Николай Ашмарин

1807 – 1882

Николай Ашмарин — тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ, чăваш чĕлхин 18 томлă словарьне пухса çутта кăларнă. Хусанта, Чĕмпĕрте, Бакура ĕçлесе пурăннă… Тĕплĕнрех→


Хайлавĕсем:

Кивĕ çырулăх тапхăрĕ

Николай Ашмарин
[Качи çăви (Чăваш халапĕ)]


Тĕплĕнрех:

Николай Ашмарин

(1870 — 1933)

Тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ Николай Иванович Ашмарин чăваш халăхĕн асне хăйĕн вилĕмсĕр вун çичĕ кĕнекеллĕ сăмахсарĕпе кĕрсе юлчĕ. Ашмарин сăмахсарĕ — хак хума çук паха ĕç. Вăл кашни чăваша тĕлĕнмелле пуянлăхĕпе савăнтарать.

Н. И. Ашмарин 1870 çулта юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне хулинче çуралнă. Асламăшĕ унăн чăваш, аслашшĕ Яроcлавль вырăсĕ пулнă. Ииколайăн ачалăхĕ Кăрмăш хулинче иртнĕ. Кунта вăл училищĕре вĕреннĕ. Чăваш чĕлхипе Чулхулари гимназире кăсăкланса кайнă. Мускаври хĕвел тухăç чĕлхисен институтĕнче вĕреннĕ чухне «Очерк народной поэзии чуваш» тĕпчев ĕçĕ çырнă. Çакăн хыççăн вара чăваш чĕлхине нихăçан та асран яман — ăна пухнă, тĕпченĕ, вĕреннĕ.

Н. И. Ашмарин Хусанта, Чĕмпĕрте, Бакура ĕçлесе пурăннă. Ăна 1929 çулта СССР Наукăсен Академийĕн член-корреспондентне суйланă. Чаплă тĕпчевçĕ Хусанта вилнĕ, ăна унтах пытарнă.

Н. И. Ашмаринăн ăс-хакăл еткерĕ иксĕлми пуян. Вăл чăваш сăмахне, йăли-йĕркине, халăх чунне витĕрех пĕлсе тăнă. Çакна «Качи çăви» калав та аван кăтартса парать. Ăна 1894 çулта «чăваш халапĕ» тесе пичетленĕ. Çыраканне «Н. А.» тесе çеç паллă тунă пирки калавĕ камăн пулиине тÿрех пĕлме май килмен. «Революцичченхи чăваш литератури» кĕнекере (1984) калав вырăсла пичетленнĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


Ытти материалсем: