Ятсăр сăвă ][ Геннадий Айхи / Gennadij Ajhi


Тем те пулĕ кайран. Пулĕ уйрăмлăх, пĕрлĕх,
Ĕç, çемье, кил ăшши… Пурпĕр ман пурнăçра
Çутă вăрттăнлăх пулнă хĕрарăмлăх, хĕрлăх
Уçăлми тупсăм евĕр упранĕ санра.

. . . . .
Ик эрне килĕмре пурăнатăп чиперрĕн,
Ик эрне куçма-куç кураймарăм сана.
Çынсенчен сан пирки эп ыйтса пĕлеймерĕм, —
Сан ятна асăнсан, шÿт сăмах пуçланать.
Ăнлансам эс мана: саншăн эп вăтанмастăп,
Хăрамастăп манран куç хĕссе куласран, —
Ниепле те йышра лăпланса лараймастăп,
Сан пирки: «Вăл хĕр пуçăн…» тесе хускатсан…
Астăватăн-и эс (ун чухне эп ачаччĕ):
Инçетри улăха тухса кайрĕç хĕрсем.
Йĕпе атă çине сарă вăрă сапатчĕç
Кустăрма хушшипе явăнан курăксем…
Юлашки вут çути сан çинче ялтăрарĕ, —
Иккĕн кайрăр эсир… Сÿнсе ларчĕ вучах.
Юнашар прачкара сан юрру янăрарĕ, —
Калаçмарăр эсир, — эп лăплантăм кăштах.
Эп вăрантăм ирех. Хыр тăрри хĕрелетчĕ…
Çывăхрах, ĕшнере, чÿхенетчĕ çĕн кун.
Турта пуçĕ çинче çилпеле чÿхенетчĕ
Йĕпе çĕмĕрт лексе сенкерленнĕ саппун.
Эс, паллах, юнашар, — эп пăхмасăр чухларăм, —
Сулхăнра эс тăран — витĕр-витĕр сенкер…
Çакăн евĕр сăн курнă пуль Атăл тутарĕ,
«Уйăх хĕрĕ» ята чи малтан тупнăскер…
. . . . .
Темшĕн айăплă пек — сукмаксем пĕр килсен те,
Халь иртен инçетрен эс, иртен пуç чиксе.
Куçма-куçăн юлсан — ачапча куçĕсем пек
Вăтантарĕç пире çĕрулми çеçкисем.
Мĕншĕн айăплă эс; — Туй пирки шутламан эс,
Пĕр сăмах каличчен малтан çиччĕ виçмен.
Ма хăвна упраман, ма унран сыхланман эс;..
«Ку мана илмесен, урăх тупăп», — темен.
Юлашки хут — итле! — автансем авăтаççĕ,
Хĕвеле хирĕçле храх уран çаврăнса.
Туйăнать хăш чухне — тен, пире йыхăраççĕ:
«Çула тухăр пĕрле алла ал тытăнса!»…
Чĕлтĕрти кĕрен кĕл пек Хуркайăкăн Çулĕ
Чÿхенет, чĕтренет лăпкă ял çийĕпе…
Тен, ачу, ыйхинче, аллине кăнтать пулĕ,
Кăкăрна ăшăтать пуль вĕри тутипе.
Тем те пулĕ кайран, пурнăç улшăнĕ тĕрлĕ,
Çакăнта çырни çеç курнас çук урăхла.
Эп ун чух кăшт ăнкарнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх
Юлĕ çавăн пекех, — тупсăмне уçмасла…
Тем те пулĕ кайран. Пулĕ уйрăмлăх, пĕрлĕх,
Ĕç, çемье, кил ăшши… Пурпĕр ман пурнăçра
Çутă вăрттăнлăх пулнă хĕрарăмлăх, хĕрлăх
Уçăлми тупсăм евĕр упранĕ санра.
. . . . .
Ик эрне килĕмре пурăнатăп чиперрĕн,
Ик эрне куçма-куç кураймарăм сана.
Çынсенчен сан пирки эп ыйтса пĕлеймерĕм, —
Сан ятна асăнсан, шÿт сăмах пуçланать.
Ăнлансам эс мана: саншăн эп вăтанмастăп,
Хăрамастăп манран куç хĕссе куласран, —
Ниепле те йышра лăпланса лараймастăп,
Сан пирки: «Вăл хĕр пуçăн…» тесе хускатсан…
Астăватăн-и эс (ун чухне эп ачаччĕ):
Инçетри улăха тухса кайрĕç хĕрсем.
Йĕпе атă çине сарă вăрă сапатчĕç
Кустăрма хушшипе явăнан курăксем…
Юлашки вут çути сан çинче ялтăрарĕ, —
Иккĕн кайрăр эсир… Сÿнсе ларчĕ вучах.
Юнашар прачкара сан юрру янăрарĕ, —
Калаçмарăр эсир, — эп лăплантăм кăштах.
Эп вăрантăм ирех. Хыр тăрри хĕрелетчĕ…
Çывăхрах, ĕшнере, чÿхенетчĕ çĕн кун.
Турта пуçĕ çинче çилпеле чÿхенетчĕ
Йĕпе çĕмĕрт лексе сенкерленнĕ саппун.
Эс, паллах, юнашар, — эп пăхмасăр чухларăм, —
Сулхăнра эс тăран — витĕр-витĕр сенкер…
Çакăн евĕр сăн курнă пуль Атăл тутарĕ,
«Уйăх хĕрĕ» ята чи малтан тупнăскер…
. . . . .
Темшĕн айăплă пек — сукмаксем пĕр килсен те,
Халь иртен инçетрен эс, иртен пуç чиксе.
Куçма-куçăн юлсан — ачапча куçĕсем пек
Вăтантарĕç пире çĕрулми çеçкисем.
Мĕншĕн айăплă эс; — Туй пирки шутламан эс,
Пĕр сăмах каличчен малтан çиччĕ виçмен.
Ма хăвна упраман, ма унран сыхланман эс;..
«Ку мана илмесен, урăх тупăп», — темен.
Юлашки хут — итле! — автансем авăтаççĕ,
Хĕвеле хирĕçле храх уран çаврăнса.
Туйăнать хăш чухне — тен, пире йыхăраççĕ:
«Çула тухăр пĕрле алла ал тытăнса!»…
Чĕлтĕрти кĕрен кĕл пек Хуркайăкăн Çулĕ
Чÿхенет, чĕтренет лăпкă ял çийĕпе…
Тен, ачу, ыйхинче, аллине кăнтать пулĕ,

ăкăрна ăшăтать пуль вĕри тутипе.
Тем те пулĕ кайран, пурнăç улшăнĕ тĕрлĕ,
Çакăнта çырни çеç курнас çук урăхла.
Эп ун чух кăшт ăнкарнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх
Юлĕ çавăн пекех, — тупсăмне уçмасла… i{content: normal !important}

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s