Хура кĕр те çитрĕ ][ Михаил Сунтал / Mihail Suntal


Хура кĕр те çитрĕ,
Шурă юр кăшт ÿкрĕ…
Çулçине те тăкрĕç мĕн пур йывăçсем.
Пĕр шур хурăн темшĕн,
Тен, кĕрхи илемшĕн,
Пуçĕнчен салтмарĕ тутăрне.
Тĕнчере тем тĕрлĕ пикесем те пур-тăр?
Шеп пуль курăнаççĕ арçын умĕнче?
Пĕрне çеç тем пулнă,
Хурăн пек вăл юлнă-
Чăн илем кÿрес пек пуçтарать тумне.
Пĕр енчен çĕленĕ тĕрлĕ тĕслĕ çипĕ
Курăнать сар хурăн янă эреш пек.
Акă кăштăн вĕрчĕ кĕрхи сивĕ çилĕ –
Халĕ киленетĕн шап-шур урипе!.
Темĕн чухлĕ пулĕ тĕнчере хитре хĕр.
Темĕн чухлĕ пулĕ шап-шур хурăнсем.
Анчах темĕн пулчĕ, пĕрне çеç эп куртăм,
Пĕринпе килентĕм темĕнччен…
Хура кĕр çитсеччĕ,
Шурă юр çусаччĕ…
Çулçине те тăкрĕç мĕн пур йывăçсем.
Пĕр шур хурăн темшĕн,
Тен, кĕрхи илемшĕн,
Пуçĕнчи салтмарĕ тутăрне.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s