Сывă пул / Syvă Pul ][ Ion Sheremet / Ион Шеремет


Кушак та иртенпе урамалла каясшăн тулашать, çапăçать. Кăларса ярас ăна – каллех çуркуннехи пек темиçе эрне хула путвалĕсем тăрăх мĕн пур кушак ами хыççăн лăпăстатĕ…. /нертенпе иксĕмĕре те тунсăх пусрĕ. Тем çитмест ĕнтĕ? Чунăма тем канăçсăрлантарать _ ал-ура лăштăрах кайрĕ. Тем пăтранать ăшра, темле ăнланмалла мар асар-писер аса илÿсем пуç мимине хĕссе, ыйха айккинелле сирсе ĕнерхи каçа çĕнĕрен те çĕнĕрен тавăраççĕ. Пуçри шухăшсем тăвăнса чуна хистемеллипех хистеççĕ.
Ăçтан çаклатса килтĕм-ха эпĕ çак вăйсăрлăха?
Театрта мар-и-ха?..
Театрта… антракт вăхăтĕнче чĕлĕм мăкăрлантарма тухас тенĕ чух хамран инçе мар палланă хĕр сăнне, кĕлеткине курсан тем пырса тивнĕ пек пулмарĕ-и?..
Çапла пулас. Ăна куртăм та самантлăха темĕнле ăшă аса илÿсем ялкăшса илчĕç. Тата тепĕр самантран, чăтăмсăррăн, виç сăмах та пулин хушас кăмăлпа _ ăнкарса та ĕлкереймерĕм, те савăнса, те хумханса _ ун патнелле ыткăнтăм.
Хĕр хăй патне çывхарнине асăрхасанах тута хĕррисене вылятса кулса илчĕ. Çывхарсан вара мана сăмах чĕнтермесĕр, _ Аван-и! _ терĕ. _ Пĕрремĕш пайĕ пуçланичченех, партера кĕрсенех сана асăрхарăм, _ пĕр пытармасăр пĕлтерчĕ хĕр, _ Анчах та пĕлсе пĕтерме çук… Тен, хĕрпе… пырса чăрмантарас темерĕм… _ терĕ.
_ Салам! _ терĕм эпĕ те.
Ун сăмахĕсем хыççăн, мур илесшĕ, хам мĕншĕн ун умне пырса тăнине те ăнланмасăр çухалсах кайрăм тата. Пулать вĕт ун пекки ватта сулăнсан.
_ Качча кайнă тенине илтнĕччĕ сана?.. _ теме кăна пултартăм.
_ Çапла. Кайнă. Ачасем те ÿссе çитрĕç… _ терĕ вăл йăл кулса.
_ Саламлатăп… _ терĕм ача-пăчалла.
_ Санран кăна илтме пит хавас. _ Те чăнласа, те мăшкăлласа каларĕ вăл.
_ Мĕншĕн-ха систермерĕн? _ ухмахла персе ятăм пуçа мĕн пырса кĕнине.
_ Эпĕ шăнкăравланăччĕ. Анчах та аннÿ эсĕ çур çуллăха Балтика тăрăхн тухса кайнă терĕ. Унта шыраса тупас çук пуль терĕм вара… Аннÿрен те адрес ыйтса пĕлме ăс çитереймерĕм çав, _ паян та ыйтса чăрманас çук пек тавăрчĕ вăл. Унтан тÿрех хушса хучĕ% _ Тата, кирлехчĕ-ши сана ку?..
Тахçанхи сăмахĕсем аса килчĕç, _ «Качча кайса упăшкана телей кÿрес килет… Хĕрарăмăн пÿрни çав пуль…», _ тетчĕ вăл.
Эпĕ вара минута яхăн калаçнă хыççăн%
_ Тухса мăкăрлантарам-ха, _ терĕм те ун умĕнчех кĕсьерен сигарет пачки туртса кăлартăм.
_ Халĕ те сывлăхна упрамастăн. Унччен те кунне икшер пачкă мăкăрлантарттăнччĕ… _ тесе юлчĕ мана йĕпленĕ евĕр.
Арçынсемпе пĕрле умлăн-хыçлăн ик сигарет туртса ятăм та хам вырăна кайса лартăм.
«… Инçетри ют хулана ĕçлеме тухса кайма шут тытнăскер ман пата çĕр каçмалла ялтан Шупашкара килнĕччĕ вăл. Тухса кайиччен ялĕнче амăшне пулăшса хăварма тăрăшнă, юлашки автобуса васкача чупса тухнăскерĕн ывăнни сăнĕнченех палăратччĕ. Тата чĕрине темĕнле ăнланмалла мар тунсăх çини сисĕнетчĕ. Çавăнтах вăхăтăн-вăхăтăн унăн çутă чакăр куçĕ ăнланайми савăнăçпа çиçсе илнĕ пек те туйăнкалатчĕ.
Сĕтел хушшине кĕрсе ларнăскерсем çĕрĕпе чей-кофе ĕçкелесе пакăлтатса лартăмăр. Тĕрлĕ пăтăрмаха ас илсе пĕр-пĕринчен култăмăр. Хăш вăхăтра тул çутăлнине те сисмерĕмĕр.
Пĕр чĕлхе тупма пултарнăран сехечĕ-чехечĕпе калаçаттăмăр вара. Çулталăкра пĕр-пĕрне ăнланакан пулса çитнĕччĕ ĕнтĕ. Вăл ман пата хăнана пыркалатчĕ, килти пекех туятчĕ хăйне. Анне те ăна килĕштерсе авланасси пирки сăмах тапрататчĕ.
_ Çав хĕрех качча илмеле те сан, унпа телейне те тупăн-ха.., _ текелетчĕ мана. Туслашма пултартăмăр унпа, анчах та темшĕн хутшăну çĕрĕпе пакăлтатса ларассинчен мала каяймарĕ. Юрату пирки те, пĕр-пĕрне килĕштерни пирки те нихăçан та сăмах тапратман эпир.
Ирпеле тепрер курка чей ĕçсе, çырткаласа вокзала тухса утрăмăр. Иртерех те çитрĕмĕр. Ара, кая юлни мар-вĕт. Кирлĕ платформăна шыраса тупрăмăр.
Пĕртен-пĕр сумкана çĕре лартсан ун куçĕсенчен пăхса илтĕм те çывăх туса çухатнине тин çеç ăнкартăм. Вăл та хурлăха пытарма пултараймарĕ. Тен, пытарма кирлĕ те пулман-и?
_ Мĕншĕн çав тери ире каятăн? Ара, автобусĕ татах та пулать вĕт-ха… _ теме шанса, вăхăта тăсас шутпа-ши, каласа хутăм эпĕ сехе çине пăхса.
_ Пĕлетĕн вĕт-ха, манăн Чулхуларан та инçерех каймалла. Иртерех çитни аванрах, каçа юлсан кирлĕ çынсене тĕл пулаймăп тата, _ терĕ.
«Икарус» платформа умне пырса тăчĕ. Эпĕ тепĕр хут сехет çине пăхса илтĕм.
_ Тепĕр çичĕ минутран пирĕн уйрăлма та тивет… _ терĕм макăрас пек.
Вăл куçне тартма хăтланчĕ, унтан ман çума сĕртĕнсех тăчĕ те аллипе кăшт кăна мана перĕнсе%
_ Çапла çав… _ терĕ. _ Анчах та халь тин хам шухăша улăштармастăп эпĕ. Уйрăличчен вара мĕнле сăмахпа, хăш сăвă йĕркипе ăнлантарса парам-ши сана хамăн чунри шухăш-туйăма? Тата кирлех-ши? Кирлĕ мар тесе çак кунччен, çак самантчен чăтрăм, урăх тÿсĕм çитмест. Питĕ йывăр мана, ывăнса çитрĕм эпĕ. Санпа юнашар пулсах сансăр ывăнса çитрĕм…
Малтан сана хам пурнăçран ниепле те чĕрсе пăрахас çуккине сисни, пĕр-пĕрне ăнланни, шанни тĕлĕнмелле çăмăллăх кÿрсе тăратчĕç мана. Чĕрере хальччен пулман çутă хĕмленетчĕ. Чунра тĕлĕнмелле лăпкăччĕ, мĕншĕн тесен эсĕ _ «хам çеç пĕлекен эсĕ» _ яланах çумраччĕ. Анчах та халĕ… паян ак…
Эсĕ йăлтах ăнланатăн, сан пек туйăмлă çын курман ку таранччен. Çав хушăрах тĕлĕнмелле телейсĕр пек туйăнатăн. Савăнсах хам йăнăшнине туйса илĕттĕмччĕ, мĕншĕн тесен эсĕ телейлĕ пулнине пĕлнинчен ытла нимĕн те савăнтарас çук мана. Анчах та темле шалти туйăмпа сисетĕп% хăв пурăнас тенĕ пек пурăнмастăн эсĕ… Каçар мана, тен, эпĕ кирлĕ мар çĕре кĕретĕп. Тен, ку сăмахсене манран илтме кулăшла та пуль сана. Пĕлместĕп, миçемĕш вырăнта тăратăп эпĕ хĕрарăмсен «галерейинче», е пачах та вырăн çук унта мана валли. Тĕрĕссипе, унти «вырăн» кирлĕ те мар мана, мĕншĕн тесен ман пурнăçра эсĕ ытла та пысăк вырăн йышăнатăн. Ятпа та чĕнейместĕп сана, эсĕ _ пĕр тĕнче. Ăнлантараймастăп та эпĕ% çав пĕр пĕтĕмлĕх _ пĕр ятра мĕнле вырнаçма пултартăр?
Кĕлмĕçленместĕп, мĕскĕнленместĕп те. Камăн, камăн, анчах та манăн чун нихăçан та нишлĕ пулман. Эсĕ мана пач та пĕлместĕн тесен те юрать* тен, çавăнпа та кирлĕ таран хисеплеместĕн те. Е мана çеç çавăн пек туйăнать. Кÿренÿ çук ман чунра. Нимĕн те ыйтмастăп санран. Кашни çын и р ĕ к л ĕ пулмалла, чун мĕн ыйтать _ çавна тумалла. Чуну хирĕç пулсан такама юрассишĕн çеç тунинчен япăххи нимĕн те çук.
«Манран нимĕн те кĕтместĕн, нимĕн те ыйтмастăн пулсан мĕншĕн-ха калатăн çак сăмахсене?» _ теме пултаратăн. Каламасăр лăпланаймастăп _ чун ыйтать. Хам чуна хам чарса, амантса пĕтертĕм ĕнтĕ. Хăв чунна хăв çын тем каласран хăранипе пусарнинчен мĕскĕнреххи, нишлĕлĕреххи урăх ним те çуккине паян çеç ăнланса илтĕм.
Çитсенех сан пата çыру ярăп. Кăмăлу пулсан Њэпĕ çыру çырса янăран çеç марЌ, _ чуну ыйтсан, тархасшăн, хуравла. Эпĕ савăнăттăм.
Тепĕр хут калатăп, эпĕ нимĕн те ыйтмастăп, эсĕ ирĕклĕ çын пулнине шанатăп çеç.
Сывă пул… Хăçан та пулин курнăçăпăр… _ тесе мана пуçласа та юлашки хут йăм хĕрлĕ тутипе чуп туса илчĕ те сумкине илсе автобуса кĕрсе кайрĕ…
Эпĕ вара, тин çеç ун сăмаххĕсене илтнĕрен юпа пек хытса кайнăскер, çак кун татах та аса килессе шутлама та пултарайман ун чухне. Чунăма уйрăлас умĕнхи тунсăхпа малашлăха хăваласа аташтаракан кĕвĕçÿ, шăпам умĕнчи йăлăнупа ĕмĕтленÿ пĕр харăс вырнаçма пултарчĕ ун чухне. Хам мĕн тăвасса та, тата мĕн хушасса та пĕлеймерĕм, епле майпа ăна тытса чарассине те ăнкараймарăм».
Спектакль мĕнле иртнине те, мĕнпе вĕçленнине те сисеймерĕм. Партерта çутă çутăлса кайнипе аса илÿсенчен паянхи куна таврăнса вăл ларакан вырăна ыткăнтăм та… вырăнĕ пуш-пушă. Унтан васкасах урама чупса тухрăм, театр тавра çаврăнкаларăм, иртен-çÿрене сăнарăм, чарăнăва чупрăм…
2004. Шупашкаpi{content: normal !important}

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s