Александр Савельев-Сас

1932 – 2021

Александр Савельев-Сас — сăвăçă, çыравçă, вĕрентÿçĕ. Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Тăван ялĕнче шкулта, район хаçатĕнче ĕçленĕ. Унăн чылай хайлавĕ хаçат-журналсенче пичетленнĕ, ултă кĕнеки тухнă… Тĕплĕнрех→



Хайлавĕсем:

Совет тапхăрĕ 1951-1990:

Александр Савельев-Сас
Шăнкăрч килни ]


Тĕплĕнрех:

Ку пая хальлĕхе çырса пĕтереймен. Пулăшас тетĕр пулсан “Пулăшас” çине кликать тăвăр.


Ытти материалсем:

Александр Сергеевич Савельев-Сас (1932 çулта Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Юламан чăваш ялĕ çур.) — чăваш сăвăçи, çыравçи. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. М. Трубина ячĕллĕ тата Авăркас район администрацийĕн Ф.Карим ячĕллĕ парне лауреачĕ.
Раççей ÇП пайташĕ (1994).
1932 çулта Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Юламан чăваш ялĕнче çуралнă. Ялти çиччĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1951 — 1954 çулсенче хĕсметре тăнă. Кайран каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Тăван ялĕнче шкулта, район хаçатĕнче ĕçленĕ.
Ку таранчен Шупашкарти хаçат-журналсенче унăн калавĕсемпе повеçĕсене чылай пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххи, «Ют арăм» повеç. Пурĕпе ултă кĕнеке çырнă.
Унăн сăвви-калавĕсене вырăсла, тутарла, пушкăртла куçарнă. Халĕ Пушкăрт республикинче пурăнать.
Кĕнекисем: «Кам пысăкрах» (1975), «Ялти сукмаксем» (1981), «Кашкăр сукмакĕ» (1987), «Шăнкăравлă пĕкĕ» (1993), «Сăвăсем» (2000).(«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал)

https://chuvash.org/news/28858.html

Чӑваш ҫыравҫи, поэт, публицист, куҫаруҫӑ Александр Савельев-Сас пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пушкӑрт Республикинчи педагог 89 ҫулта пулнӑ. Александр Сергеевича паян [13.06.2021 21:19] Пушкӑртстанри Авӑркас районӗче тӑван ялӗнче пытарнӑ.