Пирĕн эрăчченхи 1-мĕш ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăн 9-мĕш ĕмĕрчченхи тапхăр. Тĕрлĕрен палăксем çинче тĕрĕкле çырнă текстсем пур. Чăвашсемпе тÿррĕн çыхăнтарма пулаканнисем çуккине кура ăсчахсем чĕлхе тĕлĕшĕнчен пирĕнпе пĕр пекрех халăхсен литературине тишкереççĕ… Тĕплĕнрех →
Авторсем & Хайлавсем
Ку списокра çак тапхăрăн паллăрах авторĕсемпе хайлав ячĕсем вырăн йышăнаççĕ. Сайтра пуррисем кликать тăвăнаççĕ, кликать тăвăнманнисем халлĕхе сайтра публикациленмен. Ку список анлăланса çĕнелсе пырĕ.
Ют авторсем:
Чăвашла культурăшăн хаклă е витĕмлĕ текстсем. Чăвашла çырман. Сайтра оригинал чĕлхипе çырнине е куçарăвне кăтартатпăр.
Орхон Çырăвĕсем: Пилхе Хакан
Орхон Çырăвĕсем: Kÿл Тихин | Кÿл техĕн
Орхон Çырăвĕсем: Тонйукук | Тăн юкукĕ
“Ырк Битик” – Ăрăм кĕнеки
Тĕплĕнрех:
Авалхи тĕрĕк
Чăваш халăхĕ тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен шутне кĕрет. Авалхи тĕрĕк культури пирĕн йăла-йĕркере те, халаплăх-сăмахлăхра та, сăнарлă шухăшлавра та нумай упранса юлнă.
Енисей, Уюк Туран, Ункă, Орхон чул юписем Тĕрĕк каханатĕнче V—VIII ĕмĕрсенче пулса иртнĕ ĕçсене çырса кăтартаççĕ. Вĕсем тăрăх хаисен, кахансен, турхансен, тĕкĕнсен тата терлĕ халăх ячĕсене пĕлетпĕр.
Китайри Хунну тапхăрĕ (匈奴 Xiongnu – Çунну)
Тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен чи авалхи поэзи палăкĕ сăмахлăх тĕслĕхĕ пирĕн эрăччен 121 çул маларах Киттайла çырнă летопиçре тĕл пулать. Китай çар пуçĕ Хой Цюй-бин [Huo Qubing] сюннусен (хунсен)[Xiongnu] Енçи (Яньчжи) тăвĕ таврашĕнчи çĕрсене туртса илсессĕн лешсем çапларах юрă юрланă пулать:
«失我祁連山,使我六畜不蕃息;失我焉支山,使我婦女無顏色。
Шулянан тăвне çухатни выльăхăмсене вăйсăр турĕ,
Енçи тăвне çухатни хĕрарăмсене тĕссĕр турĕ.»
Кăвак тĕрĕк – ПЭ VIII ĕмĕр
Паянхи куна çитиччен упранса юлнă авалхи тĕрĕк палăкĕсене руна, манихей тата уйгур çырăвĕсене тĕпе хурса çырнă. [?]
Тĕрĕк хаканлăхĕнче Йоллăх текĕн ятлă поэт пурăннă, вăл Кӳл текĕн çине лартнă чул юпа çинчи сăмахсене хайлани паллă. [?]
Кӳл текĕн вилнишĕн хурланса çапларах хӳхлев çырать:
« Çуратнă аннем, пысăк аннесем,
Кӳл Текĕн
аппасем, кинĕмсем, йăмăкăмсем!
Чĕррисем, пурте чура пулатăрччĕ,
вилнисем, çуртра-çулта выртса юлаттăрччĕ.
Кӳл текĕн çук пулнă пулсан
пурте вилнĕ пулăттăрччĕ.
Кӳл текĕн шаллăм çук пулчĕ,
чунăм хурланчĕ.
Куран куçăм курми пулчĕ,
пĕлен пĕлĕвĕм пĕлми пулчĕ,
чунăм хурланчĕ. »
Çак хайлавсене жанр тĕлĕшĕнчен эпосла поэма теме пулать. [Юхма Мишши]