Вилĕмсĕр чун ][ Михаил Сениэль / Mihail Seniel


Асăнмалăх…” поэма авторĕ Людмила Николаевна Васильева Тутарстан Республикин Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче 1930 çулхи пуш уйăхĕн вун пиллĕкмĕшĕнне çуралнă, 1949 çулхи çĕртме уйăхĕн вун пĕрмĕшĕнче вилнĕ. Çапла вара, вăл пурĕ те вун тăхăр çул çеç пурăннă, вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи калама çук йывăр çулсене пула хĕне кайса çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ашшĕ, Хветут Микулайĕ, ăна Атнакăл Микулайĕ те тенĕ, учитель пулнă. Ана 1934 çул пуçламăшĕнче колхоз председательне суйласа лартаççĕ. 1935 çул пуçламăшĕнче пĕр йĕксĕк, колхозри выльăх фельдшерĕ, правленине темиçе хутчен те тырă çыртарса илме пырать; çыртарса илет те сутса ĕçсе ярать, татах пырать. Çакна пĕлсе тăракан председатель ăна юлашкинчен правленирен хăваласа кăларса ярать, урăх пĕр пĕрчĕ тырă та çырса памасть. Вара çав çын Микулая тавăрма шутланă, ăна йÿçĕ парса вĕлернĕ.

Амашĕ, Антун Кĕтерни, хут вĕренмен ахаль хресчен хĕрĕ пулнă. Вăл ватăличчен пурăннă: сакăр вун çичĕ çула çитсе вилнĕ. Çамрăклах арçынсăр тăрса юлнăскер, виçĕ хĕртен иккĕшне упраса çитереймен: Люда аппăшĕн Зоян та пурнăçĕ çамрăклах татăлнă — хĕр çирĕм тăватă çулта чухне гриппа чирлесе вăхăтсăр вилнĕ. Чи кĕçĕнни, Валя, халĕ те сывă. Вăл, утмăлтан иртнĕскер, Илешни ялĕнче пурăнать. Унта 1963 çултанпах клуб пуçлăхĕнче ĕçлесе пенсие тухнă.

Валентина Николаевна, 1955 çул пуçламăшĕнче качча кайса, мăшăрĕпе пĕрле ултă ача пăхса çитĕнтернĕ — икĕ хĕр, тăватă ывăл. Урăхла каласан, Валя шăпи, аппăшĕсемпе танлаштарсан, самаях ăнăçнă темелле, анчах та пурнăçра хуйхи-суйхи унăн та мăй таранах пулнă: вунпĕр çул каялла кĕçĕн ывăлĕ çарта пÿкле вилĕмпе вилнĕ, аслă ывăлĕ, Чернобыль пăтăрмахне пĕтерме хутшăннăскер, виçĕм çул çĕре кĕнĕ. Мăшăрĕ тăхăр çул каяллах пурнăçран уйрăлса кайнă.

Людмила 1938 çулта Таркăнти пуçламăш шкулта вĕренме пуçлать, 1942 çулта тăватă класс вĕренсе пĕтерет. Çитмен пурнăçа пула виçĕ çул колхозра ĕçлет. Вара 1945 çулта тин Илтрекьелĕнчи çичĕ класлă шкула вĕренме кĕрет, тÿрех улттăмĕш класа ларать, çак тулли мар вăтам шкула пĕтĕмпех пиллĕк паллăсемпе вĕренсе пĕтерет, Мухтав хучĕ илме тивĕçлĕ пулать. Çакăн хыççăн пĕр çул хушши Чистайри ял хуçалăх техмикумĕнче шут ĕçне вĕренет. Çакă ăна пит килĕшсех пĕтмен курăнать, вăл 1948 çулхине Аксури педагогика училищине вĕренме кĕрет.

Хĕрача спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе аван çÿренĕ, яланах кроссене хутшăннă. Пĕррехинче вăл районти йĕлтĕрçĕсен кросĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă, унтан питĕ пиçĕхсе килнĕ хыççăн, çырмара вакă умне выртса, шыв ĕçнĕ. Пысăк йăнăш тунă Люда сивĕ те чĕрĕ шыв ĕçсе: унăн малашне апат анми пулнă, çиме витмен, вăл хĕне кайнă. Сывлăхĕ хавшанăскер, утаймиех пулса çитсен, Чистай пульницине кайса выртнă. Малтан ăна, чирĕ ытла та шала кайнă тесе, пульницана илесшĕн те пулман. Çакна курсан: “Коридорта вилетĕп, ниçта та каймастăп!” — тенĕ Люда. Вара илнĕ. Унта вăл икĕ уйăх выртнă. Икĕ уйăхран ăна, сыватса çитермесĕрех, пульницаран кăларса янă. Ултă уйăхран, çăварĕнчен юн аннипе, хĕр вăхăтсăр вилсе кайнă.

Людмила питĕ илемле те маттур хĕр пулнă: хура мăшăр куçĕ çăлтăр пек çунса тăнă, пĕвĕ тăпăлкка та яштака курăннă. Уçă шăнкăрав пек сасăллă, çуллĕ кăкăрлă, акăш пек ярăнса утакан пике чылай каччă чĕрине çунтарнă. Вăл вилсен, ăна пытарнă чух, пĕри, илтрекьелсем, пĕтĕм халăх умĕнче унăн тупăкĕ çине ÿкнĕ, татăлса макăрнă.
“Эпĕ, йăмăкĕ пулсан та, аккаран яланах вăтанаттăмччĕ, — каласа парать Валентина Николаевна. — Вăл çав тери ăслă та илемлĕ çынччĕ, эпĕ ун çине пăхса тăранаймастăмччĕ, вăл сисмен хушăра ăна ытарайми сăнаттăм. Анне пире, виçĕ хĕре, пысăк тертпе пăхса çитĕнтерчĕ. Вĕренме нихăçан та чарман. Вĕренĕр, аçу вĕреннĕ çын пулнă, тетче. Аккан ĕмĕчĕсем çунатлăччĕ: малалла вĕренме ĕмĕтленетчĕ, палла сăвăç пуласшăнччĕ. Вăл калатчĕ: Валя, эпĕ ÿтĕмпе вилсен те чунăмпа вилместĕп тетчĕ…”

Ĕненетпĕр эпир поэтесса йăмăкне: учĕ аллă çул каяллах çĕре кĕнĕ пулин те, Людмила Николаевна Васильева /Атнакăл/ чунĕ халĕ те пурăнать: çав чун – “Асăнмалăх” поэма. Çур ĕмĕр арча тĕпĕнче выртнă вăл, анчах паян çырнă пек янăрать…

Хыпар, 1998, утă, 14

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s