
Геннадий Айхи — … Тĕплĕнрех→
“Аттесен ячĕпе” ярăмран
Пуçламăшĕ
Поэма
1
Туятăп эп: ман пит çинче
вĕри те сарлака куçсем
йывăрланса та юнăхса
çывăхараххăн туртăнаççĕ.
Вĕсем сана йăлтах-йăлтах:
урусене, аллусене,
куçусене, — хĕвел хĕртсе
çÿхен çемçетнĕ çĕмĕрт пекчĕлтĕртетсе, тĕксĕмленсе
ялтăракан куçусене —
сана, сана, йăлтах, йăлтах
курасшăн пĕр пулса, пĕрле,
пĕрле пĕр сулăмлă пуласшăн
çывăхараххăн туртăнса.
Çапла куç сарăлать, çапла
куç уçăлать, çапла тĕнче —
тăват енне çиçен тĕнче —
сарлакаланнă май куçсем
йывăрланса та юнăхса
курма пуçлаççĕ — тĕнчене.
Куратăп эп: пăт-пат тĕссем
пĕрре те сапаланчăк мар, —
вĕсем те йывăррăн куçаççĕ —
йĕр хăварса, тарăнлатса,
мана хăйсен çулне-йĕрне
куç кĕретех кăтартнă пек.
Çапла вĕсем те куçнă май
кĕреççĕ сулăма, вĕсем те
кĕресшĕн пĕр вĕри тĕсе,
кăварлашса-амалашса
хыпа-хыпа ялтăракан
пĕр тĕс пулса çавăрăнасшăн.
Çапла ĕне тирне сÿсен
çав тир çинче, тÿнтер енче,
ялтраççĕ канăçсăр тĕссем
çиçсе, сÿнсе, куçа-куçа…
Çапла шоссе таврашĕнчи
çул хĕрринчи кашни чулах
выртать управлăн та тирпейлĕн —
такам алли çинче выртса
киленнĕ пек. Анчах халь-халь
такам ăна вырăнĕнчен
тапратасран хăранă пек.
Каç çутинче лаç хыçĕнче,
типсе хуралнă вĕлтĕренлĕ
картишĕнче картан-картан
тирпейлĕн, шăппăн выртакан
шур кĕленче катăкĕсем —
таçта çула кайма тухса
канмашкăн чарăннă пек… Тапăр
халь-халь çула тухас пекех…
Пĕр тĕс те çук — лăплантарса,
эп ăнланса-пăхса канмалăх,
халь ман пĕр çавăнпа кăна
курас килет мĕн те пулин, —
ăнланмалли, хам тунă евĕр,
ман пулнă пек — ăнланмалли.
Эп çавăнпа кăна курасшăн
сана, сана — йăлтах, йăлтах, —
хама хам çухатса, манса
курасшăн сан куçусене —
вĕç-хĕрсĕр пысăк пулнă евĕр
туйăнакан куçусене…
Пĕр вĕсенче çеç маншăн халь
ялтраççĕ эп ăнланмалли
чĕлтĕртетсе çунан тĕссем,
мана вĕсем асилтереççĕ
эп ывăнсан, куçа хупса,
таçта хамрах, хам витĕрех,
манрах çĕкленнĕ тĕссене
хам ăнланса тинкернине…
Эп сан куçусенче кăна
упрайăп вĕсене — унта çеç
вĕсем пĕлтерĕç пурнăçа…
Туятăп эпĕ — аллăмсем
ак туртăнса йывăрланаççĕ,
çак туртăну, çак ырату
куçса пырать мĕнпур ÿте,
кăшт çурăм шăнăрне пушат çеç,
кăшт тайăн çеç — сана ыйха
туртма пуçлать… Кашни сĕвем
ыратнипе йывăрланса
ыраттарать — йĕри-тавра.
Вара йăлтах, мĕнпур ÿтре,
манра йăлтах — пĕр ырату.
Ман сăввăмсем те çавăнпа —
чĕлхесĕр пулнă ачана
çапсан, вăл вăрăм та илемсĕр,
хĕрÿллĕн кăшкăрнă пек çеç…
Илтетĕп эпĕ — сасăсем
пĕрне-пĕри шыра-шыра
туртăннине-кĕрленине.
Ту-сăртлă çĕрĕн, кăнтăр çĕрĕн
виç ĕмĕр пурăнан концерчĕ
йăлт манăн пÿлĕме тулса
çавăрăнать те силленет,
йĕрет те çапăнать хăватлăн,
лачкам шÿсе йывăрланать.
Анчах çак сас та, çак кĕрлев те
хăй вăйĕпе çеç туртăнса
хăй çеç пурăннипе ман чухлĕ,
ман вăхăт чухлĕ пурнаймасть…
Вара пăшăлтататăп эпĕ
хампа кăна… Çапах, çапах та, —
илтес килет ман урăх сас —
ĕшеннĕ йытă хăй ятне
ÿтпе туйса итленĕ пек.
2
Пĕр ÿт сĕвемĕ тепринчен
урăхларах пулнипеле
чĕре ÿтне ыраттарса
тивни те — пĕринчен тепри
урăхларах. Ман йынăшу
манран килет-и?.. Чĕрĕ ÿт
ыратуран хăтăласса
туртăнни çеç ку…
Ман ÿтри,
манри кашни йынăшăва
илтмелĕх сас-хура тума
пулăшакан çăвар ăшши
пĕр сивĕнсе, пĕр ăшăнса
ылмашăнса тăнипеле
сассем те тĕрлĕ…
Пĕр пулса,
пĕр пысăк вăй ячĕпеле
ыратнипе, çак сасăсем
пĕрле пулса, пĕр сулăмпа
çавăрăнса йывăрланасшăн.
Çапла эп, — хам сисмесĕрех, —
ыратуран хăтăлма çеç
пĕччен пăшăлтататăп… Ман
сăмахăмсем — мĕн те пулин
илес те туянас тесе —
тахçан ÿте ыраттарса
вĕреннĕ сăмаха-сасса
хам тĕллĕн çеç калани мар…
Пĕчченлĕх тенĕ сăмаха
шухăшласа кăларнă çын —
пĕрремĕш çын — вăл, ман шутпа,
утрав этемĕ пулмалла…
(Çын хушшинчи пĕчченлĕхе
урăхларах та калама
май пулнă пуль…) Утрав çинче
сутмаççĕ ним те… Сăмахсем те
унта — пăшăлтатма анчах…
Утрав пек вăрманта, каçпа,
ват чăрăш тăрринче ларать
пĕччен пĕр карăш… Таянать
вăл йывăçăн вулли çумне,
ун кушăрханă урисем
туратăн хуйăрĕ çине
çывăхараххăн тĕртĕнеççĕ.
Йывăрланса ĕнтĕркекен,
пĕччен, сас-чÿсĕр шăнакан
ват йывăçăн салху сивви
хуллен шуса витме пуçлать
ват карăшăн урисене,
шала — чĕр ÿт вăйсăрланса
артаклăн, хурлăн тапакан
вĕри тĕле — çитет… Вара —
ват карăш кăшкăрать — хăй те
сисмесĕр, — ывăнса, салхуллăн…
Ку — пĕр йăх тепĕр ют йăха
вилме пами йыхравласа
пĕчченлĕхрен — ăшша, ăшша —
çĕкленĕве, хÿтленĕве
вĕрин чĕнсе ÿкĕтлени…
Каллех пуш пÿлĕмĕн сивви
урасене витет. Хуллен
çÿле вăл хăпарать. Часах
шăнма пуçлаççĕ алăсем.
Вара эп кантăк умĕпе
утса çÿретĕп каллĕ-маллĕ…
Илтетĕр-и — таçта инçе
карлаттарса шатăртаттарнăн
тем кăшкăрнă пек туйăнать?..
3
Кая юлса вăраннипе
питÿ сан шыçнă пек. Эс лар.
Пĕрремĕш хут аслатие
илтсе тĕлĕнекен ача
тÿпенелле тинкернĕ евĕр —
сан куçусем куçаççĕ — çирĕп,
çине-çине… Сасартăках —
тем тупнă евĕр чарăнаççĕ…
Мĕн каласа парас сана?
Эп ача чух хур кĕтÿпе
йăмралăх айĕн ялалла
анни çинчен-и?.. Пÿрт-çурта
анне çап-çут çуса тасатнă.
Кăмакана ик си шăлса,
ик хут шăлса таса шуратнă.
Анне хуран çакать. Вара
выртатăп эпĕ сак çине.
Турат çунса шатăртатни
хурсем шуйлашнăн туйăнать…
Эп ыйăха путса шутлатăп:
халь вут тивет вĕт-вĕт хыпса
хуранăн хăрăмне… Вара
шăваçĕ вĕтĕ те хитре
хĕмсем, — каç кÿлĕм çырлана
пĕр ушкăн каякан хĕрсем пек…
4
Тин калаçма вĕреннĕ пек —
тасаччĕ манăн сăмахсем…
Нумайччĕ-и вĕсем, сахал-и —
пурĕ пĕрехчĕ маншăн. Эп
утма вĕренекен ача
пĕр хăй çеç пулнă пек — пĕчченччĕ.
Эп çак пĕчченлĕхе пĕлетĕп:
пĕр вырăнта анчах тăрсан
вăл ытларах сисĕннипе
куçас килет, — шăв-шав туса
мĕне пулин те — сĕртĕнсе
пăхас килет, — çывăхалла…
Сана витмерĕç сăмахсем,
вĕсем — ыттисенни пекехчĕ…
Пур хускану та, аллăмсем
ыратнипе çеç туртăнни те —
ним те ăнлантарса пама
пултараймарĕç пурпĕрех…
Ак халь — çак пÿлĕмре ик çын.
Епле санпа халь калаçас,
епле сана халь пĕлтерес
эп пÿлĕмре каçпа пĕччен
вăранасран хăранине?
Япаласем çине пăхса
вĕсем куçманнинчен, вĕсем
япаласем çеç пулнинчен
хăранине?.. Камсем вĕсем —
çав антитезис, тезис тенĕ
сăмахсене шухăшласа
кăларнă этемсем?.. Халь пĕтрĕç
сăмахăмсем те… Мантăм эп
мана çын хушшинче вĕрентнĕ
хусканăвăмсене йăлтах…
Сенкер те тĕксĕм — пÿлĕмре…
Таçта инçе темскер кĕрленĕн —
тем пусарса-пусса пырса
ÿссе кĕрленĕн туйăнать.
Халь тĕксĕм пÿлĕм варринче —
ик çын — пĕччен. Ик çын пĕрле —
халь пĕр мĕлке, пĕччен мĕлке пек.
Сас çук, пĕр çак мĕлке çеç тĕрлĕ
калăпланса улшăнни çеç —
ÿссе, чакса та сарăлса
ылмашăнни çеç курăнать…
Тен, çакă çеç — мĕнпур ÿт-пÿ
хăватлăн ыратса, мĕн пур
хусканусем пĕрле пулса
тем пĕлтересшĕн туртăнни, —
тен, çакă çеç çĕнме пултарĕ —
ÿт ăшшипе, сивĕнесрен
шикленнипе туртăнакан
ÿт ăшшипе, йывăрланса
туртăнакан ÿт ăшшипе?..
Ик çын пĕрле — пĕччен мĕлке пек,
таçта инçе кайма тухса,
çул-йĕр вĕçне çитессине
шухăшлама манса, аташнă
мĕлке пек… Тĕксĕм çутăра
пĕр хулăн мăй çеç палăрать —
хăватлăн туртăнса, хăй пек
вĕрин туртăнакан ÿте
тĕл пулаймасăр йывăрланнă
тăнлав çеç палăрать кăштах…
5
Тупмалли
Чĕр вăй таппи, тулли-тулли,
таса-таса çĕкленнĕ май
хăй куçăвĕн сулăмĕпе
хăйне хăй тасатса, хăйне
тарăнлатса, ирĕклетсе
хăйне хăй лăпкă тĕс парать.
Йĕпеннĕ астра чÿхенсе,
куçа туртса, илентерсе
пĕр туйăм хăварать ăшра —
ÿтре тем ăшăнса, хуллен
ывăнтарса пĕр-ик сăмах
калас килтернĕн туйăнать…
Çапла эс — лăпкă чух… Анчах
калаçнă чух та утнă чух
эп сан вăйна, ун тупсăмне,
тен, ытларах ăнланаятăп —
сан вăй таппи çĕкленнине,
вăл туртăнса, ирĕкленсе
илемлĕн куçнине ун чух
хам курнă евĕр туйăнать…
Ун чух кашни хусканăву —
пĕр-пĕринпе килĕштерсе
сулмаклăланнă пек. Пĕр вăй
тепĕрине куçса, хăватлăн,
пĕр пĕтĕм ирĕк вăй пулса
лăпланайман пек… Сан упу
йывăрланса пырса, пĕрмай
сулăмланса, таçта инçе
тĕл пур пек туртăнса çав вăйăн
çĕкленĕвне кăтартнă пек…
Кайран, аса илсен, мана
çак талпăну та туртăну —
ялтравлă тĕксĕм кĕленчен
леш енĕпе тĕм хĕрлĕ ярăм
куçса чÿхеннĕн туйăнать…
Сан вăй таппи вăл — хăвăнта,
таса илем ирĕклетсе
çĕкленипе, санри çак вăй
тĕнчен пĕр вĕçсĕр хусканса
çаврăнакан хăватĕнчен
ирĕклĕрех пек туйăнать.
Кашни хусканăву, кашни
çĕкленĕвÿ — эс такампа
кĕрешнĕ пек, эс такамран
уйăрăласшăн пек, никам
хальччен курман хусканусем
хальччен курман ирĕклĕхпе
халь-халь пĕр илеме кĕрсе
куç умĕнче курăнас пек…
Çапла эс, ху сисмесĕрех,
утса-куçса çÿренĕ май,
калаçнă чух та, кулнă чух та —
ху хăватушăн, ху вăюшăн
шав кĕрешетĕн — чĕр тĕнчен
туртăнăвне те йĕркине
çĕнсе, ху илемне те хăвăн
вăйна таса упранă май,
тата ирĕклĕрех, тата
илемлĕрех куçасшăн пек…
Тĕнче тулли тулса, унти
мĕнпур çутта пĕрлештерсе
вĕçĕ-хĕррисĕр куçакан
хăват та — нихăçан сана
канма памасть, — сан куçусем
пĕр-пĕр ахаль калаçура та
ялтраççĕ йывăр туртăнса.
Пуçа таяссисем, алла
сулса саламласси те саншăн —
эс тем çинчен шухăшласа,
илтми-курми пулса, сисмесĕр
ятне туса илни кăна…
Ăçта эс халь? Кам çуртĕнче
куçса çÿретĕн эсĕ халĕ?
Çук, эс — эп пĕлнĕ, эп юратнă
хĕрарăм мар… Вăл, çав хĕрарăм,
ман çуртăмра пурăннăскер —
йăлт урăхчĕ… Вăл пĕчĕк сфинкс пек
çывратчĕ аллăм çийĕнче.
Ирпе сенкеррĕн курнакан
и к хупă куçăн путăкне
салхун сăнаттăм эпĕ: кам эс,
санра-и ман шăпам тени?..
Кашни хусканăвĕ ялан
ун тем тытса тем чарнă пекчĕ.
Вĕçне çитмен пек туртăнма,
ирĕкленме хăранă пекчĕ.
Кĕпе çанни таврашĕсем,
ал çумалли савăт-сапа та,
пÿлĕмсенчи япаласем —
пурте йăлтах — ун утгине те,
кашни хусканăвне те, — йăлт
япаласемшĕн, пÿлĕмсемшĕн
виçевлĕ тунă тахçанах, —
юраттарса, картне лартса,
япаласен ушкăнĕнче
пурăнмалла туса…
Ăçта-ши
эс халь, — епле-ши хÿтлĕхÿ?
Епле-ши сан ирÿ-каçу,
ман сфинксăм?.. Эс кайсан кăна-и
эп тупрăм санăн тупсăмна?..
6
Тупмалли
Çапла, юлташлăх тенине
вĕсем ÿтпе кăна туяççĕ.
Пĕрин ÿт-пĕвĕ теприне
лексе пырсан çеç — çул çине
тухма хăяççĕ. Çул пирки
шухăшласси те малалла
туртăнасси-и, — çук, ку мар
пср ÿт тени тепĕрине
лексе пыни çеç. Тачăрах
лексе пыни çеç, — кĕрлесе,
вĕт курăк вĕçтерсе килсе
хăватлă çил сĕртĕнесрен
хăрани çеç…
(Камсем ăна —
çиле — çак вĕçсĕр тĕнчере
чи пĕчченни тесе шутлаççĕ? —
Хăватлă çилĕн юхăмне
лексе хуралнă курăксен
вĕт çулçисем куçаççĕ те —
вĕсем темскер пĕлтернĕн, эп
кĕрлев çуралнине илтетĕп.)
7
Тупмалли
…Ку — ун чух марччĕ. Эп ун чух
пĕлместĕм çак йывăрлăха.
Тÿлек шыва тинкернĕ пулăç
вăлта çиппи карăнасса
сыхланă пек сăнаттăм эпĕ
куçсен хăрпаххисем сасартăк
кăшт авăнса туртăнасса.
Çук, ку вăл — урăх çулхинеччĕ…
Ун чух — куçран кăна пăхаттăм,
куç хăрпаххисене пĕрре те
эп сăнаман. Асăрхаман.
Çапах — хама астутарса
каламаллаччĕ: ĕлĕк хушăн
пĕлеттĕн-çке пĕр йĕркене:
айван çура итлемесессĕн
е манăçса каяс пулсан
ăна чарма пĕр паллă пур,
çакна мĕскершĕн мантăн эсĕ,
ма каламарăн эс: «Тубо!..»
Мĕскершĕн хăвăн вăй-хална,
«эп» тенĕ халăн çутине,
хăвна — йăлтах — тĕпрен, шалтан,
пур тĕлĕкÿ таранчченех —
эс çут çанталăк çутинче
таса саспа сăмах туса
янратаймарăн килĕшÿллĕн?..
8
Тупмалли
Анчах пуçламăшĕ — ялан
çапла вăл…
Тĕлсĕр сисĕм-туйăм
хăй тĕллевне тупса, унран
сăнар туса çав сăнарта
тĕнчен вĕç-хĕрсĕр илемне
пĕр туйăмра пĕрлештерсессĕн, —
çак вăй Пурри, çакна тупни,
çакна пĕр-пĕр пуласлăхра,
пиртен илме пултарасси —
сасартăк, çиçĕм пек шартса,
«çын» тенĕ тĕнчене хăватлăн,
тĕпрен улăштарса кĕрет…
Чун çеç-и, — ун чухне кашни
сисев тымарĕ таранччен,
йăлт кисренет этем… Ун чух,
тен, — иккĕмĕш çуралура —
пур туйăм та… Ун чух тĕнче,
ун вĕçсĕрлĕхĕ, ун çути —
куç умĕнчех çуралнă пек…
Çак кисренÿ иртсессĕн çеç
кĕтрет çути пек çывхарать
чун тăнăçлăхĕ, — пиллĕ канлĕх;
чун çÿллĕшĕ те палăрать
таса ăс-тăнăн тÿпинче;
ăс-хакăл, музыка пулса,
янранине ун чух туятпăр…
Вăл — пирĕн музыка… Анчах
тĕнче ăс-тăнĕн сассипе
вăл тÿпери пек калаçать,
çав вăхăтрах вăл — юнашар, —
çумра, пур хапăл кăмăлта…
Эпир «пĕртен-пĕр ку» тесе
чĕрешĕн палăртнă чунра та,
тăван ăсра та сас парать
ун килĕшÿллĕ янăравĕ.
Августăн 8-15-мĕшĕсем, 1957,
Çĕньял
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ