Улшăнанçи пулать те уйăх… ][ Marină Kar’akĕnă / Марина Карягина


Улшăнанçи пулать те уйăх —
Каллех тулса çавраланать:
Çав ĕмĕрех — пуçра — çав хуйăх:
Паян ăнман — ыран ăнать!

Таçта шăтса ÿсни! /Çи! тейĕн:
Çеçке марах халь тин — улма/
Хум юххипе ăçта çитейĕн?..
— Мăн тинĕс йывăçĕ пулма!

Асри ÿкерчĕк е пуласлăх,
Е çак самант — ик куç тулли:
Эп хамшăн хам тĕнче пек аслă
/Тĕнчишĕн хамăр — йыт кулли…/

Пăтрав килсе пăтрантарать-и,
Утрав шырать-и пан улми… —
Пит ан хĕрхен: этем ăрачĕ
Пĕтсех пĕтмен-ха ним юлми.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s