Юрий Скворцов: Парăм

Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→


Июль уйăхĕнчи пĕр сулхăнрах кун уй урлă каякан урапа çулĕпе пĕр çамрăк çын утрĕ. Вăл фуфайкăпа, ваткăллă шăлаварпа, ботинкăпа. Кивĕ вараланчăк карттусне вăл вăрман хĕрринче çырмана вăркăнтарса хăварчĕ.

Пĕвĕпе вăл вăтам, те кутамкки йывăр пулнипе пĕшкĕнерех утнăран — хăй кăшт курпунтарах пек курăнать. Çырă çÿçĕ çăра. Сăн-пичĕ, хĕвелпе, тарпа пиçĕхсе, хуралса, кĕреленсе ларнă, хытăрканă: çамрăклăх тĕсĕ сахал юлнă. Сăмса çунаттисем тĕлĕнчен те, куç пакăлтисенчен те йĕрсем анаççĕ. Куçĕ хăмăр, куç харши — хура та çăра.

Малаллине вулас

Николай Ишентей: Ят валеçни

Юмах

Ку ĕç Сарă Кун çĕр-шывĕнче пулнă. Сĕм авалтанпах кунта пурăнакансене пурне те тивĕçлĕ ятпа чĕннĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен çеç кашнин уйрăм ят пулман.

Аслă Ырă çак çитменлĕхе пĕтерме шутланă. Вăл кашни чечеке тивĕçлĕ ят валеçме Хĕвелпие хушнă.

– Ят тени сăн-сăпата мар, хуçин кăмăлне палăрттăр. Çак ĕçре сана Суккăр Кăвакарчăн пулăшĕ, – ăнлантарнă Пÿлĕхçĕ Хĕвел хĕрне, унтан Хĕвелпие чылаях йывăр кушел тыттарнă. Унта тулли çыруллă çулçă, çырăвĕнче – чечек ячĕсем.

Хĕвелпи кушеле çĕклесе асамат кĕперĕпе Çĕр çине аннă. Унăн хулĕ çинче Суккăр Кăвакарчăн ларнă. Ят валеçессине пĕлсен чечексем питĕ савăннă, черетленсе тăнă. Хĕвелпи малти пĕр илемлĕ чечекрен ыйтнă:

– Эсĕ мĕнле ят илесшĕн?

– Çынна илемлĕхе курма вĕрентесчĕ çеç, хам ят-сумсăр та пурăнма хатĕр, – тенĕ лешĕ сапăррăн. – Халĕ маншăн ниçта та кун çук: хирте ÿсетĕп – илеме хапсăнакансем татаççĕ, хуçа пахчине куçатăп – мулшăн сутса яраççĕ. Илем тĕнчине ниепле те çакланаймастăп.

Хĕвелпи кушеле уçнă. Суккăр Кăвакарчăн унтан пĕр çулçă туртса кăларнă та чечек еннелле тăснă. Çак самантра тÿперен çиçĕм çĕмренĕ аннă та, çыруллă çулçă çунса кайнă. Чĕптĕм кĕл кăна çĕре ÿкнĕ. Кĕл чечек ят пама тивнĕ вара хайхискерне.

Кĕл чечек тата илемленнĕ, анчах ăна никам та хапсăнса татма пултарайман – турат çинчи йĕпсем илеме хÿтĕленĕ. Кĕтмен çĕртен Кĕл чечек илем патши пулса тăнă.

Ят валеçÿ малалла пынă. Хĕвелпи саркаланса ларакан чечекрен:

– Сана тата мĕнле ят кирлĕ? – тенĕ.

Лешĕ тĕсне çухатнă пĕртен-пĕр çеçкине каçăртнă та çапла каланă:

– Манăн ятăм чи чапли, чи сумли, чи янравли пултăр. Эпĕ тĕнче илемĕ пуласшăн.

Хĕвелпи кушеле уçнă. Суккăр Кăвакарчăн ят-сумшăн çунакан чечеке ят ывăтса панă. Çав самантра çавра çил çаврăнса килнĕ, çыруллă çулçă та, тĕссĕр чечекĕн пур-çук çеçке ярапи те вĕçсе кайнă. Кукша Пуç ятпах çырлахма тивнĕ апăршан.

Çапла майпа Хĕвелпи Суккăр Кăвакарчăн пулăшнипе черетре тăракансене пурне те ят валеçсе тухнă. Пĕр пĕчĕк ырханкка чечек кăна, чи хыçалта тăраканскер, ятсăр юлнă, мĕншĕн тесен ун патне черет çитиччен кушел пушаннă.

Ят валеçекенсем ĕçе вĕçлесе кайма пуçтарăннă, анчах сенкер куçлă ырхан чечекĕн вăйсăр сасси Хĕвелпие чарăнма хистенĕ.

– Ах, анчах, Хĕвелпи, мехел-сунăм çитĕ-ши? Мехел-сунăм çитсессĕн мерчен пĕрчи пулăттăм, куç шăрçине куçăттăм, – пăшăлтатнă ырхан чечек.

Вăл хăйне ятсăр хăварнăшăн пачах та кÿренмен иккен. Кÿренме мар, пĕрре юратса, тепре хĕрхенсе туртăннă Суккăр Кăвакарчăн енне. Çав самантра тÿпе маччи шăлтăр-шăлтăр-шăлтăртик! уçăлнă та – ятсăр чечеке пăр çапнă. Вăл пайăн-пайăн вакланнă, шăрçа сапнăн сирпĕннĕ. Сасартăк Суккăр Кăвакарчăн курма пуçланă. Сенкер чечек кайăкăн куç шăрçине куçнă иккен.

Кăвакарчăн та чечеке шелленипе йĕрсе янă. «Пулин-пулмин куç çути – тĕксĕмленчĕ чун çути», – хурланнă вăл. Кайăк куççулĕ тумланă вырăнта кĕтмен çĕртен сенкер куçлă чечек çĕнĕрен шăтса тухнă.

Çакăн хыççăн ятсăрскер тинех ырă ят илнĕ – ăна пурте Кăвакарчăн Куçĕ теме пуçланă.

Александр Артемьев: Ан авăн, шĕшкĕ!

Александр Артемьев

Александр Артемьев — профессилле çыравçă, литератор. Шкултан вĕренсе тухсанах вăрçа кайса Германи, унтан Япони хирĕç çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Вăрçă хыççăн Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă… Тĕплĕнрех→


Ан авăн, шĕшкĕ!

Калав

Хĕвел инçетри тусем хыçне пытанчĕ. Пин-пин çутăпа йăлкăшма пуçларĕ айлăмра ларакан Порт-Артур. Тинĕс çинчен нÿрĕ çил вĕрме тытăнчĕ. Пулăçсен шурă парăслă
киммисем пĕрерĕн-пĕрерĕн çыран хĕррине пырса чарăнчĕç.

Илемлĕ-çке эсĕ, Маньчжури каçĕ!

Çакăн пек çуллахи ăшă каçсенче эпĕ илĕртÿллĕ кăнтăр çанталăкĕпе сахал мар килентĕм. Анчах кĕçĕр кунта, ют çĕршывра, мана нимĕн те илĕртмест. Пĕртен-пĕр ĕмĕтĕм — Тăван çĕршыва хăвăртрах çитесси. Çуралнă ялăмра тăватă çулталăк хушши пулаймарăм, çамрăксен уявĕсенче савăнса çÿреймерĕм. Мĕнле-ши халь унта? Çак ĕмĕтпе çĕкленсе, порт еннелле васкатăп, ту хушшинчи ансăр, кукăр-макăр сукмакпа тинĕс хĕрринелле анатăп, аллăмри чăматан йывăрăшне те, кутамкка çакки хулпуççие каснине те сисместĕп.

Тăван çĕршыва кайма тухнă салтаксем порт çывăхĕнчи пĕр пысăк сада пуçтарăннă та пăрахут килессе кĕтеççĕ. Унта та кунта вут çути ялкăшать: салтаксем каçхи апат пĕçереççĕ. Йĕри-тавра калаçса кулни, юрлани илтĕнет.

Эпĕ, ушкăнтан ушкăна çÿресе, хамăр енчисене шыратăп. Сасартăк çывăхрах чăваш юрри илтĕнсе кайрĕ, анчах сăмахĕсем… «Она вон, шишка, она вон…» шăрантараççĕ иккĕн, чăваш сăмахĕсене вырăсларах каласа. Эпĕ, ним шутласа тăмасăр юрлакансем патне, пĕр лапсăркка улмуççи айне, чупса пытăм.

Малаллине вулас

Ева Лисина: Çăкăр чĕлли

Ева Лисина

Ева Лисина çинчен… Тĕплĕнрех→


Çăкăр чĕлли

Калав

Вăрçă хыççăнхи çулсенче выçăпа
вилнĕ Çĕньял ачисене асăнса

Паян, каçхи апат вăхăтĕнче, пирĕн каллех çăкăр çитмерĕ. Çакăншăн мана ÿпкевлĕ сăмах тиврĕ.

— Тĕлĕнетĕп санран, Еля, — терĕ манпа пĕрле пурăнакан юлташ хĕр. — Мĕнле йăла вăл: эсĕ апат хатĕрленĕ кун яланах çăкăр çитмест? Кулăшла этем, вунă пус укçуна шеллетĕн-и?

Малаллине вулас

Любовь Мартьянова: Шурă юр юрри

[căвă пайĕ]

Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,
Çавраçил юрри эп, шурă юр юрри.
Тарăн кăпăш кĕртĕн,
Шăннă хытнă çĕрĕн
Шанчăк пек хĕрÿллĕ чи вĕри юрри.
Малаллине вулас

Любовь Мартьянова: Эсĕ – юрă

Эсĕ – юрă. Эп – чĕлхесĕр юрăç.
Пирĕн пĕрлĕх çуккă. Çул та ик енче.
Сан патна пырсассăн, тĕлĕнсе, тен, кулĕç:
“Тупнă, – тейĕç, – юрăç, эй, тĕнче!”

Эп чĕлхесĕр юрăç, эсĕ юрă.
Сан çинчен юрлатăп сассăр, ĕмĕтпе,
Тен, такамшăн пулĕ чăннипех те кулă…
Вĕсем пек юрлаймăп. Юрлăп чĕрепе.

* * *
Йĕрес пулсан – ăнланĕччĕç,
Йĕрес пулсан – каçарĕччĕç,
Куçран пăхса,
Вăй-хал парса,
Телей енне каçарĕччĕç.

Ăнланĕç-ши самантлăха
Куççульсĕр хыт чăтăмлăха?!.

* * *
Эп, сан патна пырас тесе,
Мăкăньрен хĕрлĕ сăн çаптартăм,
Шăплăхран ăш сăмах пуçтартăм.

Пытăм та –
Ытла хĕрлĕ терĕн.
Ытла ачаш терĕн.
Тиркерĕн.

* * *
Суя сăмах
Тухать те çын çине –
Ун ĕмĕлки –
Пуш-пушă ахрăм –
Суя сĕмне илсе,
Янрать пĕр хушă
Çурса чĕресене.

…Ял вĕçенче,
Çул юппинче,
Сив çил çинчех
Тăрать хĕрарăм.

* * *
Эй, юрлаттăн юррине!
Эй, калаттăн кĕввине:
“Ташла, ухмах,
Илсе парап пушмак;
Çÿллĕ кĕлеллине,
Вуник тÿмеллине”.

Эй, ташларăм,
Эй, ташларăм!
Ура кĕли ывăнчĕ,
Урай хăми авăнчĕ.

Кĕвĕ-çемĕ пĕтсессĕн,
Пуçа шухăш сырăнчĕ.
Ухмах ятне илтсессĕн,
Вĕри кăмăл сивĕнчĕ.

Атя пĕрле тухар-и,
Атя пĕрле ташлар-и?
Эпĕ илтнĕ сăмаха
Иккĕн пĕрле пайлар-и?

Любовь Мартьянова: Вĕсем пек юрлаймăп, юрлăп чĕрепе

* * *
Ытла та канăçсăр ку шăплăх.

Шур юр çинче –
Хытса хуралнă туратсем –
Пăрланнă çĕленсем выртаççĕ.

Шур купасем –
Сасне çухатнă упасем –
Мăраннăн тĕлĕрсе лараççĕ.

Ытла та канăçсăр ку шăплăх:
Халь-халь çĕлен шуса тухас пек,
Халь-халь упа урса каяс пек.

* * *
Пÿлĕм тулли хурлăх пулчĕ.
Ют çын килчĕ, тăван килчĕ –
Чун хурланчĕ – чармарăм.

Пÿлĕм тулли савнăç пулчĕ,
Ют çын килчĕ, тăван килчĕ –
Сăн çуталчĕ – чармарăм.

Çичĕ çырма леш енчи икĕпите манмарăм:
Хурлăхра та, савнăçра та çывăха ямарăм.

* * *
Кашни каç
Шăплăх манпа калаçать.
Хăш чух сасăпа,
хăш чух сассăрах сăмахлать.
Вăл ялан мар:
çывăрма выртсан – калаçать,
шухăша путсан – калаçать.
Мана йывăр чухне,
эп пĕчченçĕ чухне,
сан вырăнна
хăш чухне
калаçать.
Е кирлех те пулсан –
ятлаçать,
Эп савăнсассăн –
савăнать.
Кашни каç
шăплăх манпа калаçать…

* * *
Шурă терĕç, шурă терĕç,
Шурă тесех шутларăм.
Сăнасарах пăхрăм та –
Шурă мар-мĕн, шупка-мĕн.

Лайăх терĕç, лайăх терĕç,
Лайăх тесех шутларăм.
Сăмах хушса пăхрăм та –
Лайăх мар-мĕн, япăх-мĕн.

Çын калани – виç çула,
Хам ăнланни – çĕр çула.