1888 – 1956

Марфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→
Хайлавĕсем:
Революци тапхăрĕ
Марфа Трубина
[ Елик| Вилĕм | Чухăн çын ]
Граждан вăрçи самани
Совет Самани 1923-1931:
Тĕплĕнрех:
Марфа Дмитриевна Трубина (Трубина Мархви) 1888 çулхи августăн 28 (сентябрĕн 11)-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи (халĕ Ч Р Куславкка районĕ) Куснар ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн 1903-1909 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет. Вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри ялсенче учительте ĕçленĕ, ăна РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ ятне панă, Ленин орденĕпе наградăланă.
Трубина Мархви – чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм çыравçăсенчен пĕри. Вал нумай повесть, калав, юмах, пьеса çырса хăварнă, вĕсенчен паллăрахисем – «Мучар», «Хÿтĕ вырăнта», «Асăнмалăх, савăнмалăх» повеçсем.
Пуçламăш тапхăрта Трупина Мархви поэзире те хастар ĕçленĕ, ХХ ĕмĕрĕн çулĕсенче чылай сăвă-юрă пичетленĕ. Тĕрĕсрех каласан, литература ĕçне вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕрĕннĕ чухнех тытăннă. Уйрăмах ăна ку ĕçре Алексей Кольцов поэзийĕ хавхалантарнă. Унăн ку вăхăтра çырнисенчен сахалăшĕ упранса юлнă. Вырăсла çырнă икĕ сăвви 1917 çулта «Чебоксарская правда» хаçатра пичетленнĕ. Трупина Мархви чăваш халăх юррисене якатса çырнă, фольклор материалĕ чылай пухнă. Шкул ачисемпе пĕрле алçыру журналĕ кăларса тăнă.
Çыраканĕ: Геннадий Юмарт & Л. Трофимов.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Ытти материалсем:
Трубина Марфа Дмитриевна (02.09.1888–27.11.1956) – чувашская писательница, педагог, заслуженная учительница Чувашской Республики и Российской Федерации.