Алексей Милли

1884 – 1942

Алексей Милли — публицист, этнограф. Хусанти семинарире вĕреннĕ, хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчес енĕпе аспирантура пĕтернĕ. “Хыпар” тата “Чухăнсен сасси” хаҫатсенче ĕҫленĕ, педтехникумра вĕрентнĕ, чăваш литераторĕсен обществине йĕркеленĕ. 1938 çулта репрессиленĕ… Тĕплĕнрех→



Хайлавĕсем:

Революци тапхăрĕ

Алексей Милли 
Шурут Нурăсран – Хусана  ]

Граждан вăрçи самани

Алексей Милли
[ Çурçĕр иртсен | Кушлавăш мăнастирĕ çинчен | Тантăша (А.Васильева) | Чăвашсен марсельесĕ ]


Тĕплĕнрех:

Алексей Милли

(1884-1942)

Алексей Прокопьевич Милли (Прокопьев) 1884 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнчс Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Вăрнар районĕ) Нурăсра (халĕ Калинино) çуралнă. Малтан кÿршĕ ялта (Шурутра) пуçламăш пĕлÿ илет, тепĕр çултан Хурăнварти икĕ класлă шкулта вĕренет. 1912 çулта Хусанти тĕн семинарине кайса кĕрет. 1917-1918 çулсенче вăл – «Хыпар» хаçат редакторĕнче вăй хурать. Хаçат тухма чарăнсан А. П. Прокопьев (эпир ăна ытларах Милли ятпа пĕлетпĕр) сулахай эсерсен ретне куçнă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче А. Прокопьев Хĕвелтухăç фронтĕнчи 5-мĕш çар политпайăп органне – чăвашла тухса тăнă «Чухăнсен сасси» хаçата редакцилет. 1919-1921 çулсенче вăл Чĕмпĕрти чăваш педтехникумĕнче вĕрентет, кунта музей йĕркелет. 1922 çултанпа этнографи ĕçĕпе ытларах вăй хума тытăнать, экспеднцисене нумайлăха тухса çÿрет, пуян материал пухать. Çав тапхăрта вăл чи вăйлă публицист пулнă тесе каласан та йăнăш пулас çук. 1920-1921 çулсенче вăл Чĕмпĕрте литераторсен пĕрремĕш пĕрлеш ĕннĕ – «Чăваш çыраканĕсен ушкăнне» ертсе тăнă, «Атăл юрри» журнал (2 номер) кăларнă.

1922 çулта Алексей Прокопьевич Шупашкара килнĕ, архив пуçлăхĕ пулнă. Чăваш çĕршывне сăнакансен ушкăнне кĕнĕ. Чăваш наци музейне тата наци библиотекине экспонатсем пухса парса пуянлатнă. 1923 çулта вăл Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх выставкинче чăвашсен йăла-йĕрке выставкине йĕркелет, уншăн Хисеп дипломĕ илме тивĕçлĕ пулать. 1924 çулхи кĕркунне Халăх пĕлĕвĕсен тĕп музейĕнче наука сотрудникĕ пулса ĕçлеме тытăнать. А. Прокопьев СССР хĕвелтухăç халăхĕсен чĕлхисемпе культурине тĕпчекен комитет аспиранчĕ пулса тăрать.

Литература ĕçне 1917-1920 çулсенче тытăнать. Сăвăсем çырнисĕр пуçне, вăл куçару енĕпе те ĕçленĕ: 1914 çул тĕлнелле А.С. Пушкинăн «Чикансем» поэмине куçарнă, 1919 çутă революци юррисен пуххине уйрăм кĕнекен кăларать т.ыт.те.

А. П. Прокопьева 1938 çулхи çурла уйăхĕнче арестленĕ. Унăн кун-çулĕ инçетри çурçĕрте 1942 çулта выçă чире пула татăлнă. [Ref]

Ытти материалсем:

Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич (12.02.1894–14.01.1942 гг.) – чувашский публицист, поэт, переводчик, этнограф, фольклорист.