1810 – 1855

Василий Сбоев —… Тĕплĕнрех→
Хайлавĕсем:
Кивĕ çырулăх тапхăрĕ
Василий Сбоев
[ Хусан кĕпĕрнинчи урăх йăхсене тĕпчени | Чăвашсем пирки çырнисем | Çĕр Ĕç Ăстисем]
Тĕплĕнрех:
Василий Сбоев
(1810 — 1855)
Чăваш халăхĕ Сăпай Ваçук ятне асра тытать. Ун çинчен тĕпчевсем çеç мар, илемлĕ хайлавсем те çырнă (Хветĕр Уярăн «Сăпай Ваçук» повеçне «Сăмах мехелĕ» (1980), «Одно слово» (1987) кĕнекесенче пăхăр). Тĕрĕк халăхĕсен йăли-йĕркине, ăс пурлăхне тĕпчекен Василий Сбоев Чулхула кĕпĕрнинчи Хуратук (Чернухи) ялĕнче тиечук килĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Афанасий Яковлев, ăна хăй çулĕпе янă: Хусанти тĕн училищинче тата семинарийĕнче вĕрентнĕ. Хусантан Василий Сбоев Питĕрпура тĕн академине вĕренме кайнă. Унтан магистр степеньне илме тивĕç кандидат ячĕпе вĕренсе тухнă. 1833 çулта хăй вĕреннĕ Хусанти тĕн семинарине чиркÿ историйĕпе грек чĕлхине вĕрентме таврăннă. Хусантан ăна Чĕмпĕре куçарнă, унта та библипе чиркÿ историне, канон правипе археологи тата нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. 1841 çулта Хусан университетĕнче вырăс тата славян сăмахлăхĕн магистрĕ пулса тăнă, кĕçех ăна вырăс сăмахлăх кафедрин адъюнктне суйланă. Хусан университетĕнче Б. А. Сбоев 1850 çулччен ĕçленĕ.
Чăваш чĕлхипе халах йăли-йĕркине В. А. Сбоев хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкă ялĕнче Иван Степанович Протопопов священник — Н. И. Золотницкий кукашшĕ — патĕнче пурăннă чухне вĕреннĕ. Ваçук Хусанта вĕреннĕ чухне каникулсенче яла тăтăшах килсе тăнă. В. К. Магницкий çырнă тăрăх, В. А. Сбоев чăваш тата тутар чĕлхисене тĕн училищинче вĕреннĕ чухнех тĕпченĕ. В. А. Сбоевăн «Заметки о чувашах», «Письма к редактору Казанских Губернских Ведомостей» çырăвĕсем 1848 çулта пичетленнĕ, вĕсем кайран уйрăм кĕнекен тухнă. [«Василий Сбоев]
Çăl
Ку пая хальлĕхе çырса пĕтереймен. Пулăшас тетĕр пулсан “Пулăшас” çине кликать тăвăр.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Ытти материалсем:
1810 — 1855