Пĕр вăхăтра кĕрĕк тăхăнасси модăна кĕрсе кайрĕ. Лавккара пурри пурне те лекместчĕ. Пĕлĕш-тăвансене çеç хыçалти алăкран тыттарса яратчĕç, пултаруллăраххисем сурăх тирĕ пуçтарса кĕрĕк çĕлеттерме пикенчĕç. Эпĕ мĕнрен кая, çичĕ-сакăр тир пуçтараймастăп-и? Ним мар пуçтаратăп, кĕрĕк çĕлеттеретĕп.
Пĕр кунхине, ĕçрен пушансан, миххе сурăх тирĕсене тултарса автобуспа ларса Шупашкаралла вĕçтертĕм. Тĕп хулара тир тăвакансем пур тенине илтнĕччĕ. Паллах, тĕп хулара лайăх çĕлесе парĕç-ха терĕм. Кÿршё ялта та ун пек ăста пурччĕ те, Шупашкар Шупашкарах çав. Çапла шутлатпăр эпир яланах. Хулара тир кăна тумаççĕ, кĕрĕкне те çĕлесех параççĕ. Килĕшрĕм, авансне тÿлесе хăвартăм. Тата тепĕр эрнерен кĕрĕкне килсе илме каларĕç.
Урамра сивĕсем пуçлансан çынсем кĕрĕк тăхăнчĕç. Кÿршĕллĕ пурăнакан Митя та кĕрĕк тăхăннă. Хăй ÿстернĕ сурăх тирĕсенченех тутарнă, пĕрре те патшалăхăннинчен кая мар. Аптрамăп, часах манăн та чаплă кĕрĕк пулать.
Кайса илтĕм Шупашкартан кĕрĕке. Укçине те аванах тÿлесе хăвартăм.
— Çĕр çул тăхăн ку кĕрĕке, çавах та кивелмĕ,— çурăмран шаплаттарса мухтать кĕрĕк çĕлекен. — Хăвăн çинче те епле аван ларать, тепре кил, юлташусене кала,— тесе ăсатрĕ мана ăста.
Халĕ ял тăрăх кĕрĕкпе çеç çÿретĕп ĕнтĕ. Хывас та килмест. Çынсем ăмсанччăр, тире ăçта килнĕ унта парса ан яччăр, кĕрĕк çĕлеттерччĕр – мана ăсталаса панă пеккине.
Пĕр кунхине мана командировкăна кайма хушрёç. Саппас пайсем туянма иккен.
Кĕрĕк тăхăнтăм та машинăпа кÿршĕ района вĕçтертём. Саппас пайсем, паллах, пĕр çĕрте купаланса выртмаççĕ, тĕрлĕ складра упранаççĕ. Склачĕсем пĕр-пĕринчен чылай аякра. Чупатăн çеç пĕр склад патĕнчен теприн патне. Йĕпе юрпа хутăш çумăр та çукалать. Пулать вĕт хĕлле те ун пекки. Манăн кĕрĕк хайхи йĕпе юрпа çумăр айĕнче лачкам пулчĕ. Саппас пайсене тиерĕмĕр те ялалла вĕçтертĕмĕр. Ăшă кабинăра манăн кĕрĕкрен пăс çеç тухса пычĕ: кĕрĕк типет!
Çитрĕмĕр хайхи, кабинăран тухрăм. Ак, тамаша, манăн çири кĕрĕке мĕн пулнă? Курăс хуппи пек хытса ларнă-çке. Пĕр çанни чĕркуççинчен иртет, тепри хулпуççи таран пĕтĕрĕнсе, типсе ларнă, тирĕ шăкăртатса тăрать. Пахчари кураксене хăратакан катемпине те кунашкал тăхăнтартмаççĕ пулĕ.
Мана кĕтсе ывăннă механизаторсем, хирĕç тухнăскерсем, ăçта тăнă – çавăнтах ларчĕç. Пит-куç та кĕрĕке сăрланă сăрăпа вараланнă, куç шăрçисем çеç курăнаççĕ, шăлсем анчах шурă. Каç пулса килетчĕ те кабинăран шуйттан анчĕ терĕç пулмапла çынсем. Палласа илнĕ хыççăн асар-писер шăв-шав пуçланчĕ. Мĕнле кăна шăл йĕрмерĕç, канаш памарĕç пулĕ вĕсем. Пĕри кĕрĕке «мухтатъ», кун пекки никамăн та çук тет. Тепри ăçта çĕлеттернине ыйтать. Çĕлеттерсе ачисене хăратма шутлать иккен. Тепри хăнара çеç тăхăнса çÿресшĕн. Юлашкинчен ман çири кĕрĕке аран-аран хывса илчĕç те карта çумне тăратса хучĕç. Тăрать кĕрĕк. ÿкмест те. Мазутланнă фуфайка тăхăнтăм та кĕрĕке хул хушшине хĕстерсе килелле лĕпсĕртетрĕм. Пăрахсах хăварасшăнччĕ те, килте катăк пуртă та кирлё пулать терĕм. Вырăнне вара тупрăм.
Шывпа ăшăтмалли системăн бакне мачча çине вырнаçтарнăччĕ. Шăнасран тĕрлĕ çĕтĕк-çатăкпа çеç чĕркенĕччĕ-ха. Кĕрĕке çав бак çине тăхăнтартса лартрăм. Ăшă тытмалла ĕнтĕ, тиртен тунă-çке. Анчах кунта та инкек куртăмăр. Нихçан мачча çине хăпарман арăм темĕн тума унта улăхнă. Çаннисене тăратса тăракан кĕрĕке курсан чутах тăнне çухатман. Бак çинчен кĕрĕке илсе йытă айне кăларса ывăтрĕ, мана вара: «Эсĕ мана хăратса вĕлересшĕн»,— тесе кăшкăрса пăрахрĕ. i{content: normal !important}
i{content: normal !important}
Кун: Кăрлач 8, 2006
Андрей Петокки: Тухатмăш
(Кавриле пичи каласа кăтартни)
Пĕрре, вăл ĕлĕкех пулать ĕнтĕ, эпĕр виçĕ çамрăк ача -Митри, Ванюк /иккĕш те салтакран килнĕ анчах, эпĕ хам та маттур/ калăм каç, пĕр шут тытса, тухрăмăр тухатмăш шырама. Малтанах мунчасенче шырарăмăр. Çук, шуйттан çитĕр пуçна, пĕр калăм ватти те тупаймарăмăр. Кайрăмăр масар çине. Ун чух пирĕн икĕ масарччĕ: пĕри – тĕне кĕнĕ чăвашсен, тепри – тĕне кĕмен чăвашсен. Унта та çук. Уттартăмăр Емел масарĕ çине. Пĕр пилĕк-ултă çухрăм ытла каймалла. Каллех пĕр тухатмăш та çук. Киле пĕр тухатмăш та пулин тытмасăр каяс мар тесе тепĕр вун çухрăма, Вăтăр Юман киремечĕ /ял ячĕ/ масарĕ çине яра патăмăр. Каллех пĕр тухатмăш йĕрĕ те çук.
Тарăхса çитсе çутăласпа киле аран çитрĕмĕр. Ĕнтĕ нихçан та тухатмăш тытма каяс çук тетпĕр.
Пĕр ик-виç çултан çав калăм каçах Элентей мучи патĕнче çурçĕрчченех лара патăм. Çĕр тĕттĕм – куçна йĕп чик… Хамăн пăртак шикленес шухăш та пур.
Урам урлă каçас тесе утаттăмччĕ. Ах тур!.. Умра шурă курăнсах кайрĕ. Пăхатăп: хур. Ка-ка-ка-ка-ка! тет.
Чун çурăлсах кайрĕ. Пăхатăп — Утякин арăмĕн пÿрчĕ умĕнчех тăратăп. Утякин арăмне ялĕпех тухатмăш тетчĕç. Тата унăн качча кайман пĕр 30-35 çулти хĕрĕ пурччĕ. Кăна та тухатмăш тетчĕç.
— Ку ним те мар, тухатмăшах, — терĕм хам ăшра.
Хайхи хур мана сисрĕ те ман патах пырать. Ка-ка-ка! тет. Умах çитрĕ. Кĕреçене тăк-тăк-тăк сăхать сăмсипе.
Мĕн пулать килет, кĕреçене сулахай енчен тытрăм та /ваттисем унашкал çĕрте сулахайран çапма хушаççĕ/ кĕреçе çивĕчĕшпе лайăхрах шарт! тутартăм.
Хурĕ те, кĕреçи те, тухатмăшĕ те таçта — çук. Куçа хупсах киле тепле çитсе выртнă. Хăранипе тепле чĕре çурăлман.
Ирпе ирех, хĕвел тухсан тăтăм та çав Утякин арăмĕ еннелле уттартăм. Ĕнерхи ĕç пуçран тухмасть. Ку хăшĕ пулнă-ши тетĕп – амăшĕ-ши, хĕрĕ-ши?.. Патнерех çитетĕп… “Ах тур, тур, тур!.. Пĕтрĕ, пĕтрĕ!” – тесе макăрнă сасă илтĕнет. Чăнах та ку хур тухатмăшах пулнă-иç, тетĕп.
Чĕтресех Утякин пуртне кĕретĕп /пит хăранă çав/. Пăхатăп: пÿртре урай варринче пĕр япала тăсăлса выртать… Хур пулнă. Пуçĕ те татăлсах кайнă…
— Мĕн пулчĕ-ха, кинемей? — тетĕп.
— Ара ĕнер çăмарта пусса ларакан хура такам, кĕреçепе пуçне касса, вĕлернĕ, — тет. — Кĕреçи те ак кунтах. 15 çăмарта айне лартнăччĕ.
Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç, тесе йĕре пачĕ.
Çапла, тухатмăш вырăнне хур пулнă. Халĕ ĕнтĕ: “Тухатмăш çук та пулĕ вăл”, — тетĕп.
Малтанax, 75 çул каялла ку калав “Капкăн” журналта пичeтленнĕ.
i{content: normal !important}i{content: normal !important}i{content: normal !important}
Леонид Маяксем: Тăрă шыв хĕрринче
Темиçе çул каярах Сантăр Суранов тăруках курми пулнăччĕ. Аслă Çĕнтеру умĕн Берлин çывăхĕнче тăнлавран аманнăччĕ – çавă килсе хупларĕ-ши? Больницăна-мĕне çÿремерĕ: майлашĕ-ха майĕпен, вырăна ларĕ, терĕ.
Эрне хыççăн эрне, уйăх, хыççăн уйăх иртрĕ – тĕксĕм шăналăк вара куç умĕнчен çаплах сирĕлмерĕ. Юлашкинчен арăмĕ пĕр вĕçĕм мăкăртатнăран ватă салтак район тухтăрĕсем патне çитрĕ.
Операци – Турра шĕкĕр! – ăнăçлă иртрĕ: Суранов каллех куракан пулчĕ. Çакăн хыççăн, сывалса тухнăранпа çур çул пек иртсен, пуçра çамрăклăхпа çыхăннă, пирвайхи хут çапăçăва кĕнĕ вырăнсене çитсе курас шухăш çуралчĕ.
Ял администрацийĕпе çар комиссариатĕнче кирлĕ документсемпе справкăсене пĕр муритлемесĕр хатĕрлесе пачĕç. Пуçтарăнма та вăхăт нумаях кирлĕ пулмарĕ: сăран сумкине пĕрер мăшăр кĕпепе нуски, бритвăпа супăнь, пит шăлли, çăмăл апат чикрĕ те пĕр тăхтамасăр çула тухрĕ.
…Полтавăна çитсен Сантăр автобуспа Шурчиркÿнелле ярăнтарчĕ. Пассажирсем кăтартнă çĕрте анса юлсан Тăрă шыв патне çити çуран утрĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ чи малтан çак таврара ĕнтнĕччĕ ăна.
Сантăр çинçе сукмакпа тăвалла васкамасăр, кана-кана лăкăштатрĕ. Ун чухне вара, 60 çул ытла каярах, çак сăрт çамкине вăл юпах тиха пекех çăмăллăн вирхĕнсе хăпарнăччĕ. Çулсăр-мĕнсĕрех, урине йĕплĕ хулăсем тирсе чăрмаланине пăхмасăрах!
Тăррине хăмăш витнĕ пĕчĕк пÿрт умĕнче сывлăш çавăрса ячĕ.
– Хуторта арçынсем пур-и, аппаçăм? – ыйтрĕ çенĕкрен тухнă çамрăк хĕрарăмран.
– Апонаспа калаçса пăх, шăллăм, вăл пĕлме кирлĕ… Ăçтарах пурăнать тетĕн? Ак çак çулпа кай та, – аллипе анăçалла кăтартрĕ хĕрарăм, – тÿрех ун патне çитсе тухатăн. Кала, Оксана кăтартса ячĕ тесе. Мĕн те пулин кирлĕ пулсан кил, пулăшма яланах хатĕр.
– Тавах ырă кăмăлушăн, – терĕ те Сантăр малалла васкарĕ. Тем вăхăтран пысăках мар çурт патне çитсе тухрĕ. Картишĕнче лутрарах пÿ-силлĕ вăтам çулхи арçын тем аппаланать.
– Пахчара та, уйра та ĕç – мăй таран, кунта вара ылханлă вăрçă кĕрлет, – кивелсе тĕсне çухатнă карттусне çамки çинерех хăпартрĕ кил хуçи çамрăк салтака алă парса.
– Çапла, нимĕç шав малалла талпăнать, – терĕ Сантăр салхуллăн. Хапха айĕнчех хĕрÿ çапăçу пынă вăхăтра вăй питти “хохол” хăй килĕнче ним пулман пекех тăрмашни килĕшмерĕ ăна – ăша вĕчĕрхентерчĕ, кăмăла пăсрĕ. – Кунта хăршаланса тăриччен пире, хăвăра хÿтĕлекенсене, пулăшасчĕ, пиччем! Сахалăн тăрса юлтăмăр эпир…
– Вăл паллă-ха. Тĕкленме ĕлкĕреймен, çавăнпа кашни ухмах пуля айнех пуçăра чикетĕр. – Çавăнтах хăй çумĕнче сĕркеленекен шĕвĕре лăпкаса илчĕ те: – Юрко! – терĕ. – Ман вырăна юлатăн: эп каллех çапăçма каятăп. – Унтан салтак енне çаврăнчĕ. – Кунсăр пуçне ман тата виçĕ çăвар, пĕринчен тепри вĕтĕ… – Çапла каларĕ те сулахай урине сĕтĕрсе хуллен кăна çатан алăк патнелле утрĕ.
Каярахпа Сантăр акă мĕн пĕлчĕ: Апонас Халупа финн вăрçине хутшăннă-мĕн, ăста пулеметчик пулнă. Маннергейм линине штурмланă чухне йывăр аманнă. Тĕрлĕ госпитальте йăваланса хăшкăлнă хыççăн ăна яланлăхах “списать” тунă.
Хăрах ури хуçланмасть пулин те Халупа тĕлĕнмелле правур: “Максимкăран” ăшалантарса тăшман атакисене пĕрин хыççăн тепĕрне путлантарчĕ.
…Иккĕмĕш талăк ĕнтĕ тăшмана Тăрă шыв урлă каçма памасть пысăках мар ушкăн. Урса кайнă фашистсем тупă минометсенчен татти-сыпписĕр переççĕ. Çыран хĕрри сухаланă пекех чавăнса пĕтнĕ. Сăмсана çунăк-ĕнĕк шăрши çурать.
Сантăрпа Стас Василишин, вĕлернĕ аслă лейтенант вырăнне тинтерех çеç çирĕплетнĕ çамрăк командир, йывăр снаряд алтнă тарăн шăтăка вырнаçнă. Юхан шыв леш енче сас-чĕв пулсанах иккĕшĕ те унталла тĕллесе переççĕ.
Василишин çак тăрăхранах иккен.
– Кунтан инçех мар Хăвалăх ялĕ пур, – каласа пачĕ вăл хăй çинчен. – Вăт эп шăпах çавăнта çуралса ÿснĕ. Наталкă та унтанах. Эпир унпа пĕр класра вĕреннĕ. Эп кунтине пĕлсен хăрушлăха пăхмасăрах вĕçтерсе çитнĕ пулĕччĕ – пĕлмест…
Тăрă шыв ку тĕлте çинçерех, ăшăхрах. Тăшманшăн – пирĕннисене тапăнма – питех те меллĕ вырăн. Хĕрлĕ армеецсем çакна лайăх ăнланаççĕ. Тата командовани приказне асра тытаççĕ: тĕп вăйсем çĕнĕ позици йышăнма ĕлкĕриччен фашистсене кирек мĕнле пулсан та юхан шыв урлă каçма памалла мар! Акă мĕншĕн çирĕпленнĕ рубежран пĕр утăм та чакмасть ятарласа хăварнă рота.
Вăйсем чаксах, хавшасах пыраççĕ. Çÿлтен вара хамăрăннисем патне тухма ирĕк паракан хушу çаплах килмест-ха. Çакна пĕлнĕн Апонас ывăлĕ Юрко ашшĕ каласа хăварнине пăхмасăрах кунта чупса çитрĕ. Анчах та нумаях вĕткеленеймерĕ çăмăл та вăр-вар ача салтаксене пулăшса – кĕçех ăна питĕнчен амантрĕç.
– Эх, нуша ачи! – тарăхса вĕриленчĕ пулемет çумĕнче выртакан ашшĕ. – Чуп хăвăртрах киле!
Юнлă питне ывăç тупанĕпе хупласа Юрко тĕмсем хыçĕнче çухалчĕ.
Тÿпене çамрăк уйăх шуса хăпарсан кун каçипех канăç паман нимĕçсем кăштах лăпланчĕç.
– Ытла та илемлĕ Украинăри каçсем! – тантăшне хул пуççинчен ыталарĕ Стас. – Çапла вĕт, Сантăр? Шел, Наталкăпа тăраниччен савăшма ĕлкĕреймерĕм. Чуп тăвасси те пĕрре-иккĕрен ытла пулман. Хăраттăмччĕ: вĕри туйăмсене вăхăтра лăплантармасан вăйăран вăкăр тух-ма пултарать-çке-ха. Халь шухăшлатăп та – кăлăхах шикленнĕ…
– Эй, командир! – илтĕнчĕ çывăхри окопран. – Фашистсем каллех йăраланма пуçларĕç. Туятăп: ырра мар ку. Мĕн тумалла?
– Çиччас пырап! – çĕкленчĕ Василишин. Темиçе утăм тума ĕлкĕрнĕччĕ çеç – сасартăк пĕтĕм кĕлеткипе карт! туртăнса илчĕ те сулăнса кайрĕ. Çийĕнчех чупса пынă Сантăр ăна ÿкме памарĕ – хул айĕнчен тытрĕ те хуллен, асăрханса çĕре вырттарчĕ.
Кĕçех уксах Апонас та хăшкăлтатса çитрĕ.
– Хăвăртрах Оксана патне илсе çитер! – терĕ Сантăра сержант суранне хыпаласа пăхнă хыççăн.
Юлташне çурăм çине çавăрса хунă Суранов кĕçех, йывăр çĕклеме пула енчен-енне сулкаланса, хăйне кирлĕ анкарти патне пырса тухрĕ.
Оксана вĕсене паçăртанпах кĕтнĕн алăка пĕр-икĕ хут шаккасанах уçрĕ. Сантăр тĕпелерех иртсе Василишина тăм урайне сарнă улăм тÿшек çине хучĕ.
– Аннеçĕм… Наталка… Инçе мар эп сиртен – кунтах, юнашарах… – асаплăн йынăшрĕ Стас типсе кушăрханă тутине чĕлхе вĕçĕпе йĕпетсе. Çавăнтах антăхса-чыхăнса кайрĕ те – тепĕр минутран сывлами те пулчĕ.
– Эх, мĕскĕн! – питне саппун аркипе хупларĕ хĕрарăм, унтан Сантăра: “Халь тин ăна нимле им-çам та кирлĕ мар, – терĕ те яртах тăсăлнă кĕлеткене шурă çиттипе витрĕ. – Кам пĕлет, тен, ман упăшкам та çапла…”
Сантăр шарламарĕ: пулни-иртнине ниепле те ĕненес килмерĕ унăн. Пирвайхи хут çапăçăва кĕнĕренпе икĕ эрне иртрĕ пулин те вилĕмпе çакнашкал çывăх, куçа-куçăн тăма тÿр килменччĕ-ха ăна.
Кĕçех алăк яри уçăлчĕ те пÿрте Апонас Халупа хашкаса кĕчĕ.
– Связной çитрĕ унта, – терĕ Стас выртакан кĕтесселле куç ывăтса: тÿрех тавçăрса илчĕ вăл командир вилнине, анчах та çакна ăс-пуçпа та, чун-чĕрепе те йышăнасшăн пулмарĕ. – Чакма хушнă сире… Васка, шăллăм, унсăрăн пĕччен татăлса юлма пултаран. А эпĕ, лăкăш-лакăш, сирĕнпе тем пек пырас тесен те пыраймастăп…
Сантăр йывăрланнă пуçне Апонас кăкăрĕ çине хучĕ те пĕр сассăр – хул пуççине вĕттĕн-вĕттĕн чĕтретсе макăрма пуçларĕ.
– Ы-ых, халер вăрçи! Мĕнешкел яшсене пĕтерет, – ассăн сывларĕ Халупа. – Тÿс, шăллăм, çирĕплен. Юлташу пирки вара ан пăшăрхан: чыслăн, йĕркеллĕн пытарăпăр…
…Хуллен, йывăррăн хăпарать сăрталла Суранов. Хутран-ситрен чарăнса тăрса сывлăш çавăрса ярать. Мĕн тăвас тен, ватлăх ура кĕлинчен пусрĕ. Çитменнине, врач хушăвĕ-сĕнĕвĕсем те шиклентереççĕ: ытлашши ывăнма та, пăлханма та юрамасть – унсăрăн каллех суккăрланма пулать.
Юлашкинчен, хуллен-майĕпен мекеçленкелесе, сăрт çамкине хăпарса çитрĕ-çитрех Сантăр. Ун умне тăррине шифер витнĕ шап-шурă çурт тухса тăчĕ. Пахчара пан улмипе чие йывăççисем ашкăраççĕ, кунтах – тĕрлĕ çимĕç йăранĕсем.
Сăрланă крыльца çинчен тĕрленĕ кĕпеллĕ ватă хĕрарăм асăрханса анчĕ.
– Апонас Халупа пурăнать-и, чĕрĕ-и? – ыйтрĕ Суранов кĕçĕн апăка хăй хыççăн типтерлĕн хупса.
– Апонас тетĕн? Мĕн пултăр ăна! Тăхăр вунна çывхарать – хăнк та тумасть-ха, çав-çавах çирĕп. – Унтан, сăмахне урăх йĕр çине куçарса карчăк çапла ыйтрĕ: – Мĕн тума кирлĕччĕ вăл сана, ырă çыннăм? Тăван-хурăнташу мар пуль-çке?
– Çук, çак таврара пĕрле çапăçнăччĕ.
– Чăнах-и? – хĕпĕртерĕ хĕрарăм. – Сывлăху мĕнле, аптрамасть-и? Суранусем канăç памаççĕ-тĕк, наччас сиплесе яратăп: ман тем тĕрлĕ курăк та пур. Оксана кинеми тесен мана кунта пурте – йытти-кушакки таранах! – пĕлеççĕ.
“Оксана? – шартах сикрĕ ватă салтак. – Нивушлĕ çавах?” Ыйтасшăнччĕ, хăйпе паллаштарасшăнччĕ – чăрмантарас килмерĕ, ĕлкĕрĕп-ха терĕ.
Халупа кил-хуçалăхĕ кунтан инçе мар иккен. Апла пулин те çак кĕске хушă Сантăршăн тем териех вăрăм туйăнчĕ. Кăнтăр шăрăхĕ çаплах пусăрăнмасть-ха, çаплах вĕри çунтарать. Пăчă. Сывлама йывăр. Пырсан-пырсан куç хуралса килет.
Апонас Халупа кил картинчен Суранова хирĕç шкул ачисем çуйхашса тухрĕç. Малта – вун-вун икĕ çулхи чанккамас хĕрача. Кăвак юбкăпа вăл, шурă кофтăпа. Калинккерен пуринчен маларах вĕтĕртетсе тухнăскер ыттисем çине çирĕп учитель пек çултен аялалла пăхса çаврăнчĕ те: “Халĕ Оксана асанне патне кайăпăр!” – терĕ.
Вĕтĕр-шакăра ăсатнă хыççăн пĕкĕрĕлчĕк старик, сулахай ури çине таянса-уксахласа, Сантăр патне пычĕ. Кăвакарнă çăра куç харшисем айĕн йĕплесе пăхакан çивĕч куçĕсемпе палламан çынна пăраларĕ: кам эс, ăçтан?
Икĕ ватă калаçса тăнă хушăра пуртрен утмăл-утмăл пиллĕкри платна арçын тухрĕ. Çÿхе улăм шлепкепе, тап-таса хырнă çавра пичĕ çинче кĕрен çĕвĕ палăрать.
– Юрко, – терĕ ăна мучи, – нÿхрепрен квас ăсса тух-ха…
Сивĕ те уçă шĕвекпе ăш хыппине сÿнтернĕ хыççăн Суранов хăй кунта мĕн сăлтавпа çуренине пĕлтерчĕ.
– Кĕскен каласан, виличчен килсе курас килчĕ, – терĕ хăй шухăшне пĕтĕмлетсе.
Ашшĕпе ывăлĕ инçетрен килнĕ хăнана пÿрте чĕнчĕç, анчах та Сантăр килĕшмерĕ: “Каярахпа тепре кĕрсе тухăп”, – терĕ те Оксана патне каялла таврăнчĕ.
Пахчара, тăпăл-тăпăл вил тăпри çинчи плавай хăмаран çапса тунă шĕвĕр тăрăллă тăваткал палăк çывăхĕнче, паçăрхи ачасем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Оксана вĕсене хĕрÿленсех тем ăнлантарать – уçăмлăн илтĕнмест, хăш-пĕр сăмахĕ кăна – татă-кăн-сыпăкăн – хăлхана кĕрет: “…Сирĕн телейĕршĕн…”, “…ун ячĕ нихăçан та…”
Кĕçех пиçен пек çинçешке хĕрача пурне те хăй хыççăн чĕнчĕ.
– Халĕ, ачасем, хĕрÿ çапăçу пулса иртнĕ вырăна çитсе курăпăр…
Сантăр вĕсен хыççăн утрĕ.
Чăнкă çыран. Аялта, салтак пиçиххийĕ евĕр, Тăрă шыв авкаланса юхать. Унăн икĕ енĕпе те – вĕри хăйăр çинче – канакансем хĕртĕнсе выртаççĕ. Шывра, хур-кăвакалпа пĕрле, ача-пăча çатăлтатать.
– …Шăпах çак вырăнта пирĕн салтаксен пĕр ушкăнĕ фашистсен вăйлă хĕç-пăшаланнă пысăк чаçĕпе тытăçнă, – ăнлантарчĕ тантăшĕсене пĕчĕк “экскурсовод”. – Паттăрсем пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă. Вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллеве чыслăн пурнăçланă, мĕн хушу пуличченех каялла чакман. Анчах – вăрçă вăрçах ĕнтĕ – отряд çухатусем те тÿснĕ. Юлашки тан мар çапăçура, сăмахран, командира вилмеллех амантнă. Боецсенчен пĕри ăна Оксана асанне патне çĕклесе кайнă. Шел, çăлма май килмен. Оксана ăна, нимĕçсем чыссăрласа ан варалаччăр тесе, хăй пахчине – улмуççисен хушшине – пытарнă /паçăр хăвăрах куртăр/…
Канăçсăррăн, йывăррăн сывларĕ вăрçă ветеранĕ. Чĕри кăкăртан халь-халь сиксе тухасла хăвăрттăн та хыттăн тапăлтатрĕ. Илемлĕ тавралăха сăнанă май Сантăр çапла пăшăлтатрĕ: “Тархасшăн, халех тапма ан чарăн-ха, чĕреçĕм! Манăн тата кăштах пурăнас, хамăр курни-тÿснине çамрăк ăрăва каласа парас килет. Ан тив, пĕлтĕр вăл çакă тăрă тÿпе мĕнле майпа упранса юлнине. Ун хыççăн вара… ун хыççăн лере кайма та юрать”. i{content: normal !important}
Валери Туктар: Чăвашлăх
Мĕн-ши вăл, туссем, чăвашлăх?
Тен, вăл тĕрĕллĕ кĕпе.
Тен, вăл кунĕлĕх, йăвашлăх,
Чăвашла сенкер тÿпе.
Тен, “Аки-сухи” юрри вăл,
Тен, “Уçланкăри палан”.
Ăнланать таçти хĕр-ывăл
Ентеше унпа ялан.
Вăл та пулĕ, ку та пулĕ,
Тусăмсем, ман шутпалан,
Пирĕнпе чăвашлăх юлĕ
Чăвашла сăмахпалан.
Пин те пин сăмах чăвашăн,
Чăн чăвашлăх — çавăнта.
Каçăхса кайса калаçăн
Ентешпе Сахалинта.
Пекинра-и, Прагăра-и,
Берлинта е Лондонра —
Тĕп чĕлхемĕр вăй парайĕ
Чи йывăр, кичем кунра.
Çавăнпа атте-аннемĕр
Чĕлхинче курар малаш,
Пулăпăр вара, туссемĕр,
Ĕмĕр-ĕмĕр чăн чăваш!
Светлана Асамат: Чăваш ташши, юрри – кĕтрет
Чăваш ташши, юрри – кĕтрет.
«Линка-линка» янăрасан
Чупса тухса ташлас килет.
Алран кайми юрă юхсан
Мăнаçланса юрлас килет
Чăваш çĕвви-тĕрри – кĕтрет.
Шурă пиртен, аркăласа
Капăр кĕпе тăхăнас килет,
Тĕрлĕ тĕспе сĕвемлесе
Тĕрĕлесе тăхнас килет.
Енчĕк, масмак, сурпан çыхса
Ама, тевет, алка çакса
Чиперрĕн курăнас килет.
Чăваш кил-çурчĕ те кĕтрет.
Кăкшăм, çурхат çÿпçе, чÿлмек,
Пештĕр арча, чăм илĕртет.
Сăра тултарнă алтăрпа
Чăваш хăна кĕтсе илет,
Эрешлĕ тĕпеле лартса
Апачĕ-çимĕçне сĕнет.
Тĕлĕнтерет кун-çул утти,
Ăсталăхпа илем çути. i{content: normal !important}
i{content: normal !important}

Михаил Федоров: Арçури

Михаил Федоров Самарти учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ, кайран учительте ĕçленĕ. Ытти сăвăсемпе очерксем пичетленĕ пулин те, ытларах «Арçури» поэмипе палăрса юлать… Тĕплĕнрех →
Арçури
(Баллада)
Хĕвел ансан Хĕветĕр
(Эсир ăна пĕлетĕр)
Хĕвне çăкăр чикрĕ те,
Лаша кÿлсе ларчĕ те
Тухрĕ кайрĕ вăрмана
Хăрăк турат пуçтарма.