1017 – 1070

Паласахун Юсупĕ – Вăта Ази сăвăçĕ, шухăшлавçи. Тĕрĕк литературин авалхи тапхăрĕн паллă хайлавçи… Тĕплĕнрех →
Хайлавĕсем:
Пăлхар тапхăрĕ
Тĕплĕнрех:
Ячĕ: Арапла: يوسف خاص حاجب البلاساغوني Юсуф Хасс Хаджиб Баласагуни. Караханид патшалăхĕнче Баласагун тата Кашгар хулисенче пурăннă. Хайлавĕсене Караханид чĕлхипе (Карлук тĕрĕк чĕлхи, паянхи узбек чĕлхипе тăванлă), арап çырулăхĕпе усă курса çырнă. [wiki]
Паласахун Юсупĕ
Авалхи тĕрĕк халăхĕсен сăмахлăхне, каларăшĕсене, вĕрентĕвне пухса кĕнеке кăларнă Паласахун Юсупĕн (Юсуф Баласагунский) ятне эсир 9-мĕш класс кĕнекинче тĕл пулнăччĕ. Халĕ унпа тĕплĕнрех паллашăпăр.
Вăтам Азири паллă сăвăç, тĕпчевçĕ, шухăшлавçă Юсуп хасс-хуçа XI ĕмĕр пуçламăшĕнче, 1021 çулта, Паласахун хулинче çуралса ÿснĕ. Вăл нумай вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте çÿренĕ, çынсен ăсне, пĕлĕвне, ăслăлăх шыравĕсене мухтанă.
Паласахун Юсупĕ çырнă «Хăтлă пĕлÿ» («Кутадгу билиг») поэма тĕрĕк халăхĕсен авалхи паллă хайлавĕсенчен пĕри шутланать. Ăна сăвăç 1069 çулта хура хансен вăхăтĕнчи уйкур чĕлхипе çырнă.
Поэмăра политика, патшалăх, çар ĕçĕ çинчен нумай каланă. Çавăнпа кĕнекене политика трактачĕ теме пулать. Çав вăхăтрах вулакана вĕрентни, ăс парса хăварни нумай. Эппин, ăна вĕрентÿ (дидактика) кĕнеки теме май пур. Илемлĕ, сăнарлă чĕлхепе çырнăран «Хăтлă пĕлÿ» хайлава поэма теççĕ.
Поэмăра ытарлăхсем — тĕрĕслĕхе, телее, ăс-хакăла, ырлăх-пурлăха сăпатлантаракан сăнарсем пур. Çав сăнарсем патшапа патшалăх, çынсен шăпи, телейĕ, пĕлĕвĕ тата ытти енĕсем çинчен пĕр-пĕринпе хирĕçлетсе калаçаççĕ. Вĕсен калаçăвĕнче (Юсуп вĕрентĕвĕнче) тĕнчипе паллă Авиценна ăславçăпа Фирдоуси сăвăç шухăшĕсем уççăн палăраççĕ. Поэмăри Кун Тогды (Кун, хĕвел тухрĕ), Ай Толды (Уйăх тулчĕ) тата ытти сăнавсем чăваш аваллăхне ăнланма пулăшаççĕ. «Хăтлă пĕлÿ» кĕнекене хĕвел тухăçĕнчи поэзире анлă сарăлнă месневи евĕрлĕ мутакариб мелĕпе çырнă. Поэмăра 6 пин пейĕт (икĕ йĕркелĕх), вăл туркменла, узбекла, казахла, кăркăсла, азербайджанла, вырăсла, тутарла тата ытти чĕлхесемпе пичетленнĕ. Поэмăн чăвашла Анатолий Смолин куçарнă Х сыпăкне вуласа пăхма сĕнетпĕр.