Эмине: Атте-анне йăлипех

Пире пылпа хаклаççĕ
Тутар тĕнне йышăнма.
Мулласем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Аллах ырлăхне курар!»

Пире турăшпа хăвалаççĕ
Христус тĕнне йышăнма.
Пупсем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Туррăн телейне тупар!»

Пире хĕçпе хăвалаççĕ
Патша умне пуç тайма.
Салтаксем калаççĕ:
«Пăшал парар, хĕç парар,
Патша парнине чăтар!»

Тутар тĕнĕ, патша мурĕ —
Пире ним те кирлĕ мар.
Христус турă — ырă турă,
Эс те пире кирлĕ мар.
Атте-анне йăлипех
Пурăнар виличченех.

Эмине: Атте-анне чĕлхипе

Ют кайăка усрама
Пирĕн улăх ытла мар,
Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр
Унталлах кайса пĕтĕр.

Ют йăлана юрама —
Хамăр йăла начар мар.
Хăш çĕртен ютсем килтĕр —
Унталлах кайса пĕтĕр.

Хамăр çĕр хамăр асра,
Мĕншĕн парас тăшмана?
Турă панă çĕршывра
Хамăр ларар хуçара!

Атте-анне сăмахне,
Аслаттейсен чĕлхипе
Тутарсемшĕн манас мар,
Хыт чĕреллĕ пулас мар.

Ăста Наçтук: Shură hut huralat’…

Ăста Наçтук – сăмах ăсти, камшăн тухатмăш, камшăн сиплевçĕ. 92 çул пурăннă хĕрарăм гипноз вăйĕпе, курăксемпе чылай çынна йывăр чир-чĕртен сипленĕ, малаше пулассине те уçса панă. Вăл астунă юрă-юмаха Иван Одюков профессор çырса юлнă… Тĕплĕнрех→


Shură hut huralat’
Vutra şunnipe.
Etem vatălat’
Cunĕ şunnipe.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Ăста Наçтук: Vakijetsem

Ăста Наçтук – сăмах ăсти, камшăн тухатмăш, камшăн сиплевçĕ. 92 çул пурăннă хĕрарăм гипноз вăйĕпе, курăксемпе чылай çынна йывăр чир-чĕртен сипленĕ, малаше пулассине те уçса панă. Вăл астунă юрă-юмаха Иван Одюков профессор çырса юлнă… Тĕплĕнрех→


Şurla tytsa tyr vyrman şyn
Purnăş mĕnne pĕles şuk.
Junah jaman, shüt tuman şyn
Telej mĕnne pĕles şuk.

Kam asamat kĕperĕ ajăn
Cupsa tuhmashkăn pultarajĕ,
Şav şyn tupat’ tet, ăraskal
Pulmast’ telejsĕr manashkal…

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Ăста Наçтук: Tăvana Kĕtse Jurlană Jură

Ăста Наçтук – сăмах ăсти, камшăн тухатмăш, камшăн сиплевçĕ. 92 çул пурăннă хĕрарăм гипноз вăйĕпе, курăксемпе чылай çынна йывăр чир-чĕртен сипленĕ, малаше пулассине те уçса панă. Вăл астунă юрă-юмаха Иван Одюков профессор çырса юлнă… Тĕплĕнрех→


Aslă şeşenhirte kălkan numaj,
Kălkan vitĕr, tăvan, casrah kil.
Ulăp tăpri şince kĕtse ilĕp,
Man hujhăna, tăvan, hăvna il.

Малаллине вулас

Анатолий Туркил: Тĕп ыйту

Ман сăввăм, ах, хитре сĕре, —
Ăна пăсмасть састаш пăсташĕ.
Çапах ыйту сĕнем сире:
“Телей тĕпелĕ ман ăçта-ши?”

Поэт пӳртне кĕре-кĕре,
Тăван-пĕтенĕн пур юлташĕ,
Вырнаçнă ав кĕрекере…
“Телей тĕпелĕ ман ăçта-ши?”

Тен, тупасси пулмасть хамран?
Çынсем, эсир çавна пĕлетĕр:
“Телей тĕпелĕ пур-ши ман?” —
Сиртен ыйтатăп эпĕ — Петĕр!

Сарри Паттăр: Tĕp tăvatpăr Tăshmana


Ănna-ănna, ănna-ănna,
Üpkev şuk man nikama
Ănna-ănna, ănna-ănna,
Par-ha tusăm, salamat.

Tăshmana tashlattarar,
Salamatpa şuntarar,
Kutran tapsa yvătar,
Tăvan şĕrten tasatar.

Ănna-ănna, ănna-ănna,
Itlĕr, tusămsem, mana.
Ănna-ănna, ănna-ănna
Tĕp tăvatpăr tăshmana.

Atte-anne şĕrĕncen
Hüteretpĕr tăshmana
Aslă Atăl hĕrrincen
Husa jatămăr ăna.