Арçури


Хветĕр Михали / Hvetĕr Mihali / Михаил Федоров

m-fedorov.jpgМихаил Федорович Федоров (Хĕветĕр Михали) 1848 çулхи чÿкĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурапхара çуралнă. 1864-1869 çулсенче Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă шкулта, 1869-1873 çулсенче Самарти учительсем хатĕрлекен семинарире вĕренет. Кун хыççăн пĕр хушă хăй вĕреннĕ Шĕнерпуçĕнчи шкулта учительте ĕçлет. 1879 çулта вăл Хусанти учительсем хатĕрлекен семинари çумĕнче икĕ тата виçĕ класлă хула училищисем валли учительсем хатĕрлекен курсра вĕренет, хула училищин учителĕ ятне илме экзамен парать. Унтан вăл Шупашкарти виçĕ класлă училищĕре ĕçлет. Ăна уесри училищĕсен совечĕн членне те суйлаççĕ.

1891 çулта ăна Царевококшайск (хальхи Йошкар-Ола) хулине икĕ класлă шкул пуçлăхĕнче ĕçлеме яраççĕ. Поэт 1904 çулта çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ.

М.Федоров «Арçури» поэмăсăр пуçне ытти сăвăсем те çырнă, йăла очеркĕсем пичетленĕ, вырăс поэзине чăвашла куçарнă. «Арçури» поэма XIX ĕмĕр вĕçĕнче ал çыру вĕççĕн халăх хушшине сарăлнă. Малтанхи хут 1908 çулта «Чăваш халапĕсем» кĕнекере пичетленнĕ [REF].


Арçури

(‘Pallată)


Хĕвел ансан Хĕветĕр
(Эсир ăна пĕлетĕр)
Хĕвне çăкăр чикрĕ те,
Лаша кÿлсе ларчĕ те
Тухрĕ кайрĕ вăрмана
Хăрăк турат пуçтарма.
Карчăк Микули каймарĕ,
Ăна юлташ пулмарĕ:
Микул турра пуççапма
Ишекелле каймалла, терĕ.
Тÿр кĕллине тÿрлетме
Тиха тытса пусмалла, терĕ.
Арăм сыв мар, суя мар,
Хĕл-çăвĕпех хĕн курать, терĕ.
Кирилесем килте çук,
Лавраç пичче лава кайнă,
Салтак ачи пама кайнă.

Хĕвелтухăçĕ хĕрелет.
Ыр çанталăк пăсăлать,
Хура пĕлĕтсем чупаççĕ,
Çăва патĕнчен тухаççĕ,
Хăяматалла каяççĕ!
Хура вăрман хумханать,
Хура лаша хартлатать.
— Хура лаша, ан хартлат.
Хурамаран ма хăран?
Акă ĕнтĕ, ачсемĕр,
Аран-аран уткалать:
Ыраш улăм çитерсен,
Ыр выльăх та ывăнать,
Турткалаймасть, тухатмăш.
Чуман лаша пек чупать.
Çуркуннепе çул усал,
Сулахайра сулнăк пур,
Сылтăм енче çырма пур.

Хура утпа иксĕмĕр
Çырма хĕрне çитрĕмĕр.
Тăвар варĕ — тăвайкки,
Ăçта пур-ши сĕвекки?
Йĕп чиксе те куç курмасть.
Те арçури, те шуйттан,
Те ыр-усал, те вăр-хурах,
Те çул маяк, тем амак?
Чун шикленет, ăш вăркать,
Пуç тÿпинчен сĕрĕм тухать.
Шĕвик! шăхăрать, çын пекех,
Мăкăл-мăкăл юмахлать,
Шăтăр-шатăр тутарать;
Путь ухмаххи тапранать,
Юмах ярать, юптарать,
Йăнăш çулпа чуптарать.
Чике тăршшĕ ларттарать.
Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ:

Çавраçил пек çавăрса,
Çĕмĕртсене çĕмĕрсе,
Сикрĕ тухрĕ çырмаран,
Пĕкке хуçрĕ çурмаран,—
Ват çын пекех шур сухаллă,
Качака пек мăйракаллă,
Ури вăрăм, куçĕ чармак,
Урхас-Кушăк вăрманĕнче
Урлă-пирлĕ уткалать,
Урнă йыт пек тулашать:
Вĕрет, сурать, пусмăрлать,
Кăтăкласа вĕлерет.
Лаша кÿлсе ларать те,
Тутар ямшăк пулать те
Çĕр çĕмĕрсе чуптарать,
Çĕр чĕтретсе кăшкăрать…
Ах, турă çырлах, турă ан пăрах,
Ху этемне ху упрах!
Пире пăхан Пихампар,
Ху йыттуна хăвах чар.
Çултах вилес пулĕ-и-ха,
Киле çитсе тăрасчĕ,
Ыр вилĕмпе вилесчĕ,
Йÿтичченех пурнасчĕ,
Тÿшек çинче вилесчĕ.
Ыр вилĕмпе вилсессĕн,
Кушак çури мар тесе,
Хуллен-хуллен ерипе,
Авалхи çынсен йăлипе
Тирпейлесе пытарĕç.
Пуян вилет — мул юлать,
Ыр çын вилет — ят юлать,
Эпĕ вилсен, мĕн юлать?

Хуньăм хĕрĕ хура хĕр
Хурлăх курма вăл юлать.
Ачам-пăчам пит айван.
Халиччен суха тытайман.
Кам ачашлĕ ачама?
Кам хĕрхенĕ хĕрĕме?
Тăлăх турат пуличчен
Хăрăк турат пулас та
Кĕрхи çилпе вĕçсе ÿкес,
Çурхи шывпа юхса каяс,
Арман пĕвине пĕвенес.

Арман патне çитсессĕн,
Аран юлчĕ арçури.
Тарăн вара çитсессĕн,
Таркăн салтак пулчĕ кайрĕ,
Виснер хĕрне çитсессĕн,
Вилнĕ карчăк пулчĕ выртрĕ,
Çурма çула çитсессĕн,
Çурхи сурăх пулчĕ кайрĕ:
Хайхи-майхи арçури
Кайран кая юлчĕ те,
Анчăк çури пулчĕ те,
Арман патне çитсессĕн,
Арман айне кĕрех кайрĕ.
Лапка-лапка юр çăвать,
Мулкач сикет — йĕр тăвать.
Хура лаша, ан хартлат:
Эпир ĕнтĕ иксĕмĕр
Ителмесрен иртрĕмĕр,
Чиперуя тухрăмăр;
Çул чиперех пулмин те,
Чун шикленми пулчĕ ĕнте,
Чиперуйран иртсессĕн,
Пирĕн вăрман пит чипер;
Йăвă ÿснĕ йывăçсем,
Питĕ вăрăм чăрăшсем,
Пăхсан — çĕлĕк ÿкмелле,
Кассан — часах ÿкмелле.
Пилĕк юплĕ пилеш пур,
Сенĕк тума пит селĕм;
Хурăншурта хурама —
Турă ÿстернĕ туратсăр,
Турта тума вăл юрать.
Ват юмана çил ватнă,
Çĕмĕртсене çĕмĕрнĕ.

Мĕнрен пулнă арçури
Ял хыçĕнчи çырмари?
Асаттесем ăстăваççĕ:
Арçынтанах пулнă, тет,
Энтри ятлă çынтан, тет.
Якур пичче çулпала
Пушкăрт лаши кÿлнĕ те,
Те çуркунне, те çулла
Яртлаттарса чуптарнă.
Каçпулттипе сиккипе
Ыраш пусси хĕррипе
Çавраçил пек пынă чух
Пĕр ăстарик вăрманта
Чĕлĕм чĕртме тапратнă;
Куç витĕрех мар пирки,
Пыран ута курмасăр,
Йытă вилĕмпе вилнĕ, тет.
Леш ухмаххи пулнă, тет.
Мĕн шыраса каçпала
Çав таранччен çÿрес-ши?
Йытă урипе утиччен,
Лаша кÿлсе ларас та,
Ним хуйхи те пулас мар;
Çитмен пурнăç лирки-çке
Çьгн куçĕнчен пăхатпăр,
Çиме çăкăр çитмесен,
Пăтавкка йăтса каятпăр.
Хырăç-марăç памашкăн
Хушпу саклат хыватпăр,
Ана тара паратпăр,
Ыраш калчи сутатпăр,
Кайран юра еретпĕр,
Хутаç çакса каятпăр,
Ыйткаласа çÿретпĕр.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s