Халал

Иван Яковлевич Яковлев | Ivan Jakkăvlĕvĭc Jakkăvlĕf


Чăваш Халăхне Панă Халал

Ашшийĕн Ывăлийĕн Святой Сывлăшийĕн ячĕпе.

Эй тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем, чăвашсем! Пуринчен малтан эпĕ сире чĕнсе калатăп. Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те акă манăн мĕнпур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ. Юлашки тертĕме пуринчен маларах татах сире каласа хăварас тетĕп.

Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала – пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненÿ этеммĕн ăсне, кăмăлне çунатлăлантарса çамăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать; инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненÿ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать. Турра ĕненсе пурăнсан, пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар; Ăна ĕненсе тăмасан, çĕр çинчи пирĕн пурнăç сивĕ пулать, тĕттĕм пулать. Тĕнчене пултарнă çÿлти Турра ĕненсе тăрăр. Ырă ĕçе те, усал ĕçе те чăн аслă тÿрĕлĕх татĕ, – Турă сут тăвĕ, – вăл сут тÿрĕ, вăл сут пит хăрушă.

Вырăс халăхĕ пит пысăк халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Унăн ăсийĕн вăйĕ, ырă кăмăлĕ, пурнăçа малалла ярас шухăшĕ хисепсĕр нумай, нихăçан та пĕтес çук. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă. Вăл сире пусмăрламарĕ, сире аяла хăвармарĕ. Малашнехине курса тăракан Турă вырăссене эпир курми, сисми аслă ĕç тума ертсе пырать. Эсир малалла каяс ĕçре çак халăх сире çавăтса ертсе пыракан пултăр, ун хыççăн пырăр, ăна шанса тăрăр. Çак халăхăн пурнăçĕ пит йывăр пулнă. Хăйĕн вăрăм ĕмĕринче, йывăр пурнăçĕнче вăл нумай хуйхă курнă, йывăр кунсем курмалла пулнă, çапах та вăл хăй чунийĕн çуттине сÿнтермен; хăйĕнчен аслă халăх тухса каймаллине пĕртте асĕнчен яман. Вырăс халăхийĕн савăнăçĕпе эсир те савăнмалла пулăр; вăл хуйхă тÿсмелле пулсан, ăна эсир те тÿсĕр. Çапла вара малашне вăл курас çутă пурнăçа унпа пĕрле эсир те курăр; вăл малашне чаплăланса кайсан, унпа пĕрле эсир те чаплăланăр. Иртнĕ ĕмĕрсенче вырăс халăхĕ сире хĕсĕрлемен, ÿлĕмрен те вăл сире хĕсĕрлес çук. Ăна эсир юратса пурăнăр, унпа тачă пурăнма тăрăшăр. Кирек мĕнле хир те пукрасăр пулмасть, çапах та эсир вырăс халăхĕ хушшинче ырă кăмăллă ăслă çынсене кирек хăçан та тупăр. Тÿрĕ ĕç тума вĕсем сире пулăшĕç: çапла пулассине ман пурнăçра пулнă ĕçсем шантарса тăраççĕ. Хăйĕн тÿрĕ ĕçĕсене вырăс халăхĕ нумай асап курса çиеле кăларнă, çавăнпа пĕртте иккĕленме кирлĕ мар, вăл сирĕн тĕлĕшпе те ялан тÿрĕрен пырĕ. Вырăс патшалăхĕ çине шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ. Çаксене шанса тăма хама вĕрентсе пурăннă Николай Иванович Ильминский ятне каласа хуратăп; унăн ячĕ сирĕншĕн çул кăтартакан çăлтăр пултăр. Ман хисеппе вырăс халăхĕ катĕрийĕн мĕнпур аслăлăхĕ, мĕнпур илемĕ пурте Ильминскинче тулли тăратчĕ.

Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам тата. Астуса тăрăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла; вĕсене ăçтан та пулин катаран пулăшу килĕ-ха тесе тăмалла мар. Ан манăр! Вĕсене вĕрентсе çутăлтарас ĕç пуринчен ытла сирĕн çинче пулмалла. Эсир вĕсен хушшинчен тухса çутăлнă çынсем. Вĕренÿлĕх пĕлсе тăракан пурлăха пуçтарса, эсир хăвăрăн тăван халăхăр патне таврăнăр, вара патшалăхра чăн лайăх этем мĕнле пулмалли çинчен вĕсене каласа ăнлантарăр; закон çинчен тата халăх хушшинче пулмалли тÿрĕлĕх çинчен вĕрентĕр. Çакăншăн тăрăшассине эсир хăвăр çине илмелле: эсир çав халăх хушшинчен тухнă çынсем. Тăван халăхăрăн çуклăхĕнчен, начарлăхĕнчен, вăл тĕттĕмре пурăннинчен ан вăтанăр: эсир вĕсен хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле. Çапла вара эсир халăх вăйĕпе хăвăршăн пуçтарнă ăсăршăн вĕсене парăм тÿлерĕр пулать. Кĕçĕн тăванăрсем умĕнче эсир хăвăр парăмăра манманшăн халăх кăмăлĕ сире кирлĕ таран тавăрĕ. Ан манăр, çакна астуса тăрăр! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхине тирĕс тăмасан, халăх кăмăлне пĕтĕмпех хăвăр аллăрта тытса тăрăр.

Ху чĕлхÿне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл; аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхÿне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать. Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр. Турă çыруне çырнă кĕнекесене пĕтĕмпех чăваш халăхне парăр – Этемсен Турăпа пĕрлешсе пурăнасси çинчен каланă аслă сăмах кĕнекисене чăвашла куçарса пĕтерĕр. Вырăс патшалăхийĕн Хĕвел тухăçĕ енче пурăнакан йышлă халăхсене Христос тĕнне вĕрентсе çутăлтарас ĕçе тăрăшса ĕçлĕр: чĕлхе тĕлĕшĕпе те, вĕсен пурнăçĕ йĕрки тĕлĕшĕпе те эсир вĕсене вырăссенчен хăйсенчен çывăхрах тăратăр. Христос тĕнийĕн çуттине эсир вырăссен аллинчен илнĕ. Çапла вара эсир çак пысăк ĕçе ĕçлесе вырăссене парас парăмăра кăшт та пулин парса тататăр.

Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьенĕн лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ўтĕре ясарпа ан варлăр, ÿсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр.

Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякка тарăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Вăл каланă: хăвăр тăшманăрсене те юратăр, тенĕ. Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшÿсĕр ĕç час-часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине пыракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çÿле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен, вăл вара хăй сире аялтан çÿле турта-турта кăларĕ. Малти урапа куссан, хыçалти унтан юлмасть. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнланса пурăнни, пĕрне пĕри ырăлăх туса тăни пурнăçа хăват парать. Çакна хытă шанса тăрăр.

Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тÿрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей – тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть.

Çÿлти аслă Тÿре умне кайма хатĕрленсе, сире каласа хăварас сăмахăм манăн мĕнпурĕ çакă ĕнтĕ. Ирĕклĕ е ирĕксĕр эпĕ кама та пулин кÿрентерсе, вăл ман çие çилĕ хывса çÿренĕ пулсан, пурсăра та тархаслатăп: çиллĕре манăр, каçарăр мана, маншăн турра кĕлтăвăр. Эй тăван çыннăмсем! Чăн кăмăлтан тав тăватăп сире. Эсир маншăн ялан та ăшă пултăр, кăмăллă пултăр. Сиртен çакна курма эпĕ тивĕçлĕ те пулман. Çаплах тата вырăс çыннисене те нумайăшне, пит нумай çынна чунтан тав тăватăп. Ман ĕçе тума вĕсем нумай пулăшрĕç, чăн кăмăлтан ман енче тăчĕç. Хампа пĕрле ĕçленĕ юлташăмсене, мана пулăшса пурăннă мĕнпур çынна пурне те чунтан каласа тав тăватăп: нимĕне хапсăнмасăр вĕсем мĕнпур халĕсемпе ĕçлерĕç, вĕсемсĕр пуçне ман ĕçĕм те палăрман пулĕччĕ. Пĕр хам анчах вĕрентнĕ хамăн çыннăмсене кăмăлтан ырă сунатăп. Эпĕ вĕсене вĕрентсе ларнă вăхăтсем ман пурнăçра чăн савăнăçлă вăхăтсем пулчĕç. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр.


Яковлев, И. Я. Чăваш халăхне панă халал / С. Малютин [ум сăмахě] ; М. Р. Федотов хатěрленě ; художникě Э. М. Юрьев. – Шупашкар, 1992. – 30 с. – Текст на чуваш., рус., англ, нем., франц. яз.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s