕр айăпсăр чунсене.
… Чĕр юнпа кĕвĕлсе тулнă
Хăрах унтти Тăхăрккан.
Васкать Вилĕм: «Çитет, пулнă,
Эс, этемми, вырт та кан!»
Шăп та лăп: канмашкăн тĕл-мĕн,
Суранланнă Тăхăрккан.
Тăнне шав çухатнăçемĕн
Çывхарса килет хыткан.
Çӳлти Пӳлĕхçĕ Архангел
(Михаил çакна курать):
«Çын тăшманĕ, хушша ан кĕр!» –
Вилĕмне хуса ярать:
«Эп сана пиллетĕп хытă
Тӳрленмешкĕн, сывалма,
ӳлĕмрен тивеймĕ йытă:
Хатĕрлен герой пулма», –
Çапла çеç калани пулчĕ –
Тăхăркка пĕчченех юлчĕ,
Кайрĕ шăппăн çывăрса,
Тутлă тĕлĕксем курса.
Темле, хăвăрт вăрансан,
Курать: эсрелĕ тăрать,
(Тĕлĕк йăнăш пулчĕ ман:
Çумра пăшалăм пулсан!).

ПЕНЕМЮДЕ


Пенемюде – пĕр утрав
Балти тинĕс варринче,
Çĕлен пекех вăл – удав:
Летчик-тăшман хурринче.
Ак тухать те пĕр капрал
Хулне тăсса халланать:
«Час куратпăр пĕр камит –
Пĕр тăсланкă «авланать!»
Пысăк пралук картана
Кĕртсе ячĕç пĕр çынна:
«Çакна кӳртĕр-ха тăна!», –
Хушрĕ тавăрса çанна.
Ик салтакĕ ертсе тухрĕç
Пăру пек овчаркăсем.
«Мĕн тума-ши пире пухрĕç,
Мĕн тăваççĕ-ши мурсем?»
Йытсем харăс пырса тытрĕç
Çак мăнтарăн сыв чуна –
Талпăнса, пĕр харăс, тăкрĕç
Алли-урине çурса.
Пĕри, ав, çыртса тулать
Хăрлатса чĕрĕ çынна.
Тепĕрри татса ярать
Хырăмне, пырне çурса.
Туллашса-урса лӳкеççĕ
Ирсĕрсем этем юнне,
Хăрлатса туртса çиеççĕ
Ырлăх шăмă-какайне.
«Куртăр-и? – тет, мур капралĕ, –
Ку кăсăклă камите?
Тасатса пуçтарăр халĕ
Юлнă юнлă тир-ӳтне!»

АÇТАХА


Çĕр кисретсе-çке кĕрлеççĕ
Утраври аçтахасем.
Вутне-хĕмне сирпĕтеççĕ
Тăтăш ăçта-ха вĕсем?
Хайхи пирĕн Тăхăрккамăр
Тытнă шухăш «вĕçтерме»:
«Пурпĕрех вĕçесчĕ хамăр,
Атту – йытта кӳптерме».
Пĕр сӳренкĕ тĕксĕм кунĕ
Хыпарларĕç пĕр-пĕрне
(Пирĕшти-мĕн хыпар кӳнĕ):
«Вăхăт часрах вĕçтерме».
Сыхлавçисем сас памарĕç
Кайсан лешĕ тĕнчене.
Тăхăркки пăхса тăмарĕ –
Хăвăрт чупрĕ тĕпчеке.
Аçтаханăн пуш варне
Кĕчĕç йăпăрт хăпарса –
Тăххăрăшне вĕсене
Тăчĕ Ангел вăй парса.
Пĕр саманчĕ çав хутра
Пĕр ĕмĕр пек тăсăлать –
Пĕтĕм ӳт-тир шыв вутра
Хыпса шӳнĕн туйăнать.
Çак хутрах çĕр кисренет –
Аçтахи чĕрре кĕрет:
Малалла вăл сирпĕнет,
Анчах мĕнле-ха кĕсмен?
Калле вăрса чăхăмлать –
Ют йĕвене пăхăнмасть!
Самант – Тăхăркка чухлать
(Тарăхмашкăн пухăнмасть).
Аçтаханăн май-шывне:
Хăвăрт калле çавăрать,
Итлемесĕр ун шавне –
Çӳлелле тытса вăрать.
Вут-çунатăн сăмсине
Аçтахи шалт пăхăнать.
Этем пухнă вăйсене –
Пĕлĕтелле чыхăнать.
«Çыхланмасть тек ал-ура –
Аçтахаçăм, ан хăра,
Хывнă çулупа пырах –
Йĕвен – çирĕп алăра».
Тăхăркка та – тăххăрăн
Вĕçсе тухнă паттăрсем –
Вĕсем халь те хамăрăн
Тĕнчери пĕр маттурсем.
Пенемюде утравне –
Аçтахасен йăвине –
Пăр салатрĕç бомбăпа,
Тусса кайрĕ çăвине.
Аçтахи çав хупнă пулнă
Чĕрлĕх шывĕн пуссине –
Чĕрĕ шывĕ тапса тухнă –
Курччăр пурте уссине.

Сĕве Атăла юхса кĕрет

Куçма Турхан


Ту Енчи Çĕршыв

Пирĕн енче хурамалăх,
Хурамалăхра хурт сырать,
Хурт сырать те пыл тăвать;
Пырсам, пырсам, пиччеçĕм,
Пыллă сăра ĕçмешкĕнĕ
Пирĕн енче çăкалăх,
Çăкалăхра пушăтлăх,
Пырсам, пырсам, шăллăмсем,
çав пушăта касмашкăнĕ
Пирĕн енче çаранлăх,
çаранлăхра çырлалăх,
Пырсам, пырсам, йăмăксем,
çав çырлана пуçтармайĕ
— Чăваш халăх юрринчен

1. Çунакан ухă йĕппи

Çĕлен эрни хыççăн çанталăк тепре уяртса пăрахрĕ — ку таврара кашни кĕркуннех пулакан ăшă кунсем персе çитрĕç. Çак ватăлăх ăшши текен хăтлă вăхăт нумая пымасть, анчах унăн, кая юлса килекен юратăвăнни евĕр хăйĕн илемĕ, хăйĕн ытарайми элккенлĕхĕ пур; кĕрхи çутçанталăк чылаях йăмăх тĕслĕ, хăйне кура капăр та эрешлĕ пулсан та, чун-чĕрене ывăнтармасть, пусмасть — кантарать, уçăлтарать, çынна ырă шухăш-ĕмĕтсемпе хăпартлантарса тăрать. Уй-хир йăлтах пушанса юлнă ĕнтĕ, унта халь пĕр çĕмел-сурат çук, улăхра та утă капанĕсем сайра тĕл пулаççĕ; анчах ку кăмăла хуçакан çаралăх мар, çак вăхăтра сарă хăмăллă уй-хирпе ула-чăла курăнакан çаран çине çу каçиччен пĕр канмасăр тăрашнă ĕçченсем çине пăхнă пек пахатăн.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Ишлĕ хули

Тахçантан вара ĕнтĕ сĕкĕнеç
Кай енчен килсе пăлхарсем çине.
Анчĕ караппа пилĕк вырăс кнеç,
Тухрĕ йăтăнса çÿл çыран хĕрне.
Инçе мар кунтан Ишлĕне çитме,
Инçе мар унтан таврăнас тесен.
Ишлĕ тавралла çÿллĕех чикме,
Шал енче хÿме икĕ хут иккен.
Малаллине вулас

"Шăпăр пар-ха"][ Катя Александрова / Katt’ă Aleksantrăvă

Таня патне юлташĕ Вера килчĕ. Малтанах вĕсем иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç. Таня апат пĕçерчĕ, чашăк-тирĕк çурĕ, тусан шăлчĕ. “Шăпăр пар-ха, урай шăлам”, – терĕ Вера сасартăк ялтах сиксе тăрса.
Акă вăл та ĕçе пуçĕнчĕ. Анчах темшĕн ун хыççăн çÿп-çап çаплипех юлчĕ. “Пулчĕ те. Халĕ атя уçăлса çÿреме”, – терĕ вăл тусне.
“Каçар. Анчах ĕçе типтерлĕ пурнăçламасăр ниçта та каймастăп”, – тесе Таня çĕнĕрен урай шăлма тытăнчĕ. Вера кÿренчĕ. “Хăвăра ытла тирпейлĕ пек кăтартатăр”, – тесе алăка хыттăн хупса хăварчĕ.

(c)*

Августа Степанова: Ÿкĕнÿ

Верăна усал хыпар пĕлтерчĕç. Хулана ĕçпе кайнă ашшĕпе амăшĕ аварие çакланнă. Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă…

Кăшкăрса макăрчĕ хĕр ача. “Çук, ĕненместĕп! Ирхине мана юратса хăварчĕç. “Кĕçех таврăнăпăр”, – терĕç. Апла пулсан паян атте-аннене куратăпах”, – терĕ хĕр ача хăйне лăплантарса.Малаллине вулас

Петĕр Çăлкуç: Ачасем валли

Са — са
Са-са-са – улăхра вĕçет сăпса.
Су-су-су – епле хитре сан сассу.
Си-си-си – чăрăш-хыр чи симĕсси.
Се-се-се – пурăнатăп тĕлĕнсе.

Чăмлакансем
Шурик юратать-çке шушкă,
Петя, Павăл – пÿремеч.
Пирĕн туслă пĕчĕк ушкăн
Чăмламасăр çÿремест.

Вăйăçсем
Тухрĕç урама хурсем,
Кăрккасем, кăвакалсем.
Эс те, тусăмçăм, килсем,
Выльăпăр çĕн вăйăсем.

Кулакан Микулай
Кăмăллăн кула-кула
Кунсерен утать шкула,
Кунсерен утать шкула
Харсăр пĕчĕк Микула.

Харсăр Кириле
“Пиллĕксем” иле-иле
Таврăнать шкултан киле,
Таврăнать шкултан киле
Харсăр пĕчĕк Кириле.

Вулама пулать аван
Сулахайран, сылтăмран

Шах-шах-шах – хаш-хаш-хаш!
Шав-шав-шав – ваш-ваш-ваш!
Шăп-шăп-шăп – пăш-пăш-пăш!
Чак-чак-чак – кач-кач-кач!
Çук-çук-çук – куç-куç-куç!
Шăн-шăн-шăн – нăш-нăш-нăш!
Сав-сав-сав – вас-вас-вас!
Рак-рак-рак – кар-кар-кар!
Сак-сак-сак – кас-кас-кас!
Сап-сап-сап – пас-пас–пас!

Йĕркесене вĕçлĕр
Ра-ра-ра – эп тăратăп …
Ри-ри-ри – эсир мана …
Ре-ре-ре – кăчăк туртрăм …
Ра-ра-ра – уттартăмăр …
Ар-ар-ар – ăмăртса пĕрле…
Ер-ер-ер – чун каниччен…
(Урамра, куртăр-и? Петĕре,
Мăйăра, татар, шĕкĕлчер).

Çын пуласси ачаран паллă ][ Екатерина Яшкина / Jekkatterină Jashkĭnă

Çÿлти Турă ирех Çĕр çине ылтăн хĕвел пайăркисене сапаларĕ те çынсем мĕн тунине сăнама шут тытрĕ. Ашшĕ пĕлтĕр илсе панă тетте самосвалпа вылякан Ванюша курсан ăшшăн кулса илчĕ. Шăпăрлан машини çине хăйăр тиет те кăр-р-р! тутарса тепĕр енне кайса тăкать. Ун çине чылайччен пăхса хĕпĕртерĕ Турă.
“Ку ачаран тăрăшуллă, ырă çын пулатех. Теттипе типтерлĕ вылять. Ураписене çĕмĕрмен, кабина алăкĕсем те, рулĕ те вырăнтах”, – шутларĕ вăл.
Тем хушăран Ванюк патне леш касри Миша çитсе тăчĕ. “Пар-ха самосвална тытса курам”, – терĕ вăл. Ванюк турткалашса тăмарĕ, машинине пачĕ. Лешĕ вара теттене хул хушшине хĕстерчĕ те хăвăрт çеç тапса сикрĕ. Ванюк ним тума пĕлменнипе йĕрсе ячĕ.
Туррăн та кăмăлĕ хуçăлчĕ, куçĕсем шывланчĕç. Самантлăха сарă хĕвеле хура пĕлĕтсем хупларĕç. Çÿлти Турă икĕ ачашăн та чĕререн хурланчĕ: Ванюш теттесĕр юлнăшăн, Миша вара пĕчĕклех чунне вараласа çылăха кĕнĕшĕн.
“Ман йĕрки çапла: кашни çын мĕн тунине кĕнекене çырса хуратăп. Ырă ĕçсене – пĕр çĕре, усаллисене – теприне. Ванюка пехиллес, унăн çулĕ такăр та телейлĕ пулĕ. Миша вара кун пекех пулсан инкек нумай курĕ”, – терĕ вăл кĕнекине уçнă май.
Каç пулчĕ. Ванюк хурланса чылай макăрчĕ пулин те канлĕн çывăрчĕ. Пирĕшти ун çийĕн лĕпĕш евĕр вĕçсе ыйхине сыхларĕ.
Миша вара çĕрĕпе вăранчĕ. Ун кравачĕн сулахай енне пĕр хура ар çын мĕлки пырса тăчĕ пек те Ванюкран самосвал туртса илнишĕн мухтама тытăнчĕ. Малалла та çакăн пек усал ĕçсем тумалла терĕ. Ыран унăн велосипедне туртса илме вĕрентрĕ. Çакна чăтаймарĕ Пирĕшти, Миша патне вĕçсе пычĕ.
– Усала ан итлесем. Ыран ирех Ванюка теттине тавăрса пар, каçару ыйт, – терĕ çепĕççĕн.
Миша каллех вăранчĕ те тăрса ларчĕ. Шухăша кайрĕ вăл.
Ачасем, сирĕн шутпа Миша камăн сăмахне итлĕ-ши? Самосвала Ванюка тавăрса парĕ-и е каллех унăн велосипедне туртса илĕ-и?

(c)*