Литература

Литература вăл — анлăн пăхсан çыруллă ĕçсен пуххи, пĕлĕве тата чун хавхаланăвне çырса упрамалли ăсталăх.

Чăвашла литература тапхăрĕсем

Ĕлĕк-авалхи

Авалхи тĕрĕк:

Пирĕн эрăчченхи 1-мĕш ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăн 9-мĕш ĕмĕрчченхи тапхăр. Тĕрлĕрен палăксем çинче тĕрĕкле çырнă текстсем пур. Чăвашсемпе тÿррĕн çыхăнтарма пулаканнисем çуккине кура ăсчахсем чĕлхе тĕлĕшĕнчен пирĕнпе пĕр пекрех халăхсен литературине тишкереççĕ…  Тĕплĕнрех →

Пăлхар тапхăрĕ:

Пирĕн эрăри 8-мĕш тата 14-мĕш ĕмĕрсен хушши. Малтанхи текстсем тÿррĕн сыхланса юлман пулин те, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ вăйланнă вăхăтра çыруллă культура пуян пулни çинчен ют ăсчахсем çырса хăварнă… Тĕплĕнрех→

Хусан тапхăрĕ:

15-мĕш тата 16-мĕш ĕмĕрсен хушши. Ку тапхăрта çырса хăварнă палăксем е вĕсен копийĕсем çук. Халăх хушшинче сăмах вĕççĕн упранса юлнă фольклор сăмахлăхĕн хăш пĕр тĕслĕхĕсем ку тапхăрта пуçланнă теме май пур… Тĕплĕнрех →

Вырăс тапхăрĕ:

16-мĕш тата 18-мĕш ĕмĕрсен хушши. Ку тапхăр тĕлне чăвашла сăмахлăх сăмах вĕççĕн кăна тытăннă. Фольклор сăмахлăхĕн хăш пĕр тĕслĕхĕсене ку тапхăрпа çыхăнтарма пулать… Тĕплĕнрех→

Кивĕ çырулăх

1764-1869 çулсене тÿр килекен тапхăр. Чăвашла çырулăх Хусанти тата Чулхулари тĕнпе ăс-хакăл центрĕсем тавра вăй илет. Еванкĕлĕн тата Катехизисăн малтанхи куçарăвĕсем тухаççĕ. Студентсем чăвашла илемлĕ одăсем çыраççĕ, халăхри юрăçсен сăввисем пичетленеççĕ. Тĕплĕнрех →


Çĕнĕ çырулăх тапхăрĕ

1870-1904 -мĕш çулсем хушши. Иван Яковлевич Яковлев ертсе пынипе 1873 çулта çĕнĕ алфавит çирĕпленет. Пирвайхи çулсенчен ытларах тĕнпе çыхăннă куçарусем çапăнса тухнă пулсан, ĕмĕрсен чикки тĕлнелле кĕске хушăра илемлĕ литературăн чылай жанрĕ аталанса каять… Тĕплĕнрех →

Революци тапхăрĕ

1905-1916 çç. хушши. Чăваш литературишĕн палăрмаллах уçă тапхăр. Совет вăхăтĕнче пĕртен-пĕр идеологин пропагандин шурлăхне сулăничченхи нумай енлĕ ирĕклĕ литературăшăн пулăхлă вăхăт… Тĕплĕнрех→  

Граждан вăрçи

1917-1922 çулсем. Ку списокра çак тапхăрăн паллăрах авторĕсемпе хайлав ячĕсем вырăн йышăнаççĕ. Сайтра пуррисем кликать тăвăнаççĕ, кликать тăвăнманнисем халлĕхе сайтра публикациленмен. Ку список анлăланса çĕнелсе пырĕ... Тĕплĕнрех→

Совет Тапхăрĕ

1923-1931-мĕш çулсем. Ку списокра çак тапхăрăн паллăрах авторĕсемпе хайлав ячĕсем вырăн йышăнаççĕ. Сайтра пуррисем кликать тăвăнаççĕ, кликать тăвăнманнисем халлĕхе сайтра публикациленмен. Ку список анлăланса çĕнелсе пырĕ… Тĕплĕнрех→

1932-1941 çулсем. Ку списокра çак тапхăрăн паллăрах авторĕсемпе хайлав ячĕсем вырăн йышăнаççĕ. Сайтра пуррисем кликать тăвăнаççĕ, кликать тăвăнманнисем халлĕхе сайтра публикациленмен. Ку список анлăланса çĕнелсе пырĕ... Тĕплĕнрех→

1941-1950 çулсем. Ку списокра çак тапхăрăн паллăрах авторĕсемпе хайлав ячĕсем вырăн йышăнаççĕ. Сайтра пуррисем кликать тăвăнаççĕ, кликать тăвăнманнисем халлĕхе сайтра публикациленмен. Ку список анлăланса çĕнелсе пырĕ... Тĕплĕнрех→

1951-1992 çулсем. Ку списокра çак тапхăрăн паллăрах авторĕсемпе хайлав ячĕсем вырăн йышăнаççĕ. Сайтра пуррисем кликать тăвăнаççĕ, кликать тăвăнманнисем халлĕхе сайтра публикациленмен. Ку список анлăланса çĕнелсе пырĕ... Тĕплĕнрех→

Совет Хыççăнхи

1991-2005 çулсем. Советла литература традицийĕсем майĕпен юхăннă тапхăр. Авторсем унччен юраман шухăшсемпе япаласем çырса кăтартма пуçлаççĕ. Литература идеоологи, этика, философи тĕлĕшĕнчен чăпарланса каять. Тĕрлĕрен юхăмсемпе ушкăнсем пулса каяççĕ… Тĕплĕнрех→

Хальхи Тапхăр – Пинçуллăх тапхăрĕ

2006-мĕш çултан пуçласа хальччен. Унчченхи литературăна çĕнĕрен хак памалли вăхăт. Литература халăх куçĕ умĕнчен ытларах уйрăм çынсен интересĕ пулса тăрать… Тĕплĕнрех→

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.