15-мĕш тата 16-мĕш ĕмĕрсен хушши. Ку тапхăрта çырса хăварнă палăксем е вĕсен копийĕсем çук. Халăх хушшинче сăмах вĕççĕн упранса юлнă фольклор сăмахлăхĕн хăш пĕр тĕслĕхĕсем ку тапхăрта пуçланнă теме май пур… Тĕплĕнрех →
Тĕплĕнрех:
Ытти материалсем:
Н. Г. Иванова, В. П. Никитин (Станьял)

• Автор историлле чăнлăха хăйĕн сисĕмĕ-туйăмĕпе пăтраштарни
Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн паттăр кунĕсем çинчен сăвăçсем юрă та поэма, шилĕкçĕсем драма та трагеди çырнă… Ахальтен мар! Хулкка шывĕ хĕрринче вырăс çарне аркатнă (1223) Чинкис хан эшкерĕ пăлхарсене тапăннă, анчах хăй тыткăн ункине çакланса намăс курнă. 1229 çулта Атăл çинче чĕнмен хăнасене тепре пĕçеркке панă. 1232 çулта татах хирсе янă. Анчах 1236 çулта Пăтти хан эшкерĕ пăлхар çĕрне таптаса каçса кайнă-кайнах. Пăлхар, Пÿлер, Чĕкету, Сăвар, Керменчук хулисене вăл тĕппипе çунтарнă.
Пăлхарсемпе сăваçсем пусмăра кĕрсе ÿкне, варах та хаяр кĕрешÿ пуçланă. Çак кĕрешÿ çинчен улăп халапĕсем, паттăрлăх юмахĕсем каласа параççĕ. Ылтăн Урта вăхăтĕнче Пÿлерпе Сăвар хулисем ура çине тăрайман. Чăваш несĕлĕсем вăй-хал çухалнă, «кĕнекине ĕне çисе янă». Патшалăх кăлчак чĕлхине тата ислам тĕнне йышăннă. Сĕм вăрмансемпе ахрат çырмисене тарса пытаннă чăвашсем хăйсен йăлисемпе тĕнне вилсен те пăрахма килĕшмен. Вунпÿ, çĕрпÿ, пинпÿ, ĕмпÿ тата ытти тĕрлĕ паскаксемпе турхансем халăх тирне сÿсе çÿренĕ.
Керем-сĕреп çурчĕсем юлман, ачасене вĕрентме пăрахнă.
Мăчавăрсемпе юмăçсене чĕррĕн вута чикнĕ. Эптер, элмен, лам-сарăк е аксарăк, мамале сасси илтĕнми пулнă. Çырулăх çухалнă, халăх ирĕкĕ сÿнсе пынă.
XV ĕмĕрте, Ылтăн Урта вырăнĕнче Хусан ханлăхĕ ахăрса кайсан, чăваш унчченхинчен те йывăртарах пусмăр айне лекнĕ, ялĕ-ялĕпе тутара тухса пынă. Тĕнче сутуçисем ĕлĕк Пăлхар хулинче кĕрленĕ пулсан халĕ вĕсем Хусана киле пуçланă. Ĕмĕрхи тĕнче хуçисем пек, мăрса, кăран, турхан, улан, хусахсемпе хурахсем, тен пуçĕсем — имам, шейх, сейĕт тата ытти ясаклă куланай тупăшне кĕтсе ларнă. Чуралăха кĕрсе ÿкнĕ хура халăхăн сывлама та май юлман. Тутарла вĕреннĕ усламçăсем кăна унта-кунта суту-илÿпе çÿренĕ, тĕнче хыпарне пĕлсе тăнă.
Çапах та пурнăç сÿнмен. Халăх сăмахлăхĕ, йăли-йĕрки, тĕнĕ-ĕненĕвĕ çирĕпех упраннă. Паллах, унăн «хуп хушшине» пытанма тивнĕ. Вăхăт-вăхăтăн паттăрсем тупăннă, халăха Мамух, Шăхаль, Сăхă Кире хансене хирĕç çĕкленĕ.
Чăваш çĕре çинче пĕр ĕмĕр ытла вырăссемпе тутарсем çапăçнă, вĕсен вучĕ чăваш пуçĕ çине ÿкнĕ. «1439—1549 çулсенче Хусан çарĕсем вырăссене хирĕç Чăваш çĕрĕ урлă 31 хут, 1455—1550 çулсенче вырăс çарĕсем Хусан патнелле ЗЗ хут каçса кайнă»,— тенĕ чăваш ĕç тăрăм (истори) кĕнекинче.
Мĕнле сăвă-халап çуралма пултарнă-ши çавăн пек юнла вăхăтра? Вутпа çулăм айĕнче пуç касăлнă, нушапа асап хушшинче чун татăлнă. Çавăнпа ку вăхăтри юрăсем йĕрсе ямалла хурлăхлă, халапĕсем чуна сÿлетмелле хăрушă. Апла пулин те халăх хăй ятне, ăсне, чĕлхине, çĕр-шывне упраса хăварма пултарнă. Мĕнле упранă ăна вăл? Йăваш пулма, пуçа пĕкме, тарса кайма тивнĕ… Пур пĕрех ĕмĕрсен тăршшĕнче мухтава тивĕçлĕ паттăрлăх тума пултарнă пирĕн аслă мăн асаттесем. Вĕсем айванлăха кĕрсе ÿкнĕ пулсан çĕр пичĕ çинчен чăваш яланлăхах çухалнă пулĕччĕ.
[Иванова, Никитин – 1993]