Иван Яковлев

1848 – 1934

Иван Яковлев – çĕнĕ çырулăха пуçарса йĕркеленĕ вĕрентÿçĕ – сĕм тăлăх ÿснĕ. Усрава илнĕ кил-йыш ăна нумай ĕçе хăнăхтарнă, çавăнпах ĕнтĕ вăл та нумай çынна пулăшма тăрăшнă: чăваш ачисем валли шкул уçнă, учебниксем кăларнă… Тĕплĕнрех→



Хайлавĕсем:

Ĕмĕрсен чикки

Иван Яковлев
Ача-пăча калавĕсем: Автан | Çуркунне | Йăлăнтарни | Эпĕ ÿкĕнни | Çил-тăвăл. | Çерçи| Вăрланă лаша тупăнни | Хаваслă çур кунне тытсамăр ]

Граждан вăрçи самани

Иван Яковлев
Чăваш халăхне панă халал | Аса илнисем ]


Тĕплĕнрех:

Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстан Республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Унăн амашĕ, Анастасия Макарова, хресчен çемйинчен пулнă. Вăл Иван Яковлевича çуратсан виçĕ кунтан вилсе кайнă. Унтан И. Я. Яковлева, сĕм тăлăха, Пахомовсен çемйи усрава илнĕ.

Иван Яковлевича усрав ашшĕпе амăшĕ тĕрлĕ ĕçе вĕрентнĕ. Вăл ытти арçын ачасемпе пĕрле каçпа лаша çитерме выртмана кайнă. Çулла тата кĕркун-не аслисемпе пĕрле Теччĕ хулине хăяр тата çĕр улми сутма çÿренĕ. Лашапа уй-хир сÿреленĕ, ыраш акнă, çулнă, лашасене шыв ĕçтерме кайнă. Иван Яковлевич шкула кайиччен Хаким ятлă тутарпа кĕтÿ кĕтнĕ. Вăл Ваньăна тутар чĕлхине, флейта калама, пушă явма, çăпата хуçма вĕрентнĕ.

И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă: Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕ, чăваш çырулăхне пуçарса янă, чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли нумай шкул уçнă.

ХIХ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Иван Яковлев чăваш ачисем валли алфавит йĕркеленĕ, букварь, учебниксем кăларнă, К. Д. Ушинскин тата унăн вĕренекенĕсен педагогика еткерне усă курса вĕрентÿ методикине хатĕрленĕ. Хăйне пулăшса пыракансемпе пĕрле А. С. Пушкин, М. Ю. Лермонтов, Л. Н. Толстой, Н. А. Некрасов произведенийĕсене чăвашла куçарнă, 1912 çулхине Псалтырь,1918 çулхине Моисейĕн тăватă кĕнекине пичетленĕ.

И. Я. Яковлев ĕçĕсене каласа пĕтерейместĕн. Чаплă ăславçă, патриот, ăслă учитель хăйĕн ырă шухăшĕсемпе кăна палăрса тăмасть, тата вăл историллĕ ĕçсем те чылай тунă.

И. Яковлев чăваш халăхĕ валли çырнă халал кашни çыншăн пысăк та тарăн пĕлтерĕшлĕ. Çак халалри кашни сăмахра, кашни йĕркере Патриархăн чĕри канăçсăр тапни сисĕнет. «Сирĕншĕн эпĕ чун-чĕрене нумай ырттарнă, халĕ те сирĕн çинчен шухăшлатăп, çавăнпа эпĕ хамăн юлашки ĕмĕтĕме калатăп», – тесе çырнă вăл 1921 çулхине çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче.

И. Я. Яковлев тунă ĕçсене Раççей империйĕн юлашки виçĕ патши те, Ленин та, хамăр тата ют çĕр-шыври ăсчахсемпе ятлă çынсем лайăх пĕлнĕ, ырланă. Халĕ те пĕлеççĕ, унран тĕлĕнеççĕ. Епле-ха пĕр çынах нумай енлĕ аталаннă çын пулма пултарать. Вăл пĕр вăхăтрах педагог тата критик, редактор тата издатель, куçаруçă тата кĕнеке саракан, фольклорист тата этнограф, историк тата искусствовед, общество деятелĕ тата философ пулма пултарнă. Çавăнпах-и ăна Атăлçи Коменскийĕ, Чăваш Ломоносовĕ, Ушинскийĕ, Песталлоцийĕ тесе час-часах калаççĕ.

Çăлкуç:
Осипова Алена “И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне урокра тата класс тулашĕнче вĕрентесси”. ( https://gigabaza.ru/doc/65083.html )

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


Ытти материалсем: