Александра Фукс

1792 – 1853

Александра Фукс

Александра Фукс — Хусанта хутлăхĕнчи çыравçă. Ашшĕпе пĕрле чăвашсем хушшинче вăрах пурăннă. А. Пушкин Пугачев йĕрĕпе çÿренĕ чухне (1833 çулта) Хусанта весен килĕнче паллă профессор Карл Фукс патĕнче пулнă. Çав тĕл пулу çинчен Александра Фукс паха аса илÿ пичетленĕ… Тĕплĕнрех→


Хайлавĕсем:

Кивĕ çырулăх тапхăрĕ

Александра Фукс
[ Записки Александры Фуксъ о Чувашахъ и Черемисахъ Казанской Губерніи | Чăвашсем хушшинче, хурăнлă çулпа… | Çимĕкри асăну ]


Тĕплĕнрех:

Александра Фукс Хусанта çуралса ÿснĕ, унтах вилнĕ, Шупашкарта тата ашшĕпе пĕрле чăвашсем хушшинче вăрах пурăннă. Сăмах хăватне ăна куккăшĕ — вырăссен паллă поэчĕ Г. П. Каменев илентернĕ, ун урлах вăл вăхăтри чаплă çыравçасемпе — Н. С. Арцыбашев- па, Н. М. Языковпа, Е. А. Баратынскипе, Д. П. Ознобишинпа, А. С. Пушкинпа паллашнă. А. Пушкин Пугачев йĕрĕпе çÿренĕ чухне (1833 çулта) Хусанта весен килĕнче паллă профессор Карл Фукс патĕнче пулнă. Çав тĕл пулу çинчен Александра Фукс паха аса илÿ пичетленĕ.

Хусан хутлăхĕнче Александра Фукс паллă сăвăç шутланнă. Пире вăл чăвашсем çинчен çырнă тĕрленчĕкĕсемпе паллă. Тĕпчевçĕсем унăн «Записки Александры Фукс о чувашах и черемисах» (1840) кĕнекине пысăка хурса хакланă.

Ытти материалсем: