1907 – 1970

Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →
Хайлавĕсем:
Совет Самани 1923-1931:
Петĕр Хусанкай
[ Эп… чăваш ачи ]
Совет Самани 1941-1950:
Петĕр Хусанкай
[ Таня | Сăпка юрри (Çывăр, аптраман тавраш) | Салампи ]
Совет тапхăрĕ 1951-1990:
Петĕр Хусанкай
[ Эпир пулнă, пур, пулатпăр | Аптраман тавраш | Хĕрÿ хĕвел хĕрелсе анчĕ… ]
Тĕплĕнрех:
Хусанкай Петр Петрович (09.01.1907, Сиктĕрмe (халĕ Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкей районĕ) – 04.03.1970, Шупашкар] – поэт, куçаруçă, общество деятелĕ, СССР писателĕсен союзĕн членĕ (1934). Аслă Аттелĕх вăрçин участникĕ (1942–45). Чăваш пед. техникумĕнче (Хусан, 1923–25), Тухăç пед. институтĕнче (Хусан, 1927–31), А.М. Горький ячĕллĕ Литературĕ институтĕнче вĕреннĕ (1957 ç. вĕренсе тухнă). “Сунтал” журналта (1925–26) тата “Коммунар” хаçатра (1931–34) ĕçленĕ. Хусанкая 1938-мĕш çулт национализмшăн айăпласа арестленĕ, 1939-мĕш çулта суд йышăнăвĕпеле ирĕке кăларнă. [Чув. энц.]
Хусанкай пултарса хăварнă эткерлĕхре поэзин мĕн пур жанрĕсем (кĕске эпиграммасенчен сăвăллă роман таранччен), тĕрлĕрен сăвă виçи, строфа тата ритм тĕсĕсем пур. [Чув. энц.]
Унăн сăввисем малтанах “Сунтал” журнал урлă халăх умне тухаççĕ. (1924), 1928-мĕш çулта вара “Уяртсан” ятлă сăввисен пуххи кĕнеки тухать. [Чув. энц.]
Критиксем Хусанкай ĕçне пĕр пек хак паман, поэтăн 20-30-мĕш çç. çырнисем тата куçарнисем национализм тата декаданс витĕмĕ курнă юхăмсен шутне кĕреççĕ. 1962 çулта кун çути курас “Тилли юррисем” ярăма та Хусанкай 38-39 çулсенче тĕрмере ларнă чухне çырма тытăнать. [Чув. энц.]
Аслă Аттелĕх вăрçи тухса кайсан Хусанкай пултарулăхĕ çĕнĕ тапхăра кĕрет. Шăпах “Таня” (1942) тата “Çĕнтерÿ юрри”, “Аптраман тавраш” йышши хайлавсенче вăрçă синкерĕсене тÿсекен çынсен шăписем сăнланаççĕ. [Чув. энц.]
Хусанкайăн вăрçă хыççăнхи пултарулăх тапхăрĕн тĕшши вăл – интернационал темиллĕ çырнă кĕвĕлле сăвăсем, чĕрĕ янракан чĕлхе тата публицистикă элеменчĕсем. Çав хушăрах поэт ытларах шухăшлаттаракан, философилле поэзи патне туртăнать. [Чув. энц.]
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Ытти материалсем:
Хузангай Петр Петрович (22.01.1907–04.03.1970) – поэт, переводчик, общественный деятель, народный поэт Чувашской АССР, лауреат Государственной премии Чувашской АССР им. К.В. Иванова, лауреат премии комсомола Чувашии им. М. Сеспеля, участник Великой Отечественной войны.