[poemă sypăkĕ]
Питех сухал та тĕксĕмлетнĕ,
çапах та камшăн та пулсан
пулас килет алла вĕрентнĕ
упа çури пек хушăран.
Эп хам вăя шанми пулсассăн,
вĕчĕхÿ çеç юн таппинче
хĕрхÿн йÿçмешкĕн пуçласассăн,
ÿт-тир сисмелĕх пит çинче
вĕри куçсен мускулĕсем
йывăрланса туртăннине те
туймалăхах пулса çитсен –
епле пулин те, кам патне те
пулин – каçпа е ирхине –
сăлтавсăр-мĕнсĕрех кĕресчĕ,
вĕри вителĕкÿ çине
çил шăнтнă пуçăмпа ÿкесчĕ.
Сан аллусен вĕрилĕхне
туясчĕ çеç… Вара – çитет те:
каллех пĕлетĕп – эс шанан.
Эс маншăн Атăл та, анне те,
çĕршыв пек кирлĕ эс мана.
1954-1956, Мускав
Куна Килĕштерес:
Килĕштерес Загрузка...