Çеçпĕл Мишши

Çеçпĕл Мишши
Çеçпĕл Мишши (1899 — 1922). Сăвăçă, патшалăх ĕçченĕ.

Михаил Кузьмич Кузьмин 
(16/11/1899, Касаккасси Шĕкĕр – 15/07/1922, Старогородка)

Çырнă жанрсем: сăвă, проза – повĕç, роман, калав.
Çырнисен чĕлхи: чăвашла, вырăсла.
Уйрăмлăхĕ: Чăваш чĕлхинчи пусăм нормисене ăсталаса, йĕркене кĕртсе силлабо-тоника меслечĕллĕ поэзие пуçласа янă. [wiki]

Çуралса ÿснĕ килĕ: Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл, Канаш районĕ)  ялĕ. [wiki]

Вĕренÿ çулĕсем:  Шăхасанти икĕ класлă шкул. Теччĕри вĕрентевçĕсене хатĕрлекен семинари. Мускаври агитаторсемпе пропагандистсен курсĕ. [wiki]

Ĕçлĕ пурнăçĕ: 1920 ç. – РКСМ Чăваш обкомĕн ĕçченĕ, Чăваш автономи облаçĕн ревтрибунал пуçлăхĕ, Чăваш Енĕн пĕрремĕш “тĕп прокурорĕ” пулса тăнă. Çутĕç пайĕн куçару комиссийĕн ĕçченĕ. 1921 ç. Остер уесĕн çĕр уйрăмĕн ĕçченĕ. [wiki]

Литература ĕçĕ: 1916-1917 çç. алăпа çырнă «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулнă, сăвăсем çырнă. Малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Хăй вилнĕ хыççăн: 1927 – Пĕрремĕш кĕнеки «Хурçă шанчăк». 1928, Шупашкар – «Сăвăсем» кĕнеке. [wiki]

Пурнăçĕ: Çакăнса вилнĕ. [wiki]

Тĕп темăсем тата мораль енчен асăрхамалли самантсем: “Çĕнĕ кун” кульчĕ тата идеологийĕ ячĕпе Христос тĕнĕн паллийĕсен профанацийĕ, мифологизм.


Çăлкуç: wiki.

Advertisements