Михаил Ахманэ

1956 –


Хайлавĕсем:


Тĕплĕнрех:

Тулли биографине сайт редакцийĕ халлĕхе майласа çитереймерĕ-ха. Ку ĕçе эсир те хутшăнма пултаратăр. Аялти каçăпа усă курса пулăшу çинчен пĕлĕр, мĕншĕн тесен сирĕн хатĕр çырнисем е лайăх шухăшсем пурах-тăр:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтеÿ хыççăн

7 çул...

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… Пирĕнпе пулăшнăшăн тавах сире…

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


Ытти материалсем:

Михаил Львов (Ахманэ Мишши)              Михаил Егорович Львов – Ахманэ 1931 çулта Муркаш районĕнчи Ахмане ялĕнче çуралнă.           Сăвăсем çырма Михаил Ахманэ Москакассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланă. Унăн пирвайхи хайлавĕсем район хаçатĕнче кун çути курнă. Шупашкарта пурăннă вăхăтра  та вăл çырас ĕçе малалла аталантарса пырать, вăл вăхăтри чылай паллă поэтсемпе тата писательсемпе çывăхланать, унăн хайлавĕсем республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче пичетленеççĕ.           1956 çулта Çĕпĕре,  Красноярск крайне тухса кайнă. Халĕ вăл Енисей хĕрринчи Юксеево ялĕнче пурăнать. Нумай çул хушши вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăннă, хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура. Çĕпĕрте поэтăн калаçу чĕлхи улшăннă: юратнă мăшăр та, тус юлташсем те – вырăссем. Анхах унăн сăввисем паян кун та хăйсен чĕлхине улăштармаççĕ: çаплах чăвашла шăранса тухаççĕ.          Ахманэ сăввисене ытти поэтсем çырнисемпе пăтраштараймăн, унăн хăйне евĕрлĕх стиль, сăнарсем, сăвă тытăмĕ. Сăвăçăн идеалĕсем – Фет, Тютчев, Блок, Гете, Гейне. Вăл çырнисене чылайăшне çутçанталăк ÿкерчĕкĕсем теме пулать. Çав ÿкерчĕксем лирикăллă шухăш-туйăмĕсемпе ăшăннă. Унăн поэзийĕ – чĕре туйăмĕ, сасăсен поэзийĕ. Вулатăн та Михаил Ахманэ сăввисене, ирĕксĕрех шутлатăн: çук, çак «чĕрĕ ÿкерчĕксене» вуласа тухнă, унти шухăшсене чĕре патне илнĕ çын мĕскĕн чунлă, чурăс е çутçанталăка сиен кÿрекен пулма пултараймасть. Пурĕ унăн 20 ытла сăвă кĕнекисем пичетленсе тухнă. Унăн сăввисенчи тĕп тема – туслăхпа килĕшÿ.          Михаил Ахманэ сăввисем республикăри хаçат-журналсенче тата коллектив сборникĕсенче час-часах пичетленеççĕ, вăл чăваш çыравçисемпе тачă çыхăну тытса тăрать.           Кăçалхи çу уйăхĕсенче 2008 çулта Ахманэ çуралнă ялне килсе кайрĕ, хăйĕн хăш-пĕр сăввисене ентешĕсене парнелеме кăмăл турĕ.