Hupărlarĕş Vişĕ Hut ][ Pajtul / Пайтул


Hupărlarĕş vişĕ hut,
Şapăşrămăr vişĕ kun.
Şĕmĕrtĕmĕr terĕş pul’,
Pĕtertĕmĕr, terĕş pul’.

Pire pajan şĕnes şuk,
Alra păshal pur cuhne
Pire ulput şĕnes şuk,
Alra săni pur cuhne

Jĕrlerĕş pilĕk kun,
Hăvalarĕş şicĕ kun.
Tytatpărah, terĕş pul’.
Şakatpărah, terĕş pul’.

Pire pajar tupas şuk,
Sĕm vărmanĕ pur cuhne.
Pire ulput tytas şuk
Păshi uri pur cuhne.

~~~

Хупăрларĕç виçĕ хут
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр терĕç пуль.

Пире паяр çĕнес çук
Алра пăшал пур чухне,
Пире улпут çĕнес çук
Алра сăнă пур чухне.

Йĕрлерĕç те пилĕк кун,
Хăваларĕç çичĕ кун.
Тытатпăрах терĕç пуль,
Çакатпăрах терĕç пуль.

Пире паяр тупас çук
Сĕм вăрманĕ пур чухне.
Пире улпут тытас çук,
Пăши ури пур чухне.

Ку варианта 1928-1930 çулсенче хальхи Самар облаçĕнчи Аслă Микушкел таврашĕнчи ялсенче ватă çынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) çырса илнĕ.
Чи малтан Валем Ахун пухса хатĕрленĕ “Палнай” кĕнекере 1973 çулта пичетленнĕ. Унти ăнлантаркăчра çапла çырнă: “М.Т.Казанков каласа панă тăрăх, Пайтул ятлă чăваш С.Разинăн çывăх çынни, утаманĕ пулнă. С. Разин пăлхавне пусарнă хыççăн, Пайтул паттăра патша салтакĕсем тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ пулать”.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s