Альберт Канаш: Юлашкинчен калани (Василий Волгин çинчен)


Альберт Канаш  — поэт, публицист. Йывăр чире пула вырăнтан тăрайман, çапах та район хаçачĕн литература редакцине ертсе тăнă, чылай сăвă кăларнă… Тĕплĕнрех→


Юлашкинчен калани

1953 çулхи çуркунне.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — тенĕ хыççăн чаршав уçăлчĕ те, ман пÿлĕме пĕр çамрăк çын кĕрсе тăчĕ. Кĕлетки çÿллĕ, çирĕп, пăхсан-салтак ятне кĕнĕ каччă темелле. Сăн-сăпатран пит чипер çын.
— Волгин чăрмантарас тет-ха сире, — хаюсăртарах тăсрĕ вăл аллине.
«Василий Волгин çакă иккен», шухăшларăм вара ăшăмра. Волгин сăввисене эпĕ районти «Хĕрлĕ Октябрь» хаçатра тăтăшах вуласа тăраттăм, хушăран «Ялав» журналта та кураттăм; «Шурă хурăн», «Çĕршыв чечекленет» ятлă сăввисене эпĕ темиçе хут та вуласа тухнăччĕ. Çавсене 15 çулхи шкул ачи çырать тесе шухăшламан та эпĕ ун чухне. Анчах вĕсене шăпах вăл çырнине пĕлсен, калама çук савăнтăм. Эпĕ, тăван литературăпа тăван сăмахшăн чĕререн çунаканскер, çав сăвăсен авторĕпе хăçан курнăçас та епле паллашас тесе ĕмĕтленеттĕм, хам пата кĕрсе тухаймăн-ши, тесе йыхрав ямашкăн именсе тăраттăм. Çапах та вăл хăй вĕренекен вăтам шкулта литература кружокне ертсе пынине пĕлсен, çав кружок алăпа çырнă журнал та кăларса тăнине пĕлсен — чăтаймарăм: «Сирĕн журналăра курас килет, пĕр-пĕр чух вăхăт çитерсе, хам пата керсе тухаймăр-ши?» тесе, пĕчĕк çыру çырса ятăм. Акă халь шăпах вăл килсе кĕчĕ… Çапла паллашрăм эпĕ Василий Волгинпа.
Мĕн чухлĕ калаçрăмăр-ши, мĕн çинчен кăна сăмах хускатмарăмăр-ши çав кунхине, пĕтĕмпе халь астуса та илес çук, сăмахăн вĕçĕ-хĕрри те тупăнмарĕ. Çавăнтан вара эпир унпа çывăх юлташсем пулса тăнăччĕ, пирĕн хушăра чăн-чăн туслăх пуçланса кайнăччĕ. Анчах хаяр вилĕм çак юрлама çуралнă çамрăкăн куçĕсене вăхăтсăр хуптарчĕ, вунçиччĕри Василий Волгин пайтах вăхăт йывăр чирпе асапланнă хыççăн çĕре кĕчĕ…

Волгинăн кĕске те пултаруллă пурнăçĕ çинчен шухăшланă чух мана кирек хăçан та Хусанкай Петĕрĕн çак сăмахĕсем аса килеççĕ:

«Çăлтăрсем — шултрисем, вĕттисем пĕр канашлăн
Ялкăшаççĕ уяр тÿпере…
Пĕлĕте яр çурса, метеор пĕр самантшăн
Хыпăнать те — сÿнет ĕмĕре.
Çăлтăрсем çуталаççĕ çаплах килĕшÿллĕн,
Анчах лешĕ — мĕн ĕмĕр тăршши
Курнă çын асĕнчен çухалмасть вара ÿлĕм…»

Шăпах çавнашкал «курнă çын асĕнчен çухалми» метеор евĕр тăрса юлчĕ маншăн Василий Волгин. Унăн çиçсе тăракан ăс-хакăлĕ, маттур пултарулăхĕ, ывăнма пĕлми ĕçченлĕхĕ кашни çамрăкшăн тĕслĕх пулса тăмалла пек туйăнать мана.

* * *

Василий Волгин 1937 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Шупашкарта В. И. Андреев журналист çемйинче çуралнă. Ашшĕ Йĕпреç районне ĕçлеме куçса кайсан, Ваççан ача чухнехи кунĕсем çав районти Хурамал ялĕнче иртет, шкула та çав ялтах çÿреме тытăнать. Вăйă-кулăра хаваслă та çивĕчскере, юлташĕсем пит юратаççĕ, вĕсемпе пĕрле вăл тăрăшса вĕренет, кĕçĕн классенчех хăйен ăсталăхне кăтартать.
1945 çулхине Андреевсем Йĕпреçе пурăнма куçаççĕ. Пĕчĕк Ваççа Йĕпреçри вăтам шкулта вĕренме тытăнать. Çак çулсенчех вăл сăвăсем çырас йĕркесене те ăнланакан пулать.
Парттă хушшине ларма пуçланă малтанхи çулсенчех ача хăйен вĕрентекенĕсене чунтан хисеплеме пĕлни, хăйне йĕркеллĕ тытма тăрăшни, мĕн вĕреннине çийĕнчех ăнланса илме пултарни курăнать. Çак пархатарлă енсене вăл çулсерен те кунсерен çирĕплетсе, ÿстерсе, тарăнлатса пырать, ăста вĕренсе лайăх çын пуласси уншăн кулленхи ĕмĕт те таса тивĕç пулса тăрать.
Вунă çула çитсен, Ваççа пионера кĕрет. Пионер мĕнле ача пулмаллине лайăх чухлать вăл, вĕренессе те, унчченхи пекех ăста вĕренет, ăна ăста вĕреннĕшĕн Шупашкара пионерсен слĕтне яраççĕ. «Тата лайăхрах вĕренес, ÿссен, Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулас», тет вăл хăйĕн çав кунсенче çырнă дневникĕнче. Пионерсен организацийĕнче ĕçлени ăна шухăш-кăмалне аталантарма пулăшать, вăл пĕрлехи ĕçе хăнăхать, хăй тытнă ырă ĕмĕт тупсăмне çитме вĕренет, Тăван çĕршыва, Коммунистсен партине чунтан юратса хисеплеме хăнăхать. Çав вăхăтсенче çырнă сăввисенчен пĕринче, Павлик Морозовпа Саша Чекалина аса илнĕ май, акă мĕнле çырать Василий Волгин:
Эпир вĕсен ятне манмастпăр,
Тивлетлĕ халăх ĕçĕнче
Çăнĕсене умра тытатпăр,
Ĕçĕ вĕсен — чĕресенче.
Поэзи В. Волгина мĕн ачаран илĕртет. Халăх юррисене, ял çамрăкĕсем урамра савă каланине вăл çыра-çыра илет, вĕсене пăхмасăр вĕренет. Çав хушăрах тата чăваш литературине те хĕрсе вĕренме тытăнать: Иванов, Çеçпĕл, Ивник сăввисене пăхмасăр калама вĕренет, Пушкин, Лермонтов, Некрасов саввисене кун сиктермесĕр, пĕтĕм кăмăлтан çĕкленсе вулать.
Поэзипе пĕтĕм чун-чĕререн, тулли камăлтан интересленнĕ пулсан та, вăл шкулта лайăх вĕренессине те асра тытать. Пур дисцнплинăпа та ăста вĕренет вăл — литературăпа, биологипе, физикăпа, историпе, математикăпа, — вăл хăй класĕнче пуринчен малта пырать.
1950 çулта Волгин хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе Октябрьски района куçать. Октябрьски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чух вăл уйрăммăнах литературăпа интересленет. Тăван поэзи, проза, критика, публицистика, юрă кĕвĕлесси чăваш халăхĕн историйĕпе культури ăна пур енчен те интереслентерет. Çак çулсенче вăл темĕн чухлĕ кĕнекесемпе хаçат-журналсем вулать.
1951 çулхи кĕркунне ун асĕнче ннхçан манăçми нахăт пулса тăратъ: Василий Волгина комсомола илеççĕ. Волгин комсомол ретĕнче те канăç мĕн иккенне пĕлмесĕр тăрăшса ĕçлет. Василий Волгина комсомолăн облаçри XXI конференци делегатне те суйланă.
Литературăпа интересленесси, ĕçлесси унăн çулсеренех уссе пырать. Шкулта вăл «Çамрăк вăй» журнал кăларма тытăнать, журналăн редакторĕ хăех. 1953 çулхи декабрьте Волгин çамрăк пнсательсен республикăри виççĕмĕш канашлăвĕнче пулать. Çав канашлура пулни ăна тата ытларах хавхалантарать, вăтам шкултан вăл медальпе пĕтерсе тухса Хусанти университета вĕренме кĕме ĕмĕтленет:
Тусăм, вăхăт çитĕ, —
Пулăпăр эпир те
Тăван çĕршĕн кирлĕ,
Усăллă çынсем.
Кăмăлсем хаваслă,
Вăй-халсем хăватлă,
Чĕрере çунатлă
Ырă ĕмĕтсем,—
тет вăл çав вăхăтра çырнă «Пуласси» ятлă сăввинче..
Анчах 1954 çулхи çуркунне вăтам шкултан вĕренсе тухасси пĕр виçĕ уйăх юлсассăн, Василий Волгмн чирлесе ÿкет; çав çулах августăн 23-мĕшĕнче унăн çулăмлă чĕри тапма чарăнать…
Василий Волгин ăста поэт пулма ĕнентерекен çамрăкчĕ. Сăвăсене вăл чăвашла та, вырăсла та çыратчĕ (вырăсла çырнă сăввисенчен иккĕшне чăвашла куçарса çак кĕнекене [«Çамрăк ĕмĕт» – vula ] кĕртнĕ). Сăвăсемсĕр пуçне вăл юрăсем те çырнă, юррисен музыкине те хăех хывнă. Çавăнпа пĕрлех вăл картинăсем ÿкерме те ăстаччĕ. Çакăн пек тĕрлĕ енлĕ çамрăк талант тăван халăхăн социализмла культурине пĕтĕм пултарулăхне парса ĕçлесшĕн çунатчĕ. Çамрăк поэтăн çак кĕнекере пичетленнĕ сăввисене ăсталăх енчен тишкĕрсе хак парас шутăм çук манăн, мĕншĕн тесен хам евĕр тин çеç пичетленме пуçланă авторшăн ун пек хăтланни сăпайлăха пĕлтерсех кайман пулĕччĕ. Тепĕр енчен каласан, вулакансем хăйсемех Волгинăн сăввисене вуланă чух унăн кĕске пурнĕçне, çулне шута илсе, хăйсем пĕлсе терĕс хак парĕç.
Творчествăлла сăпайлăхĕ — Волгинăн хăйне ÿссе пыма пулăшакан пĕртен-пĕр паллă та шанчăклă хăватчĕ. Хăйĕн сăввисем пирки мухтанарах калаçнине эпĕ пĕрре те илтмен, пĕр-пĕр сăвă çырсан та ăна редакцине яриччен темиçе хут хай тÿрлете-тÿрлете çыратчĕ, якататчĕ, çырнă сăввине пăхмасăр калама вĕренетчĕ, ыттисене вулаттаратчĕ, вĕсен шухăшĕсене пĕлсе тата лайăхрах çырма тăрăшатчĕ.
Писателĕн мораллĕ сăн-сăпачĕ Волгина нумай шухăшлаттаратчĕ. Таса чĕреллĕ çын кăна алла перо тытса хăйĕн суйланнă таса шухăшне вулакана ăшă кăмăллăн сĕнме пултарать, тетчĕ вăл юлташла калаçнă чух.
Юлашки çулсенче В. Волгин тăван чĕлхене тĕплĕн тепчесе вĕренме тытăннăччĕ, унăн çаврăнăçлă илемне, асамлă хăватне ăнкарса савăнатчĕ, çав енĕпе ÿлĕм хăй те ĕмĕрĕ тăршшĕпех пикенсе ĕçлес шанчăкпа çунатланатчĕ.
Çак кĕнекене кĕнĕ сăвăсем В. Волгин пултарулăхне пĕтĕмпех кăтартаймаççĕ пулсан та, вăл çамрĕк поэт ятĕнчен, хамăр вăхăтри пур çамрăксен шухăш-кăмăлне, таса ĕмĕчĕпе пысăк шанчăкне уçать, вĕсен ĕçĕпе паллаштарать тесе шутлама пулать. Ахальтен мар вăл хăйĕн вуниккĕре çырнă «Çамрăк ĕмĕт» сăввине çакăн пек витĕмлĕ строфапа пĕтерет:
Этем хавалне те, тĕнче илемне те
Туллин эп туятăп, Çĕршывăм-анне!
Чĕнессĕм килет сăввăмпа ман пурне те:
— Ялан малалла! Коммунизм патне!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.