Митта Ваçлейĕн пултарулăхне хакласа каланисем


Mitta Vaşlejĕn pultarulăhne haklasa kalanisem


Чăвашшăн – чăвашлăхшăн Митта чунне-юнне пама хатĕрччĕ. Вăл çынпа калаçнă е тавлашнă чух кăшкăрашнине – тавлашса сас тунине астумастăп – анчах тавлашура вăл кам айне те пулин пулнине курман эпĕ. Кирек кам умĕнче те сăмаха тÿрĕ – пат татса калатчĕ. Шурри уншăн – шурăччĕ – хури – хураччĕ. Çынна та – хăйне те улталамастчĕ вăл. Тĕрĕслĕхшĕн çунатчĕ – уншăн нумай тÿснĕскер – татах тÿсме те хатĕрччĕ.

Александр Артемьев – Чăваш халăх писателĕ.


Митта Ваçлейĕн сăввисене вуласан пурнăçа тата ытларах юратас килет, паттăр ĕç тăвас килет. Хальхи чăваш çыннин хуçалла, оптимистла туйăмне поэт нацилле тĕнче курăмпа пĕтĕçтерсе уçса панă.

Г.  Я.  Хлебников, литература тĕпчевçи.

Паянхи кун маншăн савăнăçлă кун% эпĕ çĕнĕ поэт, талантлă поэт сассине илтрĕм. Чун-чĕрене çĕклентерсе яракан, пĕçертсе илекен, шухăша хускатакан, çав хушăрах “хулăм саспа” малалла чĕнекен чăн-чăн поэтла сасă хамăр поэзире хам ĕмĕрте эп иккĕмĕш хут кăна илтетĕп пулĕ-ха – малтан илтнĕ сасă, пирвайхи хут çунатлантарнă сасă вăл – Митта сассиччĕ.

Стихван Шавли, Чăваш халăх поэчĕ

Митта – лирик. Унăн произведенийĕсенче пире илĕртекенни, пахи – философиллĕ тарăн шухăш, чуна çĕклекен, илем кÿрекен поэзи, ытарайми илемлĕ те витĕмлĕ чĕлхе. Митта кăтартса панинчен ытларах каласа пама юратать, тен, çавăнпах унăн чылай сăввисем риторикăллăрах пек туйăнаççĕ, анчах çав туйăма çÿлерех асăннă паха енĕсем çĕнтереççĕ. Чăвашсен философиллĕ лирикинче Митта – пысăк поэт.

Александр Артемьев, Чăваш халăх писателĕ


Вăл ят ĕмĕре асăнса ăна упрама, çамрăк чухнехи вăхăта сая ярасран сыхланма астутарни паянхи çамрăксене ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентеççĕ. “Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур – юлташ пултăр хăвăнтан маттур!”– тесе çырать Митта. Тем пек тĕрĕс каланă поэт – çамрăксене кампа юнашар утмаллине вĕрентсе сăвăланă сăмах!

Алексей Талвир, çыравçă


Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пысăк пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман.

Г. Н. Волков, академик


Митта та Митта тенĕрен эпĕ вăл калама çук хитре çын пуль теттĕм… Митта тени никам пек те мар, хăй пек пулчĕ. Таçтан курăнакан ĕлккен этем мар. Ытла çÿллех те мар, пĕчĕк те мар, хыткан, яштак пÿллĕ. Хăш-пĕр этеме тăмран тунă пек е чугунтан – йывăр, чугунĕ – тимĕрри ытла нумайран. Куна хаклă йышши хурçăран тунă тейĕн. Хурçине хĕрхенмен те, ытлашшине те хуман. Сăнĕ-пичĕ сăпай, илемлĕ. Ырă илемлĕ. Ăшĕнчи мăн этемлĕх – куçĕнчен, йăваш куллинчен сисĕнет…
Митта çинчен шухăшланă чух вăл куçăм умĕнче тĕрленĕ шур кĕпепе тăрать. Чи малтан эпĕ ăна курнă чух хĕвеллĕ кун пулнă пулмалла. Çавăнпа куç умĕнче те ун тавра сар хĕвел çути асра, кулли асра. Эпĕ ăна ахăлтатса кулнине курман – йăл кулатчĕ.

Ираида Петрова, сăвăç



Кунта – ху вăйлă пулнипе ялтрарăн,
Ху çутупа, таса ăспа çĕнсе,
Ху илемне кăтартрăн… Ку çеç мар-и?
Эс халăх кăмăлне, чунне пĕлсе,
Ху çутуна ун сăнĕшĕн упрарăн,
Ăна вăй пур таран илем кÿрсе.

Геннадий Айхи, Чăваш халăх поэчĕ


Поэтăн çулĕ такăр пулман, анчах тăван çĕр-шыва юратнă шухăша, тĕрĕслĕх хăватне ун чĕринчен нимĕнле усал та хăваласа кăларайман…
Митта Ваçлейĕ хăйĕн творчествинче тĕрлĕ наци поэчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе усă курать, вĕсен вăррине чăваш ани çине акса, чĕрене савăнтаракан е ыраттаракан, вулаканăн пĕлĕвне ÿстерекен, пурнăç çинчен шухăша яртаракан поэзи тыррине вырса илет.

М. Р. Федотов, профессор

Унăн шухăш-кăмăлĕ алмаз пек тасаччĕ. Унăн ăс-хакăлĕ алмаз пек вичкĕнччĕ. Унăн идейăлăхĕ, принциплăхĕ алмаз пек çирĕпччĕ. Унăн патриотизмĕ, тăван çĕр-шыва, тăван халăха юратасси хăй ÿснĕçем ÿссе, пултаруллă сарăлса, анлăн ейсе пыратчĕ. Унăн пурнăçри, ĕçри тирпейлĕхĕ алмаз пек монолитлă, алмаз пек тăпкăл, алмаз пек яр кĕтеслĕ, пĕрех те ылтăн-кĕмĕл пек мар, каснă лартнă алмаз пек – куç илейми хÿхĕмччĕ, ытарайми илемлĕччĕ.


И. Д. Кузнецов профессор, истори наукисен докторĕ




Час çитĕ Çеçпĕл кĕтнĕ кун,
“Онегин” пек роман та çырĕç.
Атăл хĕрне тухса çеç кур –
Сана миттаçăсем кар сырĕç.
Митта, Митта – сÿнми кăвайт,
Кашни калчийĕн пуçĕ – ухă
Епле ăру! Епле хăват!
Митта – çĕн утăм, çĕнĕ юхăм.

Хĕритун Кошкин, çыравçă


 


Вăл кирек хăш ĕçре те пуçаруллă та ăста ĕçлеме пултарнă, халăхри ăс-кăмăл пуянлăхне управлăн та тирпейлĕн кăтартма хал çитернĕ. Ахальтен мар вăл çырнисем тахçанах вĕренÿ кĕнекисене кĕнĕ, тăван литература кун-çулĕнче ырă ят илнĕ.

Г. Юмарт, тĕпчевçĕ


Митта Ваçлейĕн вырăнĕ Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай ĕретĕнче. Вĕсемпе вăл çумма-çуммăн ларса пĕр чĕлхе тупса калаçма пултарать – ун поэзийĕнче К.Ивановăн чăн-чăн чăвашла, çыпăçуллă та ирĕк чĕлхи, Çеçпĕлĕн хĕрÿлĕхĕ, Хусанкайăн пуянлăхĕ. Анчах Митта никам пек те мар, хăй пек çех – унăн хăйĕн сăн-сăпачĕ, çепĕçлĕхĕ, хĕрÿлĕхĕ. Сăвви-юррин пĕр йĕркине илсен те, “ку Митта” тетĕн. Кашни сăмахĕ, пичет çапнă пек, вырăнлă, кашни сăмах çаврăнăшĕ тирпейлĕ.

Николай Исмуков, çыравçă


Василий Егорович ăста тăлмачă пулнă. Ун куçарăвĕнче аслă Пушкин та таса чăваш чĕлхипе калаçать. Ятарласах танлаштарса пăхăр-ха, сăмахран, “Песень о вещем Олеге” куçарăва оригиналпа. Пушкин культурине чăвашсем патне антарман, пачах урăхла, пире аслă паэт шайне хăпартнă. Çакă мар-и вара куçару ĕçĕн тĕллевĕ?! Митта Ваçлейĕ чылай пысăк произведенисем те куçарнă пулнă, анчах,– мĕн тăвăн? – вăхăчĕ çапла пулнă та ĕнтĕ ун чухне,– вĕсене вăл ют çын ячĕпе пичетлесе кăларнă.

Николай Исмуков, çыравçă


Ваçлей çынсене пĕтĕм чун хавалĕпе юрататчĕ, шеллетчĕ. Вăл пурне те савăнтарма тăрăшатчĕ, вĕсем мĕнле пĕлÿ илнине, кăмăлĕ-талайĕ мĕнлине уяса тăмастчĕ. Хăй тĕл пулнă пĕр çамрăк автора та пулăшу парассинчен пăрăнса тăмастчĕ. Ун патне çын ĕçпе пырсан, кирек хăçан та ăна вашаватлă йышăнатчĕ, ĕçне пăрахсах унпа калаçатчĕ.

Н. К. Еремеева-Митта, поэт мăшăрĕ


Нумай пулсан та манăн ылтăн тус –
Эп тунсăхлатăп сансăрăн, Митта.
Паян сана курасшăн çуннă чух
Килсе кĕретĕп-и кермен залне –
Сана калас саламлă сăмаха
Калатăп халăхна – чăвашсене.
Ма эрлĕ ку тесе ан ятлăрсам,
Ăнланăрсамччĕ, ăслă чăвашсем –
Чăн-чăн тăванччĕ маншăн вăл, Митта,
Чăн-чăн тăванăмччĕ, юлташăмсем.

Хасан Туфан, тутар сăвăçĕ

 

şălkuş: Т.А.Имеркина, “Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн пĕрлĕхĕ. (Поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă)”. Меслет кăтартăвĕ. Шупашкар, 2003


 i{content: normal !important}

i{content: normal !important}

 

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s