Çпирка школĕ ][ Şĕnterü Jalavĕ haşat


Спиридон Михайлович тăван халăхшăн, унăн литературишĕн, историпе-этнографийĕшĕн калама çук пархатарлă ĕçсем туса хăварнă. Унăн чĕринче яланах тăван халăха аслă вырăс халăхĕпе çывăхланас, хут вĕрентсе çутта кăларас, вырăссен пуян культурипе паллаштарас, вырăс культури витĕмĕпе вара чăвашсене ĕмĕрхи тĕттĕмлĕхрен хăтарас ĕмĕт-шухăш вĕресе тăнă.

Дмитрий пиччĕшĕ каласа панă тăрăх, пĕррехинче вăл яла хăй алăпа çырса ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ чăвашла букварь, хут, кăранташсем
илсе килнĕ те ашшĕ килĕнче кÿршĕри темиçе ачана Микола шăллĕпе
хут вĕрентме пуçлать. Ялта вара çакна «Çпирка школĕ» теме пуçлаççĕ.

Хăйсен ялĕнчех вулама-çырма вĕреннине курма Литуш Михали патне кÿршĕ-аршă та пухăннă, тĕлĕннĕ, çап-çамрăк учитĕле çăвара карса итленĕ. Кайран та Спиридон Михайлович ялти çамрăксене хăй патне вĕренме чĕннĕ. Ун патне час-часах çÿрнисем вулама-çырма самаях вĕренсе çитнĕ пулнă, иккĕшĕ Чикмере вĕренсе, яла учитель пулса ĕçлеме кайнă.

Вăл ăсласа хатĕрленĕ букварь ашшĕ килĕнче турăш хыçĕнче упраннă.

Ăна Дмитрий пиччĕшĕ кайран учитĕльсене кăтартнă. 1840-1850 çулсенче Чăвашра пирвайхи шкулсем уçма пуçласан, Спиридон Михайлович Етĕрне ялĕсенчи, çавăн пекех Чемейри шкулсене уçассишĕн чылай вăй хунă. Вăл хăй вăхăтĕнчи çынсемшĕн чăннипех те чи ырă тĕслĕх пулнă. Ваттисем те унăн кашни сăмахне ырласа тăнланă. Унтан илтнĕ сăмах каларăшĕсене ялйышра халĕ те астăваççĕ тата унăнах тесе шутлаççĕ. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: «Тăван чĕлхÿне маниччен хăвăн ятна ман». «Çын ăслă калаçма, лайăх вулама, илемлĕ çырма, хăвăрт шутлама пĕлтĕр». «Нумай чĕлхе пĕлни ăса нумайлатать». «Икĕ чĕлхе-икĕ ăс, виçĕ чĕлхе-виçĕ ăс». «Чăвашпа чăвашла калаç, вырăспа вырăсла калаç, çармăçпа çармăçла калаç». «Асли ăслă мар, ăсли аслă». «Упа вăйлă, анчах этем ăслă, çавăнпа этем упаран вăйлăрах» т.ыт.те.
(Муркаш рай-чи «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат, 1972 ç.,5-мĕш №.).

Халăхра çакăн пек ырă сăмах та юлнă. Каланă тăрăх кантур таврашĕнче хут ĕçĕпе пурăннă май, Спиридон Михайлович 1842 çулта Шурча вăрçине тата 1852 çулта Ёлкăн ялĕнчи И.Цветков улпута вĕлерме хутшăннă хресченсене влаçсем умĕнче тÿрре тухма та пулăшнă пулать.

С.Михайловăн малтанхи вĕрентекенĕ, хăй каланă тăрăх, А.Писриев чиновник пулнă. Чăваш историне юратма чи малтан çав вĕрентнĕ. С.Михайлова наука çулĕ çине тухма вырăссен паллă археологĕ, этнографĕ тата нумизмачĕ П.Савельев та сахал мар пулăшнă.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s