Чăваш Турри – Кĕлĕ ][ Анатолий Кибеч


Анатолий Кибеч / Anatolij Kipec

Ефимов Анатолий Ильич Чăваш Енĕн Канаш районне кĕрекен Чулкăмака ялĕнче çуралнă. РФ ÇП пайташĕ (1998), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ (1976), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1977). [wiki] «Юратнă юрăсем» (1995); «Пурнăç çулĕ такăр мар» (1995); «Чăваш пулма çăмăл мар» (1996); «Хĕç тумалли хурçă» (1997); «Юратусăр телей çук» (2000); «Улăп таврăнни» (2001); «Пурнăç кĕнеки» (2002); «Кĕлĕ» (2004); «Шартлама» (2005) кĕнекесен авторĕ. [wiki]

“Кĕлĕ” кĕнекинчен илнĕ малаллахи текстра Анатолий Кибеч хăйĕн тытса тăракан е шухăшласа кăларнă тĕн кĕллисемпе пайлашать. Калуçăн шухăшĕ тăрăх кашни халăхăн хăйĕн турри пур. Автор турă вăл – усалтан хăтаракан пĕр-пĕр  хăват тесе, суя турă тăратса лартать. Кĕнекене этнорелиги, нью эйдж, ăрăмпа тĕшмĕш тавраш вĕрентекенĕсем куллен цитатăлаççĕ. Вапа çакă кĕнеке хăйне евĕр культ пулса тăчĕ. VulaCv ку проза хайлавне ăс-хакăлĕ енчен хавшак тата турра пĕлми çынсемшĕн ырă мар тĕслĕх, унсăр пуçне нацилĕх туйăмĕсене урлă кĕрсе çынна тĕрĕс тĕнрен суптаракан сиенлĕ вĕрентÿ шутне кĕртет. Анчах çак хайлав урлах халăхла çĕнĕ е çĕнĕрен чĕртнĕ тĕнсен хавшак, теологи енчен ансат тата пăтрашуллă шухăшĕсем çинчен пĕлÿ илме пулать. 


Кĕлĕ


Умсăмах

Sijen3

• Çын

ушкăнне усал

сунни

• Ушкăна хирĕç

юри суйса

элеклени

• Тĕн

пăтрашăвĕ

• Суя

япаласене

пуççапма

чĕнни

• Тĕшмĕш,

ăрăм

XXI ĕмĕрте глобализаци туртăмĕ вăйланнăçемĕн йышлах мар халăхсен шăпи пушшех йывăрланса пырать. Ыттисемпе хутăшса кайса пачах çухалас хăрушлăх та куçкĕретех, уйрăмах чăвашсемшĕн. Шел пулин те пирĕн пурнăç хамăрăн шухăшлава пăхăнса майлашăнса пыраймарĕ. Хусан ханстви вăхăтĕнче тутар йĕрки алхасрĕ, Раççейпе пĕрлешсен – вырăс еннелли туртăм вăй илчĕ, коммунизм тапхăрĕнче Маркспа Ленин вĕрентĕвĕ пуç пулса тăчĕ. Пирте ытларах ыттисен ăсĕ хуçаланчĕ. Чăваш шухăшлавĕ хăйне упранса юлма пулăшакан пурнăç йĕркипе ĕненĕве çирĕплетеймерĕ. Çавăнпа та паян хамăр Туррăмăра шанса ырăпа асăнни пĕртте ытлашши мар. Атьăр-ха çакна йăлăнупа ÿкĕнÿ юрринчен пуçлар.

***

Эй, Çÿлти Турă, Аслă Турă, Чăваш Турри! Çĕр çинче пĕр пек курăк çук, пĕр пек йывăç çук, пĕр пек çын çук, пĕр пек халăх çук. Кашнин хăйĕн сăн-сăпачĕ, чунĕ, хăйне сыхлакан Турри. Чăваш çыннин те çавах. Эй, ман Туррăм! Сана кÿрентерекен сахал мар тупăнчĕ. Эсĕ пĕртен-пĕрре пулса пирĕн пата тĕрлĕ ятпа килтĕн. Санран: Хĕвел турринчен, Уйăх турринчен, Çĕр турринчен, Шыв турринчен кулчĕç! Хăйсен турри çын евĕрлĕ пулнипе мухтанчĕç. Чăваш шутлать урăхла: çын вăл нихаçан та Турă шайне çĕкленеймест. Çынран Турă тума кирлĕ мар. Чăваш Турри хăйне евĕр — кашнине пурнăç парса пулăшса пыракан, усалран сыхлакан хăват, халăх хÿтлĕхĕ, тĕрекĕ. Чăваш валли Чăваш Турри пур.
* * *
Эй, тÿрĕ Туррăмăр! Эсĕ пире ĕмĕр-ĕмĕр ĕненĕве, ĕмĕте, юратăва чĕрере упраса ырлăх çулĕ çине тухма вĕрентсе пыратăн, вăйна-хална шеллеместĕн. Эпир вара Сан пархатарна тивĕç çынсем пулаймарăмăр.
Нумай шутларăм, пуçăма ватрăм: мĕншĕн-ха çакă çутă тĕнчере телейсĕррисем çав тери йышлăн? Пĕрисем каларĕç — шăпамăр çапла, теприсем — саманана хурларĕç. Эпĕ вара шутлатăп урăхла: чи телейсĕррисем Сана, хамăр Туррăмăра маннисем. Ун пеккисен мулĕ те, сумлă ячĕ те пулĕ, телейĕ — айккине тăрса юлĕ.
Ырă Туррăмăр, Сан тивлетÿсĕр эпир нихăçан та пархатар курас çук.
* * *
Эй, Чăваш Турри! Камсем-ха вĕсем Сана кӳрентерекен йĕксĕксем?
Сана тиркеççĕ, Сана сивĕлеççĕ чăвашлăхран пăрăннисем, тăван халăхне маннисем, усал ĕçпе çылăха кĕнисем, урăх халăх туррине пуççапакансем. Çын вăл çапла: мĕн чухлĕ çылăхĕ нумайрах, çавăн чухлĕ Турăран аяккарах. Ăна Турă кирлĕ мар. Эсĕ çук пулсан яваплăх та çук, иртĕхсе пурăнма ирĕклĕ. Ăшра усал сывлăш хуçаланать, çынлăх манăçа юлать. Сана ĕненмен çын кĕçех Эсрел чурине çаврăнать.

* * *
Эй, Турă! Эпир Сан умра айăплă. Çапах Сан ырлăхна, юратăвна тивĕç. Пирĕн урăх Турă çук, Санăн та урăх халăх çук. Эпир те, Эсĕ те пĕр хуйхăпа, пĕр асаппа, пĕр савăнăçпа пурăнатпăр. Тивĕçех мар пулсан та, Сан çумра хÿтлĕх шыратпăр. Каçар пире, айван ачусене. Хăв хăватна ан шелле, хаярлăхна ан пусар, халăха сиенлекен сутăнчăксене ан хĕрхен. Çунтар вĕсене, пĕтер вĕсене, пурлăх сăптăрса пирĕнтен кулса пурăнакансене. Çавсене пулах пĕрлĕх çук. Тĕп ту вĕсене. Ÿтне те чăваш çĕрĕ ан йышăнтăр, выçă çăхансем, йытăсемпе шаккалсем çисе яччăр. Сан хаярлăху ытларах усал вăйсем валли пултăр.

* * *
Эй, Чăваш Турри! Эпир кунта пурте чурасем, урăх турă тарçисем. Пирĕн пурнăçăмăр хамăршăн мар, ытларах ют çыншăн. Пире касрĕç, вакларĕç, пайласа пĕтерчĕç. Эпир халĕ сапса янă пăрçа пек. Пирĕн сурансем паян та юнăхса тăраççĕ. Чулман, Çарăмсан, Сĕве, Çавал, Атăл тăрăх шыв мар, пирĕн куççулĕ юхатъ.
Эй, Турăçăм, хăçан пире пĕрлештерсе пĕр халăх тăвăн-ши, пĕр тĕллевпе, пĕр ĕмĕтпе пурăнма вĕрентĕн-ши? Хĕрхенсем пире, айвансене, чуралăх туйăмĕнчен хăтăша пĕлменскерсене. Ан пăрах пире, пулăш пире, тĕрек пар пире. Сансăр пуçне хута кĕрекен пулас çук.

* * *
Эй, Чăваш Турри! Каçар пире. Улталаннă эпир. Хамăра пăхăнтарнă халăх хыççăн кайса телейлĕ пулатпăр тесе шутланă. Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ, ырлăх çулĕ çине ÿкеймерĕмĕр. Йышлă халăх ăслă пуль тенĕччĕ. Çук, хăй те арпашăнса кайрĕ; ыттисене хĕстерекен халăх телейлĕ мар иккен. Ăна хисеплеми, курайми пулчĕç. Хăвна пусмăрлакана ăçтан юратма хал çитерĕн.
Эй, Чăваш Турри, ан пăрах пире. Çын хыççăн кайса хамăр çула çухатрăмăр, Сана кÿрентертĕмĕр. Каçар пире, мĕскĕнсене. Эсĕ хăвăн айван ачусем çине хаярлăх ярсан та, эпир ăна юратса çапни вырăнне кăна йышăнăпăр. Ашшĕ ачисене тăна кĕртсе илни япăх япала мар.

* * *
Эй, Аслă Турă! Пирĕн çылăх çÿпçи калама çук пысăк. Ма тесен аттемĕрсен çылăхĕ те пирĕн çине капланса ÿкрĕ. Тÿсмелле ентĕ. Санран çăмăллăх ыйтмастпăр, тĕрĕслĕхе тĕпе хурса суд ту пире, тăна кĕрт, урăлтар. Эпир пурне те чăтса ирттерме хатĕр. Пирĕн халĕ пĕртен-пĕр тĕллев — нумай çул хушши пухăннă çылăха ачамăрсене парса хăварса вĕсен пурнăçне йывăрлатас марччĕ. Эй, Аслă Турă, тасалăва пирĕнтен пуçласам, кăвар çинче çарран ташлаттарса чунăмăрти усал сывлăша силлесе кăларсам. Тасалу çулĕнчен пăрăнакан чăвашсем тупăнсан, вĕсене ан хĕрхен. Сана хирĕçле çын нихăçан та телейлĕ пулаймĕ, упăшкасăр е арăмсăр тăрса юлĕ, ачисем тарса çÿрĕç, ячĕ те пĕр сыпăкранах çĕр çинчен çухалĕ.

* * *
Эй, Турă! Тем чухлĕ çине тăрса аксассăн та, вырмалли сахал. Чăвашлăх анинче ытларах пуш пучах кăна. Начарланса çитнĕ эпĕр, ĕлĕкхи улăплăх та сĕвĕрĕлсе пĕтнĕ, хĕç тытма та маннă. Кун пекех пулсан умри çутă пачах сÿнес хăрушлăх пур: таврана хура пĕлĕт хупласа илĕ те пĕрне-пĕри паллайми пулăпăр, чăваш камне манăпăр.
Эй, Турăçăм, Санăн пулăшăву пире паян кирлĕ, ыранхи — кая юлни пулĕ. Вăхăтра панă пулăшу пĕчĕкçĕ кăна та, çапах юлса панă пысăк пулăшуран пахарах. Çав тери йывăр пире. Шăтăксене те алтса хунă, хамăрах чавтарчĕç; тĕксе ярас текен те кĕтÿпех. Тÿнсе кайсан тăпрапа витме хатĕррисем те чăвашсемех, тăшман çумĕнче йăпăлтатса тăраççĕ.
Эй, Туррăм, эсĕ малтан çавсене асăрха, шалкăм çаптарса аллисене кĕреçе тытайми ту. Мана вара çав шăтăка тăшмана тĕксе яма пулăш.

* * *
Эй, Чăваш Турри! Эпир, Сана пăхăнма маннă çынсем, çак ырă ĕçе мĕнле тумаллине те пĕлместпĕр вĕт-ха; ăс пар пире, вĕрент пире. Сан умăнта эпир упаленсе çуренĕ хыççăн тин çеç ура çине тăнă ача евĕр кăна. Чунăмăр та пирĕн хамăрăн пек мар, урăх турă хуçаланни сисĕнет. Мĕнле пурăнмаллине те вăлах вĕрентсе пычĕ. Çипуçăма якатрăмăр, капăр çуртсем лартрăмăр, чун тасалăхĕ пирки шутламарăмăр, пĕр-пĕринпе çапăçса, ĕçкĕпеле иртĕхсе чăваш йăхне хавшатрăмăр, шуйттан чури пулса тăтăмăр.
Эй, Туррăм, чăваш чунне тавăрса парса хăвна пăхăнма вĕрент пире, сапаланса кайнă сурăхсене. Пире паян Аслă Кĕтуçĕ кирлĕ.

* * *
Эй, Чăваш Турри! Сана хурлакан, Санран кулакан нихăçан та мана çывăх çын пулас çук. Эпĕ вĕсенчен йĕрĕнсе кăна иртсе каятăп. Хăрушă вĕсем, ÿтĕнчен сивĕ тапса тăрать, куçĕнчен — хаярлăх, чĕлхинчен — наркăмăш. Савăнăçĕ те вĕсен пĕрре кăна — чăваша сăхса суранлатасси. Вăйлисенчен вара ая ярасла хăраççĕ. Вĕсемшĕн чи лайăххи — айван та сутăнчăк чăваш; çавна мухтаççĕ, çĕклеççĕ, чаплă пукан çине лартса хăйсен юррине юрлаттараççĕ; чăваш чăвашпа хирĕçнине курсан, çапăçу çулăмĕнче çунса кайччăр тесе юман вутти пыра-пыра пăрахаççĕ. Урăхлараххисем те çук мар: йăл-йăл кулса калаçаççĕ, чăваш хутне кĕрем пекки тăваççĕ, халăх тунă пурлăха Мускава е Хусана ăсатса пурăнаççĕ. Укçи ăçта кайнине эпир нихăçан та пĕлес çук. Çак çынсене, паллах, Чăваш Турри кирлĕ мар. Вĕсен чунĕ тахçанах çичĕ юта сутăннă. Ан хĕрхен Эс вĕсене, пуянлăхпа чыхăнма укçа мурĕ ярса пар.

***
Эй, пурне те курса тăракан Туррăмăр! Сана хисеплемен, Санран хăраман çынран тем те кĕтме пулать. Вăл хăйне пăхса çитĕнтернĕ çынна та тытса силлеме хатĕр. Çакăнтан япăххи, çакăнтан ирсĕрри пулас та çук.
Çынсем, паллах, кураççĕ, чыс çуккине пĕлеççĕ; кашниех ăшра суд тăвать, тĕлĕннине пĕлтерет. Анчах çын сăмаххи çынна тÿрлетеймест. Сан тĕрĕслеху, Сан хăвату кăна пурне те вырăна лартма пултарать. Эсĕ аслă, Эсĕ вăйлă, пĕр Сана кăна шанатпăр.

* * *
Чăваш Турри — тĕрĕс Турă. Эпир çынлăха çухатнăшăн, намăса манса вăрăпа, ĕçкĕпе иртĕхнĕшĕн Туррăмăр айăплă мар. Хамăр япăх çынсем пултăмăр: чĕремĕрсем — усал йăви, пуçăмăрсем — тăшман чури. Пире пулăшма та май çук, хамăра ырă сунакансене те ăнланмастпăр, йышăнмастпăр. Аслă та сăваплă çынран пăрăнатпăр. Пире усалли, хаярри, хамăра нухайккапа хĕртсе тăраканни çывăх. Ма тесен эпир ырă та ирĕклĕ пурнăçа курман. Пирĕнпе паян пуканелле выляççĕ, пĕр-пĕринпе хирĕçтереççĕ, чăвашсене хăйсен ăслă ывăлĕ-хĕрĕнчен пăра-пăра яраççĕ.
Хăйĕнчен хăй ютшăнакан чăваша Турă та пулăшаяс çук. Ырлăха пархатарлăн йышăнма çынлăх кирлĕ.

* * *
Эй, Турăçăм! Мĕншĕн пирĕн ăраскалăмăр çапла пулчĕ-ши? Нивушлĕ Сан умăнти çылăхăмăр çав тери пысăк? Мĕншĕн вăхăтра хута кĕреймерĕн?
Халĕ эпир кам? Ытти халăхсене йышланма пулăшакансем кăна. Кашни çулах ытти халăхсене пиншер ывăл-хĕр паратпăр; тав сăмахĕ вырăнне вара чăвашлăхшăн çунакансене чукмарпа тăрслаттарнине кăна куратпăр. Ыттисем енне туртăнса чылайăшне пулăшрăмăр, пĕтесрен çăлса хăвартăмăр.
Пирĕн пурнăç сĕткенне ыттисем ĕмсен те типсе лармарăмăр, ята çухатмарăмăр. Тĕлĕнмелле халăх эпир, донор шутĕнче пулсан та тытăнса тăратпăр. Нумайлăха-ши? Ырă Туррăм, Санпа килĕшӳллĕ пурăнсан ĕмĕр вăрăм пулассине пĕлетĕп-ха. Çакна ыттисем тавçăрса илейĕç-ши?

* * *
Эй, Турă! Пулăш пире, ертÿçĕсĕр, патшасăр тăрса юлнă халăха. Сапаланса кайнă кĕтÿри пек кашни утать хăй çулĕпе, анчах телейне тупĕ-ши?
Пур-ха йăх пуçлăхĕ Улăп, анчах паян пирĕнпе мар. Вăл вилĕмсĕр. Амансан та учĕ хăвăрт тÿрленет. Таçта вăрттăн çĕрте пирĕн тăшмансем Улăп çумне çывăрттаракан курăк хурса тăраççĕ. Çавăнпа вăл тăраймасть, пире пулăшма килеймест. Вăл пур чухне эпир ирĕклĕччĕ, сывлăхлăччĕ, илемлĕччĕ; эрехпе те иртĕхмен, вăрă ĕçне те пĕлмен. Эпир пулнă хамăр пек.
Эй, ырă Аттемĕр, вăрат хăвăн чи паттăр ывăлна, çĕршер çул хушши çывăракан Улăпа. Эпир ăна итлĕпĕр, кар! тăрса ун хыççăн утăпăр.

* * *
Эй, Туррăм! Эсĕ мана мĕн пуррипе çырлахма вĕрентрĕн, ырă туйăм парнелерĕн.
Ыттисен пуянлăхне, чапне ăмсанмарăм. Хам пурнăçа хамах йĕркелесе пытăм: сухаларăм, акрăм, кĕркунне вырса пуçтартăм. Вырнă чухне савăнтăм, ĕçĕмре хам сăнăма куртăм. Ытларах чун çимĕçĕ ÿстертĕм, çынсене парнелерĕм. Ырă кăмăллисем савăнчĕç, тав сăмахĕ каларĕç. Пĕрисем вара куç умĕнче ырларĕç, иртсе кайсан — хурларĕç, кĕвĕçрĕç. Камсем çапла тетĕн-и? Хăйсене хăйсем мухтаса калаçакансем.
Эй, Туррăм, тĕрĕслĕх Хуçи! Чăнлăха та Санра çеç куратăп, ĕçĕме кура хакласса шанатăп.

* * *
Эй, Турă, каçар пире. Пурăнма пĕлеймерĕмĕр, пĕрне-пĕри сивлесе сиен кăна турăмăр. Пире хамăртан ыйтмасăрах çапăçăва кĕртсе ячĕç, пурлăх туртса илме, çын вĕлерме вĕрентрĕç. Турăсăр çĕршыв тăватпăр тесе таса чунсене хĕн кăтартрĕç, ашшĕпе ывăлне, пиччĕшпе шăллĕне хирĕçтерсе ячĕç, çын пурнăçĕ йÿнелсе пычĕ, ниме тăман япала пек кăна тăрса юлчĕ. Хура халăх валли ниçта та хÿтлĕх çук. Патшалăх ырлăхĕ чăваша ĕçлеттерсе пуякансем валли кăна пулчĕ. Эпир паян хамăр килте те хуçа мар, кăкăр туллин сывлама та, çăвар туллин калаçма та ирĕк çук. Эй, Туррăм, пуçăмăра çĕклеме, хамăрăн патшалăха туса хума вăй пар пире.

* * *
Эй, Турă! Ирсĕр çынна суд тума Сан хăвату çитетех. Çакна куртăм хам куçпах, çывăх çыннăн шăпинчех.
Итлемерĕ вăл мана, пит çăмăллăн пăрăнчĕ хамăр халăх йăлинчен. Чăваш юрри янрамарĕ, чăваш ташши курăнмарĕ унăн шавлă туйĕнче. Амăшĕ чăвашла пил панине кинĕ ăнланмарĕ, ватă çыннăн сăмахне итлекен те пулмарĕ. Шăпах çавă самантра ывăлне вăл çухатрĕ, чĕри хытă ыратнипе куçне шăла-шăла тухса утрĕ килнелле. «Асанне» текен мăнуксем çав çемьере курăнмарĕç. Пурăннăçем ашшĕ те тухса пычĕ хисепрен. Тем пек çине тăрсан та чăрсăр ÿсрĕç ачисем, çурма вырăс пулнишĕн пăшăрханчĕç кунсерен, ашшĕ панă ырлăха пĕлеймерĕç хаклама, час вĕренчĕç усала. Пĕри ларать тĕрмере, тепри ялан ĕçкĕре. Пурнăç çапла такăннишĕн арăмĕ айăплать упăшкине, начар йăхран пултăн тесе хурлантарать кашни кун. Çапла кирлĕ те ăна, йăхне маннă чăваша.

* * *
Эй, Турăçăм! Хăв халăхна чăтăмлăх пар. Чăвашăн тĕнче умĕнче парăм çук: çын аллинчи çăкăра туртса илмен, вутпа-хĕçпе пусмăрласа ыттисене нуша кăтартман, хăй килĕнчен хăваласа яман, вăрçассине мар, ĕçлĕ пурнăçа мала хунă. Çавăн пек пулма пире Эсĕ туса янă. Анчах темшĕн тĕнчере чăваша ăнланас текен сахал, унăн ырă кăмăлне асăрхамарĕç, пурăнма вĕрентрĕç урăхла, чăрсăр халăх йăлипе. Усалланса пытăмăр, эрех ăшне путрăмăр, ярса паракансене ырласа мухтав юрри юрларăмăр. Хăй халăхне эрехпе шăваракан патшалăх пире валли мар, вăрçăпа алхасакан халăх пирĕн тус мар.
Эй, Турă, çавăн пек кÿршĕсене пирĕнтен пăрса яр. Пĕтер вĕсене. Пире хамăр пек пурăнма пулăш, хамăршăн кĕрешме вăй-хал пар.

* * *
Эй, Чăваш Турри! Сан умăнта сăмах чĕнме хăюлăх çитернĕшĕн каçар мана. Чăтаймарăм, никам каламаннине калас терĕм. Турăсене, халăхсене хирĕçтерсе яракансем эпир мар. Пирĕн ун пек йăла çук.
Хăй Туррине мала хуракансем пулчĕç еврейсем. Ютран тапса килсе вырăнти халăха хĕсрĕç, çĕрне туртса илчĕç. Мĕншĕн çапла тăватăр тесен, эпир Турă суйласа илнĕ халăх çыннисем терĕç. Çак сăмах ыттисене килĕшмерĕ. Ма тесен Турă суйласа илмен халăх çук. Кашни халăхăн хăйĕн Турри пур. Пире вара Эсĕ суйласа илнĕ. Санран асли, Санран ырри пирĕншĕн урăх никам та çук. Чăваша сыхлать Чăваш Турри. Эпир Сана шанатпăр, Санран хÿтлĕх кĕтетпĕр. Йăнăш утăм тусассăн, Эсĕ пире ан хĕрхен, хăватна ярса вĕрентсе ил.

* * *
Чăваш Турри, каçар мана. Çамрăк пулнă, айван ÿснĕ, ултавçăсен сăмахне те ĕненне.
Ман умра ют халăх туррине мухтарĕç, хăйсемпе пĕрле ăна кĕлтума чĕнчĕç. Эпĕ васкамарăм, иккĕленсе пурăнтăм. Эсĕ пуррине вара пĕлтĕм каярах. Сăнарăм халăх пурнăçне, ун хуйхипе-суйхине, уйрăм çынсен асапне, ăнлантăм чăн чăвашăн телейне. Ĕнентĕм вара пирĕн хамăрăн Турă пуррине, чăваша Чăваш Турри кăна хÿтĕлеме пултарнине.
Нуши чăвашăн пит нумай. Анчах айăпĕ Санра мар. Айăпĕ пăсăк чăвашсем Сана хирĕçле ĕçсем тунинче.

***

Ман çăвартан киревсер сăмах тухман, калама та пĕлместĕп. Ярса панă эрехе те тута патне тытмарăм. Манран кулчĕç, айван вырăнне хучĕç. Пирус туртманни те, эрех ĕçменни те пысăк çитменлĕх иккен. Пĕр кун сиктермесĕр çÿрерĕм ĕçе, ырра, илеме вĕрентрĕм çамрăксене. Мана сивĕлерĕç, хăваласа ячĕç, усалпа тав турĕç. Таса çынран хăрарĕç, суя сăмахпа варалама тăрăшрĕç.
Куртăм эпĕ пуçлăхсем иртĕхнине, ултавпа пурăннине, миххи-миххипе укçа сăптăрнине, тарçисене выçă тытнине. Çакна каларăм хăйсене, уççăн пĕлтертĕм çынсене. Каллех, ав, кулчĕç пĕрисем, ылханчĕç пулĕ теприсем. Анчах чĕрем ман ыратмарĕ, тасалтăм эпĕ йăх-яхран, хама вĕçертрĕм капкăнран.
Эй, Турăçăм! Эсĕ çакна куртăн, ман хута кĕтĕн, тăшман çулне пÿлсе утайми турăн. Çук, эпĕ çакăншăн хĕпĕртеместĕп, хĕрхенетĕп кăна хураюн усалсене.

* * *
Эй, Турă! Йышланма пулăш пире, ĕрчевлĕх пар. Хĕсĕр хĕрарăм ан пултăр, арсем сывлăхлă та хастар çитĕнччĕр.
Ачамăрсене патшалăхшăн кăна мар, хамăра валли çуратар, ырăлăхпа, юратупа ÿстерер. Пĕр ача вăл ача мар, икĕ ача — çур ача, виçĕ ача — чăн ача. Пирĕншĕн паян кашни ача хаклă, кашни вилĕм пысăк çухату. Ача амăшне мухтар, тав сăмахĕ калар, чăн-чăн чăваш çитĕнтерме пулăшар.
Ырăлăхне Санран ыйтрăм-ха, анчах ăшра канлĕх çук. Пĕрле савăнса пурăнма пирĕн хамăрăн аслă Çĕршыв çук. Чăваш çĕрне касса вакланă, халăхне те пайланă. Пĕр Турăпа, пĕр тĕллевпе пурăнмасăр эпир телейлĕ пулас çук.
Çĕнĕ ăру ÿстерме пире Эсĕ вăй-хал пар, ачамăрсен пуçĕ çине хăюлăх, хастарлăх яр.

* * *
Эй, Турă! Мана тĕрĕс çулпа утма çав тери йывăррине куратăн пулĕ. Пур çĕрте те кĕвĕç чунсем, ура хума хăтланакансем. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Мĕншĕн хаярлăхăм çав тери сахал-ши? Тен, ăна Эсĕ хушса парăн? Тен, хаяр пулма кирлех те мар? Пĕлместĕп. Ман пĕртте харкашас килмест, çапăçас килмест. Ман ĕçлесчĕ, савăнасчĕ, çут тĕнче илемĕпе, юрату ăшшипеле киленсе пурăнасчĕ.
Эсĕ ман хаярлăха вăйлатсан, эпĕ ăна хам тăшмансемпе çапăçнă çĕре мар, халăх тăшманĕсене тĕп тунă çĕре ярăттăм. Халăхăмăр телейсĕр чухне уйрăм чăваш телейĕ ниме те тăмасть.

* * *
Эй, Турă! Мăйăр, йĕкел паракан йывăçсене касса тăксан урăх вăрман пулас çук; ачамăрсене сумсăр вăрçа яни ăрăва сиен кÿни мар-и-ха? Унта вилеççĕ вăй-питтисем, чи сывлăхлисем, чи илемлисем, ача ашшĕ пулса ăрăва вăйлатма хатĕррисем. Вăрçăран таврăнаççĕ аманнисем, хăрушлăхра чунне сусăрлантарнисем. Тăшман кулли темшĕн-çке ытларах чăваша тивет. Пĕртен-пĕр салтак вилсен те — вăл та пулин чăвашах, ыттисем хушнипеле пуçне хурать инçетре.
Пирĕн пурнăç йĕркипе вăрçă пачах кирлĕ мар. Чăваш Турри хушнипе пирĕн паттăрлăх — ĕçре, пурнăç çуртне купаланă çĕрте. Анчах пăтранчăк тĕнче ĕçлет пире хирĕçле. Çурт лартакан чăвашăн мĕншĕн пăшал тытмалла? Манăн ырă халăхăм çын вĕлерме çуралман. Каçар пире, Туррăмăр, çакă чи ирсĕр ĕçе хамăр ирĕкпе туман.

* * *
Çын вал хайпе хай самай кăмăллă иккен. Пĕр кахал та хăйне кахал çын вырăнне хумасть, улталакан та, усал тăвакан та çавах: япăх ĕç тăватăп темест. Ĕçке ярăннă çын та хăйне черкке тĕпне путнисен шутне кĕртмест, çынна усал сăмахпа кÿрентерекен те хăйне аванах туять, уншăн намăс-симĕс çук. Тепĕр чухне çак çынсемех Турă пирки пуплешеç. Анчах мĕнле Турра аса илеççĕ-ши? Чăвашсенне мар пуль çав. Хамăр Турра ĕненсен çак çынсем тахçанах тĕрĕс çула тухăччĕç. Ун ырлăхĕ пурне те çитет, темле йывăрлăхран та çăлать.

* * *
Эй, Турă! Сан ятна кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте асăнса çылăха кĕрес марччĕ. Улталаса е вăрласа тупнă укçапа лартнă пÿртре кĕлтуни, варти пĕчĕк пепкене тухтăр пулăшнипе вĕлернĕ хыççăн сывлăх ыйтни, çын вĕлернĕшĕн суда çаклансан çăлăнăç шыраса тархаслани, тепĕр халăха пăхăнтарса чура тăвас тĕллевпе вăрçă пуçланă патша çĕнтерÿ ыйтни «турă» сăмахпа вылявлă усă курни çеç.
Турă ятне вырăнсăр асăнса хамăрăн ырă Сыхлавçа курентерес марччĕ.

* * *
Такама та куртăм, такампа та калаçрăм. Çын вăл хăй пирки япăх шутламасть, хăйпе хăй кăмăллă. Ыттисем ăна мĕнлерех хак пани кăна канăç памасть, яланах çителĕксер пек туйăнать, ырланине, мухтанине илтес килет. Анчах халăх пĕтĕмпех курать: хăй патне ырă кăмăлпа çывхарнă çынсенчен мĕн кирлине сăптăрса илнĕ хыççăн вĕсенчен хăвăрт пăрăнса утнине те, тăван пиччĕшне пытарма пыманнине те, пĕрмаях çăхав çырса çынсене тертлентернине те, килĕнче килĕшÿлĕх çуккине те, укçашăн амăшне сутма хатĕррине те…
Çавнашкал çын та, юрату туйăмĕ мĕнлине пĕлменскер, пулать иккен. Мĕншĕн чунĕ çав тери чухăн-ши, сивĕ-ши? Мĕншĕн пурнăçра хăйне çеç курать-ши? Турра пачах маннăран мар-ши?

* * *
Эй, Турăçăм! Тавах сана кăштах мана та пултарулăх панăшăн. Эпе унпа усă курма пĕлтĕм-ши, пĕлеймерĕм-ши? Анчах пĕрмай тăрăшрăм, пĕр канмасăр ĕçлерĕм, ывăннине пĕлмерĕм. Тăван ялпа хулана, юратнă халăхăма, Чăваш Çĕрне мухтаса юрăсем эп юрларăм, çĕршер-пиншер çамрăка аслă çула кăлартăм. Юрларăм юрату çинчен, ирĕклĕх çинчен, аса илтертĕм çынсене ĕмĕр сакки сарлака та, ĕмĕрĕ пит кĕскине, телей алă çупса тăнă чух, пурнăç çулĕ такăр чух туссене, тăвансене тав тума манмалла маррине, хамăр Улăп йăхĕнчен пулнине, чăваш чысне алла хĕç тытса хутĕленĕ паттăрсене яланах асра тытмаллине.
Ырă çынсем çакна йышăнчĕç, тав сăмахне тивĕçрĕм. Тăшмансем вĕчĕхсе çÿрерĕç, ура хума хăтланчĕç — вĕсен ĕç тухмарĕ. Çакă пурте килчĕ эс пулăшнипе. Тавах сана, ырă Туррăмăр!

* * *
Эй, Çÿлти Турă! Пĕтĕм ырри-лайăххи Эсĕ пулăшнипе пулса пычĕ. Эпĕ тĕрĕссине каларăм, ултавлă ĕç туса чап шыракансене питлерĕм, ылтăн-кĕмĕлшĕн сутăнмарăм. Чăн сăмах килĕшмерĕ. Вĕсем выçă çăхан пек пĕр çĕре пухăнса кавар турĕç, ятăма тикĕтпе варалама хăтланчĕç. Анчах ĕçĕ тухмарĕ, хăйсемех çын куллийĕ пулчĕç: пĕрисем тĕрмере çĕрчĕç, теприсене шалкăм çапрĕ, виççĕмĕшсем катăка тухса сÿпĕлтетсе çÿреççĕ, тĕнче асапне кураççĕ. Эх, мĕскенсем-чурасем. Мĕншĕнне чухлаççĕ-ши? Чăваш Турри курать çав, таса çынна тапăннăшăн хаярлăхне хĕрхенмест. Çапла пултăр яланах.

* * *
Эй, Турăçăм! Ман халăхăма сыхла, ун юнне сăвăс пек ĕмсе пурăнакансене аçа çаптарса çунтар. Ĕçлемен çын сĕтелĕ çинче çăкăр-тăвар ан пултăр. Чăваш хĕрарăмне имçам тунă çĕре кĕрте-кĕрте яраканăн ачи чирлĕ çуралтăр; чăваш аллинчен туртса илнĕ чĕлĕ пырне лартăр; ултавпа пухнă пурлăх такăнтарса пытăр; хуçисене пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе чĕр тамăка ăсаттăр.
Эй, Чăваш Турри, çакна Сансăр пуçне урăх никам та тăваяс çук. Эпир хамăр халсăр, чирлĕ çын шайĕнче кăна. Пире кашни кунах алăран çапса тăраççĕ, тепĕр чух — йăхташсем çине тăнипех. Пулăш пире. Санпа пĕрле вăйлăрах пуласса шанатпăр. Тăшманшăн хăв хăватна ан хĕрхен.

***

Эй, Турăçăм! Мĕншĕн лекрĕм-ши усал ĕç тума пухăннисем хушшине; мĕншĕн алă çĕклерĕм-ши пултаруллă качча Турра ĕненекен хĕре юратнăшăн институтран кăларса яма; мĕншĕн хирĕç тăмарăм-ши сывлăх япăххипе колхоз ĕçне тухайманшăн виçĕ ачаллă хĕрарăмăн пахчине касса илнĕ чухне; мĕншĕн нимĕн те шарламарăм-ши ача амăшĕ пулма хатĕр çамрăк арăмсене противогаз тăхăнтарса наркăмăшлă цеха кĕртсе янă чухне? Çилентертĕм эпĕ çакна курса тăракан Туррăмăра.
Усал ĕçе ушкăнпа туса пырасси нимех те мар иккен. Чун ыратăвĕ те сисĕнмест; йăлана кĕрсе пынăçемĕн усал ĕç пек те туйăнмасть.
Эй, Турăçăм, мĕншĕн мана чармарăн-ши, аллăмран хыт çапмарăн-ши? Пĕр аллине татсан та нимех марччĕ, чунăм таса юлатчĕ.

* * *
Эй, Турăçăм! Сана яланах асра тытмалла: хаярлăх капланса килнĕ чухне усал ĕç туса çылăха кĕресрен, савăнăçлă вăхăтра ытлашши иртĕхсе каясран. Çук çав, пурнăç сиккипе пынă чухне Сана часах манатпăр, хамăра Турă вырăнне хума та хатĕр. Кунтан пысăк çылăх çук та пуль. Юрать-ха, хуйхă-суйхă Сана аса илтерсех тăрать, çынна хăй вырăнне лартать.

* * *
Эй, Турă! Нивушлĕ ман пурнăçăм малашне те хальхи пекех картран тухнă çынсем хушшинче иртсе пырĕ? Халăхĕ йышлă, йĕркеллĕ çын сахал: пĕри ĕçкĕпе иртĕхет, тепри чавса тавăрса ĕçлес вырăнне вăрра çÿрет; пĕри ултавпа пуять, тепри пĕр тенкĕшĕн çын вĕлерме хатĕр; пĕри ачи-пăчине маннă, тепри — ашшĕ-амăшне; пĕри чăваш килĕнче те хăй урăх халăх çынни пулнишĕн каппайланса çÿрет, тепри Чăваш Туррине аса илтерсен куçне чарса тавлашать, чăвашăн хăй Турри пулма пултараймасть тет. Пире чухăнлатасшăн, Турăсăр халăх тăвасшăн, урăх турра пăхăнтарса ĕмĕрлĕхех чура шутĕнче усрасшăн.
Ăçта пурăнатăп-ши вара эпĕ? Чăваш çĕршывĕнчех-ши? Çук, Чăваш Ене паллайми пултăм. Çĕрĕ те, шывĕ те çавах, çыннисем вара пачах урăхла.

* * *
Эй, Турă! Хамăра хисеплеме, юратма вĕрент пире. Ют турă хыççăн кайнипе эпир хамăра хамăр çиекен пулса тăтăмăр, йăхташăмăрсене пинĕ-пинĕпе пĕтертĕмĕр: сутрăмăр, тĕрмере пăчлантартăмăр, пĕре-пĕре вĕлертĕмĕр. Пирĕн хаярлăх тăшман валли мар, чăваш валли кăна пулчĕ. Ачамăрсене те пăсăк çулпа ятăмăр, ÿссе çитичченех эрех-сăра лартса патăмăр. Ăçтан сывлăхлă пулччăр-ха вĕсем! Чăвашăн халĕ пурĕ те пĕр чир кăна — ĕçкĕпе иртĕхни. Çавна тÿрлетсен пиртен çирĕп, пиртен ăслă халăх та пулас çук.
Эй, Аслă Аттемĕр, пулăш пире сывалма, пурнăç çине урă куçпа пăхма. Ÿсĕр халăхăн пуласлăхĕ çук.

* * *
Эй, Турăçăм! Каллех Сана йăлăнатăп, урăхла май çук. Чăрмантартăм пулсан — каçар.
Эпĕ кăшкăртăм — илтмерĕç, эпĕ каларăм — итлемерĕç. Ман сăмах никама та кирлĕ пулмарĕ: пĕрле утакансене те, пĕрле пурăнакансене те, пĕрле мăшкăл куракансене те… Пĕлÿ те вĕсем валли пулмарĕ. Мĕншĕн çыртăм-ши, мĕншĕн вĕрентрĕм-ши? Пурпĕрех ăссăрсем хуçаланаççĕ, халăха улталаççĕ, айккинелле сĕтĕреççĕ. Манăн вара халĕ куççуль витĕр пăхса хурлăхлă кĕвĕ каламалли кăна юлатъ. Чăваш пĕтсе пынине курмастăр вĕт-ха эсир. Çын шучĕ пур-ха, анчах халăхĕ çук. Каярах, тен, мана аса илĕр, анчах вилме выртнă чуна чĕртме пулмĕ.
Эй, Турă, çавăн пек хăрушă инкекрен хăтар пире, сыхланса юлма хăват пар. Çакă çутă тĕнчере эпир ытлашши пулас çук, ыттисене чăрмав кÿрес çук.

* * *
Эй, Туррăм! Санран ырлăх ыйтакан мансăрах нумай. Ку таранччен парса тăни те маншăн пысăк савăнăç. Ура утать, алă ĕçлет, куçăм курать, хăлхам илтет, пуçăм шухăшлать, чĕрем кăна ыратать, чăваш шăпишĕн ăш вăркать. Енчен те çылăха кĕтĕм пулсан — усал шухăшпа мар, пурăнма пĕлменрен. Хам тăрăшсан, Эсĕ пулăшсан çылăхран тасалăп-ха, кая юлса та пулин тĕрĕс çул çине тăрăп-ха.
Эй, Туррăм, манăн пĕртен-пĕр йăлăну кăна: канлĕ ватлăх пар, вилсен тăшмана ман тупăк умĕнче хĕпĕртесе тăмалла ан ту.

* * *
Эй, Туррăм! Тĕресех турăм-ши? Хама усал тăвакансем валли тавăру шырамарăм, пурне те каçартăм, ырлăх-сывлăх сунтăм. Алă пама хатĕр, анчах хăйсем пăрăнса утаççĕ, куçран пăхма хăяймаççĕ. Пĕр чăваша та сутмарăм, сиен кÿмерĕм, халăм çитнĕ таран пулăшма тăрăшрăм. Панă çăкăршăн выççа тăрса юлмарăм, панă тумтиршĕн çĕтĕке юлмарăм, панă укçашăн чухăна юлмарăм. Чăваш хутне кĕнĕшен ятăм-сумăм чакмарĕ. Асăрхакан пулчĕ, ятлакан та тупăнчĕ, пурпĕр хам çулран пăрăнмарăм. Çапла пурăнма мана Чăваш Турри вĕрентсе пычĕ.

* * *
Турăçăм, каçар мана. Телейсĕр чăвашсем йышлă чухне хам пурнăçăм ăнăçли çинчен калаçни вырăнлах та мар. Телейсĕр халăхăн телейлĕ ывăлĕ пулни мана пачах та савăнăç кÿмест. Çакна туйса илме те Эсех пулăшрăн. Хамшăн мар, халăхăмшăн ыйтатăп: чăваш килне хупăнма ан пар; йышлат пире, хырăм пăрахса çылăха кĕрессинчен хăтар, нумай ачаллисене ырлăх та сывлăх пилле. Пире паян Улăп пек çирĕп, ĕçчен те хăюллă ывăлсемпе хĕрсем кирлĕ. Несĕлсем хывнă пурнăç çулĕ нихăçан та ан татăлтăр. Эсĕ пулăшнипе ку таранччен сыхланса юлтăмăр, малашне те çаплах пултăр.

* * *
Эй, Чăваш Турри! Эсĕ пурри пирĕншĕн калама çук пысăк телей. Каçар пире, урăх халăх турринчен ырлăх кĕтсе улталанса пурăннă мĕскĕнсене. Çакна эпир хамăр ирĕкпе туман: хĕçпе хăратса Санран пăрса янă пире, пăхăнманнисене пинĕ-пинĕпе леш тĕнчене ăсатнă. Эсĕ пурпĕрех пăрахмарăн, ырлăхна та хĕрхенмерĕн. Эсĕ пуртанах эпир те пур.
Чăваш Турри! Тав Сана, мухшав Сана! Тĕрĕслĕхÿ, хăвату, ырлăху Сан нихăçан та ан иксĕлтĕр, пире çĕклесе пытăр. Эпир вара Сана яланах чĕрере упрăпăр, Сан ачусем пулнине нихăçан та манмăпăр.

* * *
Аслă Туррăмăр! Халăху Сан хăв пекех ырăскер. Чăваш япăх çын теекенĕн чĕлхи типсе хăртăр.
Пахчари улмуççи кăçал та шап-шурă чечеке ларчĕ, кĕркунне вара сĕткенпе тулнă хĕрлĕ улмапа илемленчĕ. Анчах та хăй ырăлăхне пулах хуçăлса аманчĕ. Эпир те çавах, ыттисене ырă тăвас тесе йывăрлăха ытларах хамăр çине илсе пытăмăр, сывлăха хавшатрăмăр. Пирĕн ĕçченлĕхпе усă куракансем йышлăн пулчĕç, тав тăвакан — тупăнмарĕ. Халĕ ĕнтĕ куçăмăр самаях уçăлчĕ: хамăр шăпана хамăрăнах татса памалла. Пуласлăх пирĕн хамăртах, шанчăкăмăр вара — Санра, ырă халăхăн Ырă Турри.

* * *
Эй, Туррăмăр! Улшăнма пулăш пире. Хальхи пурнăç йĕркинче киввиех хуçаланать, çĕннине çул парасшăн мар. Улшăнмалла пирĕн, тĕпрен улшăнмалла. Чи малтанхи утăм вара ăс-тăнран пуçланмалла. Тĕнчене урăхлатассишĕн тĕрткелешсе çÿриччен хамăр ăс-тăна вăйлатасси пирки тăрăшар, çирĕп пĕлу çине тайăнса çĕнĕлле пурăнма вĕренер. Таврари илемпе киленме, çулсерен пухнă мулпа тĕрĕс усă курма урă пуç кăна пултарать. Пысăкрах тĕллевсем лартасчĕ. Пĕчĕк тĕллев кахаллантаратъ. Пысăкки вара пуçа та, ал-урана та лайăхрах ĕçлеттерет, çитĕну патне çывхартать.
Хамăр тăрăшсан тата, Туррăмăр, Эсе пулăшсан эпир те пурнăç хуçи пулăпăр, савăнăçлă самантра телей алă çупса тăнине те курăпăр.

* * *
Эй, Чăваш Тĕнчине тытса тăракан Аслă Туррăмăр! Санăн ырлăху пуçăмăр çине пĕр вĕçĕм çуса тăрсан та телейĕмĕр пирĕн тулли мар. Мĕншĕн тесен пур чăваша та пĕрлештерсе тăракан уйрăм Патшалăхăмăр çук.
Пурнан пурнăçра хăшĕсем нимĕн те çук çĕртех хăйсен патшалăхне туса хунине те куртăмăр. Пирĕн вара пурте пур: çĕрĕ те, шывĕ те, халăхĕ те… Анчах хамăра чыслама пĕлменни чăрмав-инкек кӳрет.
Хăй пурнăçне йĕркелеме пултарайман халăх çук. Чăмартанасчĕ пирĕн, пĕр хуранта пиçнĕ çимĕçпе кĕрекене ларса вăй илесчĕ. Пурнăç пилленĕшĕн тавах Сана, Аслă Туррăмăр. Иреклĕ Патшалăх туса хума хастарлăх пар пире. Вара пирĕнтен вăйлă, пирĕнтен ăслă, пирĕнтен илемлĕ халăх Çĕр çинче урăх пулмĕ те. Эпир начар йăхран мар! Пулăшса пыр пире, Чăваш Тĕнчине тытса тăракан хăватлă Аттемĕр-Аннемĕр!

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s