Михаил Акимов

1884 – 1914

Çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →


Хайлавĕсем:

Революци тапхăрĕ

Михаил Акимов
[ Кĕтÿ пухăвĕ | Тĕлĕнмелле | Улпут чапĕ – хресчен йывăр кунĕ | Хальхи кунсем | Шÿт туни (халап) | Шутка | Эпĕ патшалăх пухăвĕ çинчен шухăшлани | Ялти пурăнăç (Чан пулнă ĕç) | Вăхăтсăр вилĕм ]


Тĕплĕнрех:

Михаил Федорович Акимов 1884 çулта Хусан кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Теччĕ районĕ) Таяпара чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1899 çулта ялти пуçламăш шкулта, ун хыççăн вăл Кăнна Кушкинчи икĕ сыпăклă шкулта вĕренет. 1901 çултан пуçласа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет. 1905 çул вĕçĕнче, ăна шкултан «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн вăл «Хыпар» хаçатра ĕçлеме тытăнать. Хаçата хупсан. Акимов нотариат кантурĕнче. каярахпа адвокатра ĕçлет. 1914 çулта ÿпке чирĕпе вилет.

Литературăра Акимов ытларах 1906-1907 çулсенче палăрать, калавсем çырать («Кĕтÿ пухăвĕ», «Шÿт тупи»), статьясемпе очерксем пичетлет («Хальхи кунсем», «Эпĕ Патшалăх пухăвĕ çинчен шухăшлани», «Çитмен пурнăç», «Улпут чапĕ – хресчен йывăр кунĕ»). Унăн «Ялти пурнăç» пьеса та пур. Автор вырăсларан куçарас енĕпе те чылай ĕçленĕ: Н.Т. Талановăн «Нуша» калавне 1907 çулта уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. М.Е. Салтыков-Щедрин юмахĕсемпе калавĕсене те куçарнă. 1907 çулта вăл «Пурне те кирлĕ сăмахсем» ятпа кĕнеке кăларнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтеÿ хыççăн

7 çул...

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… Пирĕнпе пулăшнăшăн тавах сире…

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Çинчен:


Ытти материалсем:

Кашкăр Микули (Волков Николай Григорьевич) (15.05.1881–05.12.1946 гг.) – чувашский поэт и фольклорист, участник Первой мировой войны.